
Улатӑрта кивӗ ҫурта, купса ҫуртне, сутаҫҫӗ, ун валли ҫӗнӗ хуҫа шыраҫҫӗ. Малтанхи хак – 2,75 миллион тенкӗ. Аукциона хутшӑнма заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӑн 16-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион ҫӗртмен 22-мӗшӗнче иртӗ. 488 тӑваткал метрлӑ ҫуртсӑр пуҫне 4 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ сутӑнать.
Ҫурт икӗ хутлӑ, 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑскер. Вӑл Яков Скоробогатов купсан пулнӑ. Купса пӗрремӗш хутӗнче атӑ-пушмак лавкки тата мастерской уҫнӑ, иккӗмӗш хутӗнче хӑй пурӑннӑ.
Халӗ ҫурт япӑх лару-тӑрура. Ҫӗнӗ хуҫан ӑна реставрацилемелле, истори сӑн-сӑпатне упраса хӑвармалла.

Чӑваш Енри икӗ тантӑш, хӗрпе каччӑ, ултавҫӑсене ӗненсе ҫын пурлӑхне вӑрлама тухса кайнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнисем — аслӑ шкулта вӗренекен каччӑ тата колледжра вӗренекен хӗр.
Вӗсем патне вӗренӳ заведенийӗн деканатӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ имӗш, смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кайран вӗсем патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн, Тӗп банкӑн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсене укҫана тата терроризма спонсор пулса пулӑшнинчен явап тытасран ҫӑлса хӑварма шантарнӑ.
Улатӑр каччи ултавҫӑсене 170 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутра — амӑшӗн картти ҫинчен те. Унтан ӑна «йӗрке хуралҫисем» Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫарне пулӑшнӑ ҫынсен хваттерӗнче укҫа шырама хушнӑ.
Вӑрӑ шухӑшлӑ хӗре кил хуҫи хӑй тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи ҫурта кӗме тӑнӑ.
Ҫамрӑксене иккӗшне те суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Анчах тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарма йышӑннӑ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн7-мӗшӗнче, Вӑрнар поселокӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫутнӑ.
Ҫулӑма ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе кайнӑ Алексей Павлов чӗртнӗ. Вӑл шӑпах халӗ отпуска килнӗ.
Палӑртса хӑварар: Вӑрнарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм республикӑра 16-мӗш пулнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ҫулӑма Елчӗкре ҫутнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма Улатӑрта тата Сӗнтӗрвӑрринче ҫутма палӑртнӑ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Елчӗкре Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм йӑлкӑшма пуҫланӑ. Вӑл республикӑра – 14-мӗш ҫулӑм.
Мероприятие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫулӑмӑн пайне Елчӗке Шупашкарти Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмран илсе ҫитернӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Вӑрнарта, Комсомольскинче, Сӗнтӗрвӑрринче тата Улатӑрта йӑлкӑшма тытӑнӗ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Раҫҫейри 12 регионта ҫутӑлнӑ.

Улатӑр хулинче пысӑк пушар пулнӑ: унта Мускав урамӗнчи 3 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухни пирки эрнекун 22 сехет ҫурӑра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен 20 ҫын хӑйсем тӗллӗнех ҫуртран урама тухнӑ. 500 тӑваткал метр лаптӑка, ҫурт тӑррине, 15 специалист тата 8 техника сӳнтернӗ.
Пушар мӗне пула тухнӑ-ха? Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем хальхи вӑхӑтра сӑлтавне палӑртас тӗллевпа ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Улатӑрта амӑшӗ ывӑлне хӗненӗ, ун валли ӑшӑ тум туянман тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те ҫакна палӑртнӑ: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пушчен Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм 13 ҫулти ывӑлне хӗненӗ. Ҫав шутра – ӳсӗр чухне те.
Кунсӑр пуҫне вӑл ун валли ҫанталӑка кура ӑшӑ тум, вӗренмелли хатӗрсем илсе паман, ҫителӗклӗ ҫитермен. Ача ҫанталӑка кура тумланманнине, вӗренмелли хатӗрӗсем ҫуккине шкулта та курнӑ, анчах кун пирки профилактика системин органӗсене пӗлтермен.

Кӗҫех Чӑваш Ене каллех «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Хальхинче Шупашкарта мар, Вӑрмар поселокӗнче чарӑнӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ май Горький чукун ҫулӗ астӑвӑм пуйӑсне ҫула кӑларӗ. «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухӗ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑрӗ.
Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.
Палӑртса хӑварар: ку пуйӑса Горький чукун ҫулӗ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.

Ултӑрта 17 ҫулти питбайкер машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Кун пирки патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтерет.
Ку ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, каҫхине Мускав урамӗнчи 125-мӗш «Б» ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 18 ҫулти водитель Гончаров урамӗ еннелле кайнӑ чухне сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тӳрӗ пыракан питбайка ирттерсе яман. Ҫапла питбайпа пынӑ 17 ҫулти каччӑ аманнӑ.
Суранланнӑ каччӑ – Улатӑрти техникумӑн 2-мӗш курс студенчӗ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче мотошлемпа пулнӑ. Каярахпа ашшӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, мототранспорт уҫҫи килте курӑнмалли вырӑнтах выртнӑ.

Юлашки талӑкра Чӑваш Енре ейӳ тӗлӗшпе лару-тӑру лайӑхланнӑ. Патӑрьел, Канаш тата Ҫӗрпӳ округӗсенче ейӳ шывӗ чакнине палӑртнӑ, 32 кил хуҫалӑхӗнчен шыв кайнӑ.
Ҫапах лару-тӑру ҫивӗч: Комсомольскинчи, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗнчи, Пӑрачкав округӗнчи Кожевенное ялӗнчи 18 кил хуҫалӑхне ейӳ шывӗ илме пултарас хӑрушлӑх пур.
Республикӑн кӑнтӑр енче те лару-тӑру йӑлтах лайӑхланман: Сӑр шывӗ ҫыранран тухнӑ. Улатӑр хули патӗнче вӑл кӗҫӗр 20 сантиметр хӑпарнӑ. Ҫапах хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан кӑтарту мар ку.
Мӑн Ҫавал шывӗ вара чакма тытӑннӑ: пӗр талӑкра унӑн шывӗ 4 сантиметр аннӑ.

Улатӑрта пурӑнакан Варвара Николаева 9 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем хӑйӗнчен пысӑк.
Варвара спортра ҫитӗнӳсем тӑвать. Ахӑртнех, ун пирки кӗҫех Улатӑрта мар, ҫӗршывӗпех пӗлӗҫ. Вӑл халӗ Чӑваш Енӗн каратэ енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗрет.
Варвара татами ҫинче – 4 ҫул ҫурӑранпа. Тантӑшӗсем урамра пуканелле вылянӑ чухне вӑл спортпа пиҫӗхнӗ. Вӑл тӗнче чемпионӗ Сергей Сергеев патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Варя ку таранччен вун-вун турнира хутшӑннӑ. Анчах ку уншӑн – ӑнӑҫу ҫулӗн пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
