Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Улатӑр

Пӑтӑрмахсем
ufa.aif.ru сайтри сӑн
ufa.aif.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнче Первомайски ялӗ ҫывӑхӗнче 72 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ.

Вӑл плотинӑра шыва кӗнӗ чухне путнӑ. Унта шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑн ҫук. Водолазсем унӑн виллине шыв тӗпӗнче тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа республикӑра 4 ҫын путса вилнӗ. Ачса илтерер: Улатӑрта 12-ри хӗрача путнӑ, Канашра 17-ри ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ пӗвере татӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8877
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тухтӑрсем Алла Пугачевӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл чутах эндокардита пула вилмен.

41 ҫулти Аллӑна Улатӑртан санавиаципе илсе килнӗ. Малтан унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, апат анма пӑрахнӑ, ӳчӗ кӑвакарнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Ӑна вертолетпа Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем кӑткӑс операци тунӑ.

«Ылтӑн алӑллӑ тухтӑрсене тав. Манӑн икӗ ача. Халӗ каллех вӗсемпе пулайӑп», – тенӗ Алла Пугачева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21822
 

Республикӑра

Ҫак кунсенче Улатӑрта Мускав урамӗпе Октябрь Революцийӗн тӳремӗ пӗрлешнӗ ҫӗрте МиГ-29 истребителе постамент ҫине вырнаҫтарнӑ.

Самолета хулана ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче илсе ҫитернӗ, ҫав кунах ӑна пуҫтарма тытӑннӑ. Кайран сӑрласа постамент ҫине вырнаҫтарнӑ.

Сӑмах май, Улатӑрта Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен аэроклуб пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хулара 46-мӗш саппас авиаци полкӗ вырнаҫнӑ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрта ҫынсене коммуналлӑ пулӑшушӑн ытларах тӳлетттернӗ. Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура ҫирӗплетсе панӑ.

Ӑшӑшӑн нумай тӳлеме тивни пирки надзор органне ҫынсем систернӗ. Хайхисем евитленӗ тӑрӑх, вӗсен килӗнче газ счётчикӗсем пур, анчах ресурспа тивӗҫетерекен «Чӑвашгаз» организаци нормативпа тӳлеме хистенӗ. Прокуратура тӳлеве ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ. Нормативпа тата счётчикпа тӳленин уйрӑмлӑхӗ 1,3 миллион тенӗрен иртнӗ.

 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри Улатӑр хули пирки Мускавра та каласа кӑтартаҫҫӗ. Ун пирки общество транспортӗнчи информаци хӑми ҫинче курма пулать.

«Чӑваш Республикинчи ҫак хула 1552 ҫулта никӗсленнӗ. Унта — 90 ытла ҫурт-палӑк. Ҫав шутра – чукун ҫул деповӗ, ӗлӗкхи чиркӳсем», - ҫапла паллаштараҫҫӗ Мускаври общество транспортӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_76254
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри пӗр ҫын масар ҫинчи картана вӑрланӑ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пӗри вил тӑпри ҫине тимӗр карта тытма ыйтнӑ. Лешӗ тепӗр вил тӑпри ҫинчен куҫарса кайнӑ.

Пӑтӑрмах пирки ака уйӑхӗн вӗҫӗнче 61 ҫулти хӗрарӑм пӗлтернӗ.

Улатӑрти 33 ҫулти арҫынна пӗрисем тимӗр карта тытма пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче ыйтнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑ арҫын тепӗр ҫӗртен куҫарса кайса вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май республикӑри округсем тӑрӑх машинӑсен колонни ҫӳрет. Ку авточупу ака уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртет. Вӑл «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» ятлӑ. Маршрут Сӑр хӳтӗлев чикки пулнӑ вырӑнсен ҫывӑхӗпе иртет.

Колонна Шупашкартан Етӗрнене кайма тухнӑ. Кайран Хӗрлӗ Чутая, Ҫӗмӗрлене, Пӑрачкава, Улатӑра ҫитӗҫ.

Юлашкинчен Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал патӗнче чарӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75905
 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 100 ҫулхи Зинаида Канова патӗнчен ҫак кунсенче халӑх татӑлма пӗлмест. Ун патне журналистсем те пӗрмай пыраҫҫӗ, ӑна шкул ачисем те саламлаҫҫӗ. Паян вара кинемей патӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ Светлана Милкина пулнӑ.

Зинаида Андреевна Мордва Республикинчи Смольково ялӗнче ҫуралнӑ, Улатӑрта ӳснӗ, унта нумай ҫул пурӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкарта пурӑнать. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Зинаида Канова радиотелеграфист пулна, Берлина ҫитнӗ.

Зинаида Андреевна – питӗ кӑмӑллӑ ҫын. Унпа темччен калаҫма пулать. Ун патне хӑнана пыракансем кинемее пурте Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-208457762_7199
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти ращара 26 йывӑҫ ҫухалнине хула ҫыннисем асӑрханӑ. Вырӑна Вӑрман хуралӗн инспекторӗсем ҫитнӗ. Вӗсем 4 хурӑн, 5 юман тата 17 тирек ҫуккине палӑртнӑ.

Материалсене Улатӑрти полици уйрӑмне пӑхса тухма панӑ. Ведомство йывӑҫсене кам каснине тӗпчӗ.

Йывӑҫ каснине асӑрхасан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (8352) 40-24-00 тата 8-800-100-94-00.

 

Республикӑра

Улатӑрти депутата йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл наркотик упранӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Иван Самойлов – Улатӑр районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл – ача-пӑча спорт шкулӗн директорӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун пек ҫынсен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗнче ӗҫлемелле маррине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 72
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ