Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫипуҫ

Персона
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑӳкерчӗк

«Ҫыхӑнура» форумра Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн курткине сӳтсе яваҫҫӗ. Сӑмах салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ (25 кубла метр вутӑ) ӑсатнӑ чухне республика ертӳҫи тӑхӑннӑ ҫипуҫ пирки пырать.

Элтепер куртки Италире туса кӑларакан «Morris-L» моделе аса илтерет-мӗн. Ун пек куртка 300 пин тенкӗ ытла тӑрать иккен.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш тумӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ.

«В мире чувашского костюма. Чӑваш тумӗн тӗнчинче» кӑларӑм авторӗ — Елена Енькка (Михайлова). 2 пин экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ кӗнекене ӳкерчӗксемпе вӑл хӑех илемлетнӗ.

Автор кӑларӑм ачасене те, аслисене те ӑнланмалла пултӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Алина Майорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Викторовна ачасем валли чӑваш тумтирӗпе капӑрлӑхӗсем ҫинчен унччен «Чӑваш кӗпе-тумтирӗ» тата «Чӑваш пуканисем» кӗнекесем кун ҫути кӑтартнӑ, анчах вӗсем ҫийӗнчех саланса пӗтнӗ.

 

Чӑвашлӑх
t.me/gazetatavanen сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gazetatavanen сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишлейри ял вулавӑшӗнче авалхи чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ. Вӗсене Роза Карикова Римма Сорокина кӑтартнӑ.

Римма Леонидовна (сӑнӳкерчӗкре сылтӑм енче) валли чӑваш кӗпине 1983 году амӑшӗ, Вера Волкова, ҫӗлесе панӑ. Вера Прокопьевна тумӗпе Римма Леонидовна хӑйӗн туйӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫынсен умне тухнӑ.

Роза Карикова (сӑнӳкерчӗкре сулахай енчи) ҫипуҫне те амӑшӗ, Фёкла Яковлевна, хатӗрлесе панӑ. Ку вӑл 1955 ҫулта пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gazetatavanen/11296?single
 

Раҫҫейре
телекурав видеоӗнчен илнӗ скриншот
телекурав видеоӗнчен илнӗ скриншот

Мускавра ҫак кунсенче иртекен «Раҫҫей» куравра ҫӗршывӑмӑрӑн Президенчӗн Владимир Путинӑн цитатисемлӗ ҫипуҫа сутма пуҫласан халӑх вӑрӑм черете тӑрса тухнӑ.

«Че ты такой серьезный?», «Границы России нигде не заканчиваются», «Быть нашими врагами и нашими друзьями одинаково Почетно». Владимир Путин ҫапла каланисене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнӗ пулӗ.

Тавара сутакансем туянакансене лӑплантараҫҫӗ: «Путин цитатиллӗ ҫипуҫ пурне те ҫитӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gazetatavanen/11298
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫи-пуҫ туса кӑларакан Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. Хӑйсен продукцийӗпе виҫӗ компани паллаштарнӑ: «Острая Роза» предприяти, «Пике» ҫӗвӗ фабрики, В.В. Мельникова уйрӑм усламҫӑ.

Курава хутшӑнма вӗсене Экспорта аталантарма пулӑшакан центр май туса панӑ.

«Экспоцентр» курав центрӗнче арҫынсен, хӗрарӑмсен, ача-пӑча, туй ҫипуҫӗн, тӗнчери « CPM — Collection Première Moscow» 40-мӗш куравӗ ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫленӗ.

Чӑваш Енри «Острая Роза» пальто, ҫиелтен тӑхӑнмалли ытти тумтире ҫӗлет. «Пике» фабрика «Almando Melado» маркӑпа килте тата каннӑ чухне тӑхӑнмалли ҫипуҫ туса кӑларать, Валентина Мельникова усламҫӑ «YARCHE» брендпа спорт тумтирӗ шухӑшласа кӑларнӑ, «lifestyle» ятпа вӑл костюмсем, комбинезонсем, купальниксем ҫӗлет.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та