Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.2 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Раҫҫейре
Chat-GPT ӑсталанӑ ӳкерчӗк
Chat-GPT ӑсталанӑ ӳкерчӗк

Санкт-Петербургри Боготырский проспектӗнче халӑх ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Вуннӑмӗш хутран ӳкнӗ ҫулталӑк ҫурӑри ачана ҫынсем куртка сарса ҫӑлнӑ.

Ку пӑтӑрмах кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Хваттерте ачан амӑшӗ тата унӑн пиччӗшӗ пулнӑ. Амӑшӗ кӗске вӑхӑта пӳлӗмрен тухнӑ пулнӑ, асли компьютерпа вылянӑ. Амӑшӗ таврӑнсан кӗҫӗн ывӑлне тупайман, чӳрече уҫӑлнине курсан, аялалла пӑхнӑ. Унта ҫынсем пуҫтарӑннине курсан хӑвӑрт урама чупса тухнӑ.

Васкавлӑ пулӑшу служби пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурт патӗнчи ҫынсем ачана курсан нумай шухӑшласа тӑман, куртка хывса ӑна ӳкекен ача валли сарса хунӑ. Ача шӑпах ҫав куртка ҫине ӳкнӗ.

Санкт-Петербург прокуратура пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа тӗрӗслет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн

Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче каҫхине, ӗнер, Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи пулӑ ӗрчетекен комплексра ангар ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтерет.

Телее, пулӑсем шар курман. Комплексра ӗҫлекенсем пушара ҫӑлавҫӑсем киличчен хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме пултарнӑ. Пушарта пластик бассейн, насус тата шыва фильтраци тумалли система ҫунса кайнӑ. Ангарти пулӑсем ҫунман.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр юсавсӑр ӗҫленӗрен тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын кӗпе ҫумалли машинӑна сӳнтерме хӑтланса шар курнӑ.

Инкек Шупашкарти Менжинский урамӗнче нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Унти ванна пӳлӗмӗнче кӗпе ҫумалли машина хыпса илнӗ.

Пушарпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ ҫӗре 20 ҫулти кил хуҫи пушара сӳнтерме хӑтланса тӗтӗмпе чыхланса кайнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна порнографи материалне сарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 242-мӗш статйин 3-мӗш статйин «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗлӗшӗпе ҫыхӑннӑ интимлӑ видеона мессенджерсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Элӗк округӗнче Эренар ялӗнче пушар машини вырӑна ҫитеймен. Ку – ҫула юртан тасатманнипе.

Инкек нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра мунча ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем сӳнтерме васканӑ, анчах машина юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Пушарнӑйсен ҫунакан мунча патне ҫити шланг тӑсма тивнӗ.

Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫула тасатма пӗрре мар ыйтнӑ. Анчах пӗр хурав пулнӑ: транспорт пушӑ мар,май пулсанах тасатма килессе шантарнӑ. Мунча ҫуннӑ хыҫҫӑн вара ҫула ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре хырса кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӑлӑмри ҫивиттийӗ йӑтӑнса аннӑ ҫурта юсама пуҫланӑ.

Хула ертӳҫисем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн.

Халӗ территорие юртан хырса тасатнӑ, подрядчик кивӗ ҫивиттие сӳтме пуҫланӑ. Юсама кирлӗ валли стройматериала кӳрсе пынӑ.

Ӗҫе хӑвӑртлатма рабочисен йышне ӳстерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27986
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре 36 ҫулти арҫынна нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫав этем, тӗпрен илсен, ача укҫипе пурӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлеменскер, ӗҫме юратаканскер 9 тата 11 ҫулти тӑван мар ачасене пластик пӑрӑхпа хӗненӗ. Ачасене 5 минут кая юлса киле килнӗшӗн те, тӑван асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) телефонпа калаҫнӑшӑн та алӑ ҫӗкленӗ.

Арӑмӗпе хӑйӗн 4 ҫулти тӑван ывӑлне те патак ҫитернӗ.

Арҫынна суд 5 ҫул ҫурӑлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27939
 

Пӑтӑрмахсем
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 63 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех арҫын ҫине пырса кӗнӗ.

«Киа Рио» водителӗ ҫул варрипе машинӑна хирӗҫ утса пыракан арҫынна таптанӑ. Лешӗ ӳсӗр пулнӑ.

Шар курнин пуҫ мими чӗтреннӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27941
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла Комсомольски округӗнчи авари пулнӑ, инкекре 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 32 ҫулти арҫын фурӑран иртсе кайма тӑнӑ, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Анчах фура хыҫӗнче вӗҫекен юра пула вӑл хирӗҫ килекен машинӑна курман – унпа ҫапӑннӑ. «Ниссан» рулӗ умӗнче 65-ри арҫын пулнӑ.

Икӗ водитель те вилнӗ. «Киа» машинӑра пулнӑ 44-ри хӗрарӑм аманнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрлере хула варринче, хӗл варринче, нарӑс уйӑхӗнче, машина путнӑ. Кун пирки «Провинцивиль» телеграм-канал пӗлтерет.

Ку Кооператив урамӗнче, Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр комбиначӗ патӗнче, пулнӑ. «Фольксваген» машина тарӑн шӑтӑка путнӑ.

Халӗ прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/provincivil
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 465
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть