
Чӑваш артисчӗсем «Мы были, есть и будем» (Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр) ятлӑ юрӑ ҫырнӑ, илемлӗ клип ӳкернӗ.
Аса илтерер: ку юрра ҫырма республика Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов хушнӑ. Кун пирки эпир те маларах хыпарланӑччӗ.
Республика Правительстви ырланӑ проекта паллӑ юрӑҫсемпе коллективсем хутшӑннӑ.
Юрра Петӗр Хусанкайӑн сӑввине тӗпе хурса ҫырнӑ. Ӑна вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ.
Сӑвӑ авторӗ — Наталья Сахарова, кӗввине – Андрей Коноплев.
Клипа ӳкерме «Глянец» тата «Приданое» ушкӑнсем, Августа Уляндина, Егор Матвеевский, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Денис Павлов, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Ольга Пеганова, Pegana, Вячеслав Дик, «5 октав» студи тата «Вирьял» ансамбль хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем чӑваш дневникӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Ӑна «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш дневникне Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ ырланипе, «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ку вӑл ҫутӗҫ проекчӗ шутланать.
Дневника икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Дневник страницисенче чӑваш чӗлхипе, паллӑ ентешӗмӗрсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, йӑла-йӗркепе, культура эткерлӗхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.
Проект авторӗ — Анастасия Анохина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев калашле, тӑван ҫӗре юратасси хамӑр тымара, тӑван чӗлхене, историпе культурӑна хисепленинчен пуҫланать. Апла пулсан, чӑваш дневникӗ ку енӗпе пӗлтерӗшлӗ кӑларӑм тесе калама пулать. Ара, чӑх пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранать теҫҫӗ мар-и?

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫӗрте ял кунӗсем иртеҫҫӗ. Кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек йӗркелет ӑна. Хӑш-пӗр ҫӗрте пысӑк йышпа, чаплӑ концерт лартса, тепӗр ҫӗрте — ансатрах.
Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Аначкасси тата Пранькка ялӗсем пысӑк мар. Клубӗ те унта икӗ яла пӗрлештерет. Ҫавӑнпа ял кунне те вырӑнтисем пӗрле йӗркелме йышӑннӑ. Уява ял-йыш иртнӗ вырсарникун пухӑннӑ.
Аначкасси ял клубӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял уявне унтисен тӗрлӗ ҫӗре сапаланнӑ тӑванӗсем те килсе ҫитнӗ.
Ялти хастарсене хавхалантарма тӳре-шара алӑ пуснӑ хут панӑ.
Республикӑра «Арча» проект пурнӑҫа кӗрет те, ку тӑрӑхрисем те хӑйсен арчинчи япалисене туртса кӑларнӑ, курав йӗркеленӗ, хӑшӗсем арчари япалана, ҫав шутра ҫӑпата та, тӑхӑнса тухнӑ.

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Тралькасси клубӗнче ачасене ҫӑм арлама вӗрентнӗ. Ку ӗҫе хӑнӑхтараканни — Галина Еремеева.
«Кӗнчеле йывӑҫҫипе е ятарлӑ урапапа арлатпӑр. Кӗнчеле ҫӑмха юпинчен е туратӗнчен, лаппинчен, пуҫӗнчен, ҫӑмхинчен, кантринчен тӑрать. Кӗнчеле туралли те, хӑма пуҫли те пулать. Ҫӑмхана кӗнчеле пуҫне ҫӳхе кантрапа ҫыхса вырнаҫтаратпӑр та сулахай алӑри пуҫ, шӗвӗр тата вӑта пӳрнесемпе сӗвем хыҫҫӑн сӗвем туртса кӑларатпӑр, ҫӑма сылтӑм алӑри палӑртнӑ пӳрнесемпе пӗтӗрсе арлатпӑр, ҫӳхе ҫипе йывӑҫ йӗке тавра авӑратпӑр. Хыҫҫӑн ҫӑмхаран каллех сӗвем кӑларса, авӑрнӑ ҫиппе сыпӑнтарса пӗтӗретпӗр, ҫӑма авӑра-авӑра ҫӳхе ҫип тӑватпӑр, ӑна йӗке тавра ерипен ҫавӑратпӑр», – каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм «Хресчен сасси» хаҫат корреспондентне.

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ялӗ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн пабликӗнче хыпарланӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, «уява ял ҫыннисем кӑна мар, хулара тӗпленнисем те, кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем те йышлӑ пухӑннӑ».
Пӑрӑнтӑксене саламлама тӳре-шара, депутат тавраш пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов, Красноармейски районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Валерий Петров пулнӑ.
Ял кунне хатӗрленсе вырӑнти хастарсем урамсене илемлетсе капӑрлатнӑ. Сӑн ӳкерӗнмелли вырӑнсем те тунӑ. Ҫатан карта тытса ҫавӑрнӑ, ачасем валли каруҫҫел ӑсталанӑ, чуччу ҫакнӑ.
Ял уявӗнче пӑрӑнтӑксем туй йӑли-йӗркине тата салтака ӑсатнине кӑтартнӑ. Уява вӗҫлес умӗн вӑйӑ картине тӑнӑ.

Тинех тесе хакламалла пулӗ ку хыпар пирки. Чӑваш Енре сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне епле хатӗрлемелли пирки меслетлӗх кӑларӑмӗ хатӗрленӗ.
Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тумтирӗнче вак-тӗвек ҫук. Унта кашни тӗрӗ-эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ.
Тум ҫӗлекен ӑстасем, ҫав шутра художник-модельерсем, паян нумайланса кайрӗҫ. Анчах пурте тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӗлсе ҫитереҫҫӗ-и-ха?
Чӑваш Ен Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе сцена тумӗ епле пулмалли пирки сӗнӳсен пуххине йӗркеленӗ. Ӑна хатӗрлеме Культура министерствин тата Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Сӗнӗве вокалпа хор, юрӑ, ташӑ, фольклор тата театр коллективӗсем, ача-пӑчапа ҫамрӑксен коллективӗсем валли хатӗрленӗ.

Йӗпреҫри уҫӑ пӗлӗт айӗнчи этнографи музейӗнче «Сарӑ пике» фестиваль иртнӗ. Унта Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле округӗсенчи хастар хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ. Мускавпа Тутарстанри хӑнасем те пырса ҫитнӗ. Хисеплӗ хӑнасем хушшинче Йӗпреҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Семёнов тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев та пырса ҫитнӗ.
«Сарӑ пике» фестиваль ят панӑ улах каҫӗ тӑван халӑх йӑх-несӗл историйӗпе кӑсӑкланакан, ӑна упраса хӑварассишӗн тӑрӑшакан пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пухать. Мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Иртнӗ шӑматкун Красноармейски районӗнчи Ҫырмапуҫӗнче ял кунне ирттернӗ. Вырӑнти хастар Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырмапуҫсем хӑнасене ҫавра ҫӑкӑрпа та чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ.
Ял уявне Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков уҫнӑ. Вӑл хӑнасене, ял-йыша паллӑ кунпа саламланӑ, пурне те ӑнӑҫуллӑ ӗҫлесе пыма, ытлӑ-ҫитлӗ те ӑраскалпа пурӑнма ҫирӗп сывлӑхпа ҫитӗнӳ суннӑ.
Ҫырмапуҫ ялӗн историйӗпе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Виталий Михайлов, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, Красноармейски округӗн энциклопедийӗн тӗп редакторӗ, хисеплӗ тавра пӗлӳҫӗ, Чӑваш наци академикӗ каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, педагогика ветеранӗ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Зинаида Михайлован мӑшӑрӗ пулать.
Ял уявне Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Николаев та ҫитнӗ, вӑл вырӑнти хастарсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Тав хучӗпе чысланӑ.
Сӑмах май каласан, вырӑс чӗлхи ялсенче те чӑваш чӗлхипе тупӑшсах янӑрать те, ҫырмапуҫсем те ял кунӗ валли хатӗрленӗ баннера «С праздником» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Арча» проект ӗҫлесе кайнине пӗлтернӗ.
Ӑна уҫма видеоҫыхӑну мелӗпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп вулавӑшран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, Алексий Бортсурманский ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Александрина Вигилянская хутшӑннӑ. Вӗсем вулавӑшсене ҫӗнӗ проекта ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме суннӑ. Вӑл проекта йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма тата ҫирӗплетме шухӑшласа кӑларнӑ.
Онлайн мелпе мероприятие ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп вулавӑшсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вулавӑшсем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх ӳнер музейӗнче «Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав уҫӑлнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейри хӗрарӑмсем канашӗн председателӗ тата телеведущи Мария Ситтель тата Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталия Николаева, ытти хӑна хушӑннӑ.
«Пирӗн республикӑра 120 ытла наци ҫынни пурӑнать, пирӗн тивӗҫӗмӗр вара чӑваш культурине, унӑн пуянлӑхне упраса хӑварасси», — тесе палӑртса хӑварнӑ Элтепер курав уҫнӑ чухне сӑмах каланӑ май.
«Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
