Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.2 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкара Мускавран килекен пуйӑсра вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ арҫынна суд 80 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын 54-мӗш номерлӗ пуйӑсра хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна пассажирсем те, проводник та тӳсеймен — йӗрке хуралҫисене чӗнсе илес тенӗ.

Владимир облаҫӗнчи Муром районӗнчи Стригино станцийӗнче пуйӑса транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем кӗрсе тӑнӑ. Анчах вӗсене курсан та арҫын лӑпланман. Арҫын пакунлине тапса ҫапма тапранса кайнӑ. Кун пирки транспорт прокуратуринче пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть Муром хулинчи суд арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Йӗрке хуралҫи ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн 80 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнче ВАЗ машина кювета чӑмнӑ. Аварире водитель тата 75 ҫулти хӗрарӑм аманнӑ.

Ку инкек Мӑн Явӑш ялӗ патӗнче ӗнер кӑнтӑрла иртсен, 12:20 сехетре, пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 51-ри водитель ВАЗ-11183 пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та руле итлеттереймен: машина ҫул-йӗр паллине йӑтса антарса кювета чӑмнӑ.

75 ҫулти хӗрарӑм малта ларса пынӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_271294
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхине И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен 335 ҫынна эвакуациленӗ. Сӑлтавӗ – гардеробра тумтир ҫунма тытӑнни.

Пӗр студент пӗрремӗш хутри гардеробра сумка хӑварнӑ, унта вара юсавсӑр телефон пулнӑ. Вӑл вара ҫунма тытӑннӑ, ҫулӑм ытти тумтир ҫине куҫнӑ.

Пушар пирки пӗлтерсен ҫуртран 335 ҫынна эвакуациленӗ. Никам та шар курман. Факультетра ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех ятарлӑ хатӗрпе усӑ курса сӳнтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ултӑрта 17 ҫулти питбайкер машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Кун пирки патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтерет.

Ку ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, каҫхине Мускав урамӗнчи 125-мӗш «Б» ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 18 ҫулти водитель Гончаров урамӗ еннелле кайнӑ чухне сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тӳрӗ пыракан питбайка ирттерсе яман. Ҫапла питбайпа пынӑ 17 ҫулти каччӑ аманнӑ.

Суранланнӑ каччӑ – Улатӑрти техникумӑн 2-мӗш курс студенчӗ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче мотошлемпа пулнӑ. Каярахпа ашшӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, мототранспорт уҫҫи килте курӑнмалли вырӑнтах выртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211035460_14476
 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн МАХри каналӗ ҫухалнӑ. Кун пирки вӑл... Телеграмра пӗлтернӗ.

Станислав Трофимов паян ирхине хыпарланӑ тӑрӑх, унӑн МАХри каналӗ «техника сӑлтавне» пула ҫухалнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ. Унтисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пысӑк пуҫлӑха МАХӑн техника енчен пулӑшакан специалисчӗсем те... пулӑшайман.

Телеграмран пире ҫине тӑрсах пистерме тӑрӑшаҫҫӗ, унта халӗ виҫӗ саспаллирен тӑракан пулӑшупа усӑ курмасӑр кӗрейместӗн. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ҫӗршыври мессенджер паян кун та комментарисем ҫырма май туса паман, историсем те унта вырнаҫтараймастӑн, текста урӑх ҫӗртен илсе лартсан унӑн формачӗ те пӑсӑлса каять. Ку ҫеҫ ҫитмен — «Ҫыхӑнура» форумри хыпара ӗненсен, МАХри канал та ним те мар «техника сӑлтавне» пула ҫухалма пултарать иккен.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта кинемее машина вилмеллех таптаса кайнӑ. Ку инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 13 сехет те 35 минутра Винокуров урамӗнчи пулнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «ГАЗель» руль умӗнче ларнӑ 28 ҫулти арҫын каялла чакнӑ чухне 1943 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл, шел те, йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл каялла чакиччен унта никам та ҫуккине курса ӗненнӗ. Ҫакӑ паллӑ: водитель урӑ пулнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ машина ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби учрежденин МАХри каналӗнче пӗлтернӗ.

Шупашкарти Рихард Зорге урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Фольксваген Пассат» автомобиль вутра кӗлленнӗ.

Энтузиастсен урамӗнчи общежити тӗлӗнче «Ниссан Примера» ҫунма пуҫланӑ. Ӑна машина хуҫи, 49 ҫулти арҫын, хӑй сӳнтернӗ. Анчах хӑй те шар курнӑ, аллине пӗҫертсе янӑ. Пушар ҫын чӗртсе янӑран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Шупашкарти ҫак икӗ инкек те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре тӗрмере ларнӑ чухне Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ 6 ҫын тарнӑ. Хальлӗхе вӗсене тытса чарайман.

Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунсенче илсе кайнӑ. Пуйӑс Йӗпреҫре икӗ минутлӑха чарӑнсан хайхискерсем чӳречене ҫӗмӗрсе тарнӑ-мӗн. Пиллӗкӗшӗ тапочкӑпа пулнӑ, тепри — кроссовкӑпа пулнӑ. Пӗр арҫынни вакунран сикнӗ чухне урине амантнӑ, ҫавна май халӗ уксахлать.

Айӑпланнӑ ҫынсем тарнине машинист курнӑ, вӑл кун пирки тӳрех ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: арҫынсем вӑрланӑшӑн, наркотикшӑн тата ясар шухӑшсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лекнӗ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем кӳршӗ ял-салара шыраҫҫӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑман. Унӑн ҫивиттийӗнчен шыв кайса пурӑннӑ, нӳхрепе вара шыв тулнӑ.

Пӑтӑрмах пирки ҫав ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Александр Полтинина пӗлтернӗ. Вӑл Пӑртас ялӗнчи Шкул тӑкӑрлакӗнчи 6-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫурт никӗсӗ йӑтӑнса та анма, инженери коммуникацийӗсем юрӑхсӑра тухма пултараҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ.

Ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑманран Александр Полтинин ӗҫтешӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарма хушнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта Африкӑран пирӗн хулари аслӑ шкулсенчен пӗрне вӗренме килнӗ хӗр тавар вӑрланӑ.

Пӑтӑрмах иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Энгельс урамӗнчи пысӑк пӗр лавккара пулса иртнӗ. Сентре ҫинчен косметика, гигиена хатӗрӗсем, соуссем, кофе, пылак апат-ҫимӗс тата ҫӗр ҫырли ҫухалнӑ. Ку тавара укҫа ҫине куҫарсан 17 пинрен иртсе каять иккен.

Йӗрке хуралҫисем видеокамера пӑхнӑ та касса патӗнчен Африкӑран килнӗ ҫын сӑнлӗ хӗр иртсе кайнине асӑрханӑ. Кӗҫех вӗсем Мароккӑран Шупашкара вӗренме килнӗ 18 ҫулти студенткӑна тытса чарнӑ. Чӑваш Ене вӗренме вӑл 2025 ҫул вӗҫӗнче килсе ҫитнӗ иккен, анчах кӑштахран пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.

Тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ студентка тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӑн 158-меш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 465
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть