Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.4 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Улатӑр

Пӑтӑрмахсем
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑрта 15-ри хӗрача ҫул урлӑ каҫма тӑрсан аварие лекнӗ. Инкек Мускав урамӗнчи 130-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ.

Хӗрача «зебра» урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл правана нумаях пулмасть кӑна, чӳк уйӑхӗнче, илнӗ. Апла пулин те хытӑ ҫӳренӗшӗн тата ыттишӗн административлӑ йӗркене 23 хут пӑсса ӗлкӗрнӗ.

Хӗрача суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_266108
 

Персона
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Владимир Пахомов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Вӑл Краснодар тӑрӑхӗнчи Белая Глина ялта 1946 ҫулхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта Ростоври чукун ҫул транспорчӗн институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Саранскри пӑравус юсакан заводра ултӑ ҫул ӗҫленӗ.

1979-1988 ҫулсенче Улатӑрти механика заводне ертсе пынӑ, кайран ӑна Улатӑр КПСС хула комитетӗнче малтан иккӗмӗш, унтан пӗрремӗш секретарь пулса ӗҫлеме шаннӑ.

1991-1996 ҫулсенче вӑл каллех Улатӑрти механика заводне ӗҫлеме куҫнӑ, унта директорӑн ҫумӗ пулнӑ, 1996-2000-мӗш ҫулсенче музыка инструменчӗсен «Альба» фирмӑн директорӗнче тӑрӑшнӑ.

2001-2004 ҫулсенче Улатӑр хулин хӑйтытӑмлӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Улатӑртан Саранска пуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ. Пуйӑс эрнекунсерен, шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен хутлӗ.

6491-мӗш номерлӗ пуйӑс Улатӑртан ирхи 7 сехетре тапранса кайӗ, Саранска 10 сехет те 5 минута илсе ҫитерӗ.

Кӳршӗлле республикӑн тӗп хулинчен 6492-мӗш номерлӗ пуйӑс 11 сехет те 31 минутра ҫула тухӗ те Улатӑра 14 сехет те 50 минута илсе ҫитерӗ.

Пуйӑс Светотехника, Ардатов, Разъезд Кечушево, Бобоедово, 135 км, Атяшево, Мачкасси, Нуя, Комсомольский, Чамзинка, Огаревка, Ремезенки, Рейтарский, Кочуново, Ромаданово, Сахарный Завод, Красный Узел чарӑнусенче чарӑнӗ.

 

Республикӑра
nta-pfo.ru сайтри сӑн
nta-pfo.ru сайтри сӑн

Паян кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетсенче, Улатӑрти 7-мӗш шкулта мина хунӑ тесе 112 пӗрлехи службӑна пӗлтернӗ.

Вырӑна оперативлӑ службӑсем, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, вырӑнти администраци ӗҫченӗсем, вӑй структуринчи ҫынсем килнӗ. Вӗренекенсене, вӗрентекенсене, шкулта ӗҫлекенсене эвакуациленӗ. Ун хыҫҫӑн шкула тӗрӗсленӗ. Сирпӗнекен хатӗр тупман.

Хальхи вӑхӑтра шкул яланхи режимпа ӗҫлет. Мина хуни пирки пӗлтернӗ ҫынна вара тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_466270
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ — архитектура, хула строительствин, транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ 2022 ҫулхи пуш тата авӑн уйӑхӗсенче уйрӑм усламҫӑран 115 пин тенкӗ сӗтев илнӗ.

Суд тӳре-шарана 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ, унсӑр пуҫне унӑн 2,8 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле.

 

Республикӑра
historical-baggage.ru сӑнӳкерчӗкӗ
historical-baggage.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Улатӑр хулин 475 ҫулхине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Асӑннӑ хулана йӗркеленӗренпе 475 ҫул ҫитнине 2027 ҫулта уявлӗҫ.

Ҫавна май пирӗн республикӑра ӗҫлӗ ушкӑн туса хунӑ, унта камсем кӗрессине палӑртнӑ.

Йӗркелӳпе техника ӗҫӗсемшӗн Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ пулӗ.

 

Республикӑра
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн

Улатӑрта Ҫул-йӗрпе патруль службинин испекторӗсем ҫул ҫинче «шестерка» пынине курсан ӑна чарма шутланӑ. Анчах водитель чарӑнма мар, пушшех те хытӑрах кайма пуҫланӑ.

Инспекторсем ун хыҫҫӑн 2 ҫухрӑм хӑваланӑ. Громкоговорительпе каласан тин водитель чарӑннӑ. Медосвидетельствовани вӑл ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.

Ку кӑна мар-ха. «Шестерка» учетран илнӗскер, тимӗр-тӑмӑра янӑскер пулнӑ иккен. Унӑн номерӗ те пулман. Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_262617
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑрта тухтӑрсем 6-ри ачана экстреннӑй майпа операци туса тип пырӗнчен чӗрне кӑларнӑ.

Чӗрне ҫӑтса янӑ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн акӑ мӗн палӑртнӑ: пыра лекнӗ япала сывлав ҫулне лексе сывлӑша пӳлме е йӑлмака сие сиенлетме пултарать. Санавиаци линийӗпе Республикӑри ача-пӑча клиника больницин тухтӑрӗсем килнӗ. Вӗсем ачана пӑхнӑ хыҫҫӑн часрах операци тунӑ.

Тухтӑрсем темиҫе кун сӑнанӑ хыҫҫӑн ачана киле янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакан Наталья Бажанова илемлӗ пуканесем ӑсталать. Ку чун киленӗҫӗпе вӑл кӑҫал кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Унччен Наталья 11 ҫул шкулта ачасене истори предметне вӗрентнӗ. Анчах ӑна алӑ ӗҫӗ ытларах илӗртнӗ-тӗр – Наталья пуканесем ӑсталама тытӑннӑ.

Унӑн кашни пукани хӑйне евӗр пулса тухать. Натальйӑн ӗҫӗсене куравсенче, ярмӑрккӑсенче кӑна мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче те курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15671
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Улатӑрта пурӑннӑ упӑшкипе арӑмӗн Волгоград облаҫӗнчи хӑрушӑ аварире пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Авари ӗнер ирхине 4 сехет ҫурӑра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа Рио» ҫӑмӑл машина водителӗ дистанцие пӑхӑнман, йывӑҫ тиенӗ «Мерседес» прицепӗ айне кӗрсе кайнӑ.

Кун хыҫҫӑн ҫӑмӑл машина тата прицеп ҫунма тытӑннӑ. «Киа Рио» водителӗ тата унта пулнӑ икӗ пассажир васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/115207
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 73
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын