
Александр Насекин художника патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Раҫҫейри художниксен союзӗн членне Александр Насекина литературӑпа ӳнер енӗпе 2025 ҫулшӑн патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ. Кун пек чыса пултарулӑх ҫынни «Сувары» (чӑв. Суварсем) ярӑмпа ӗҫсем хатӗрленӗшӗн тивӗҫнӗ.
Александр Насекинӑн графика ӗҫӗсен ярӑмӗ иртнипе паянхи куна ҫыхӑнтарать, наци характерне, культурине, халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса парать.
«Сувары» мифологи ярӑмӗ оригиналлӑ 10 листран тӑрать иккен. Вӗсене художник акрил сӑрӑпа ӳкернӗ.
Ӗҫсенче чӑн пурнӑҫпа метафора пӗрлешсе каяҫҫӗ.
Костюм, тӗрӗ, керамика тата литература сӑнарӗсем урлӑ художник культура астӑвӑмӗн пуянлӑхӗ пирки шухӑшлать, наци темине хальхи вӑхӑтри ӳнер урлӑ уҫса парать.

Шупашкар хулинчи шкул ачи питбайк туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Вӑл транспорта сутни пирки тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче тупнӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ.
Лешӗ тӳрех урӑх мессенджерта ҫырӑнма сӗннӗ, унта питбайк пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Хайхискер арҫын ачана укҫана тӳлесе хума ӗнентернӗ.
Ача амӑшӗнчен ирӗк илсе унӑн банк карттипе усӑ курнӑ, сутуҫа 50 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Амӑшӗпе ывӑлӗ тинех ку ултавҫӑ пулнине ӑнланнӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Филипп Киркоров юрӑҫ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен хысние 80 пин доллар тӳлӗ. Ку вӑл — налук укҫи.
Юрӑҫӑн Майаминче куҫман пурлӑх пур иккен. Пӗлтӗр виллӑн планировкине кӑштах ылмаштарнӑ, хӑш-пӗр пӳлӗмӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ кӑштах пӗчӗкленнӗ. Тӗп ҫуртри пӗрремӗш хут 12 тӑваткал метр пӗчӗкленнӗ, SPA-зона 7,5 тӑваткал метртан 2,8 тӑваткал метр таран чакнӑ.
2024 ҫулта артист америка хыснине 74,5 пине яхӑн доллар тӳленӗ, 2025 ҫулта — 77 пин доллар.
Филипп Киркоров артистӑн куҫман пурлӑх Латвире, Болгаринче пур. Майаминче виллӑна юрӑҫ 4,2 миллион долларпа (338,12 миллион тенкӗпе) туяннӑ, 2024 ҫулта вӑл ӑна 8 миллион долларпа (664,05 миллион тенкӗпе) сутма тӑнӑ, анчах туянакан тупӑнман.
Филипп Киркоровӑн икӗ ача ӳсет.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ватӑ ҫын суя соцӗҫченсенчен шар курнӑ, вӗсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн варринче 72 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, ун ячӗпе такам кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм хӑраса ӳкнӗ. Ку вара пулӑшу сӗннӗ. Калаҫнӑ май унӑн пухнӑ укҫи-тенки пирки ыйтса пӗлнӗ. Хайхи ҫын ӑна укҫана «криминал экспертизи ирттермелле» тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм такси тытса Хусана вӗҫтернӗ, унта палламан ҫынна 1 миллион та 700 тенкӗ тыттарнӑ. Кайран вара пулӑшуҫӑ пач ҫухалнӑ.
75 ҫулти арҫынна вара пенсие ҫӗнӗрен шутласа парассине каланӑ, пӗтӗм пухнӑ укҫине деклараци тумалла тесе ӗнентернӗ. Арҫын укҫине палламан ҫынна тыттарса янӑ. Пӗтӗмпе – 3 миллион тенкӗ.
Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ултавҫӑсем камсем пулнине шыраҫҫӗ

Чӑваш Енри аслӑ шкулти преподаватель студентсемпе ултавҫӑсем пирки профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ Анчах хӑй вӗсен серепине ҫакланнӑ.
31 ҫулти хӗрарӑм преподаватель ют ҫӗршывра кӑларнӑ машина туянма шухӑшланӑ. Тӗнче тетелӗнче Беларуҫре «БМВ Х3» сутни пирки пӗлтерӳ вуланӑ. Сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ, лешӗ суту-илӳ килӗшӗвне те ярса панӑ. Хӗрарӑм ӑна алӑ пуснӑ та сканерласа каялла ярса панӑ, кайран таможня пошлинине тӳленӗ. Укҫана вӑл ахаль ҫын счечӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах ку ӑна пӗрре те иккӗлентермен.
Каярахпа тӳлемелли тепӗр счет ярса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ вӑл. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм официаллӑ сайт урлӑ таможньӑна ыйту янӑ. Ҫапла ҫав вин-номерпе нимӗнлое автомобиль те чикӗ урлӑ каҫманнине пӗлнӗ.
Ҫапла хӗрарӑм ултавҫӑсене 3,3 миллион тенкӗ куҫарса ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.

Шупашкар районӗнчи пӗр предприятире ҫынсене шалу тӳлемен. Парӑм виҫи 800 пин тенкӗрен иртсе кайнӑ.
Ҫынсене ӗҫлеттерме юратакан, анчах шалу тесен укҫа ҫук теме юратакан пӑтӑрмах унти «Энерги» тулли мар яваплӑ обществӑра пулса иртнӗ.
Предприятире шалу вӑхӑтра тӳленипе тӳлеменнине вырӑнти прокуратура тӗрӗслесе палӑртнӑ. Пакунлисем пӗтӗмлентнӗ тӑрӑх, 28 ҫын умӗнче предприяти 800 пин тенкӗ ытла парӑм пухса тултарнӑ.
Ӗҫ укҫине тӳлесе татассине надзор органӗ пӗрмай сӑнаса тӑнӑ. Сӑнанипех ҫырлахман-ха. Предприяти директорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ, яваплӑ ҫынна асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Прокуратура хушша-хуппа кӗнин усси пулнӑ: халӗ шалу парӑмне йӑлтах тӳлесе татнӑ.

Чӑваш Енри арҫынна Краснодар тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк арҫын улталанӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 63 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ултӑ пине яхӑн тенкӗлех улталаннӑ. Пенсионер тӗнче тетелӗнче ҫӗр ҫырли сутни пирки пӗлтерӳ курнӑ. Унта 300 тӗм сутассине пӗлтернӗ. Арҫын укҫа тӳленӗ, анчах калчана кӗтсе илеймен.
Чӑваш Енри арҫынна улталанӑ ҫынна йӗрке хуралҫисем командировкӑна Краснодар тӑрӑхне кайсан тыса чарнӑ. Унта пахчаҫимӗҫ ӗҫӗпе аппаланса пурӑнакан 38 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланман иккен. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, калчана тӗрлӗ сӑлтава пула ярса пама май килмен.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Краснодар тӑрӑхӗнчи арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ.

Пирӗн республикӑра Африка ҫуйӑнне ӗрчетме тытӑннӑ. Ку ӗҫе Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи усламҫӑ Александр Краюшкин кӳлӗннӗ.
2023 ҫулта вӑл «Фермерсен шкулӗнчен» пулӑ ӗрчетес енӗпе вӗренсе тухнӑ. Унтан бизнес-план хатӗрленӗ те «Перспектива» грант илнӗ. Пӗтӗмпе – 8 миллиона яхӑн тенкӗ. Проект вара пӗтӗмпе 11,4 миллион тенке кайса ларнӑ.
Патшалӑх укҫипе Александр Краюшкин производство тата склад пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ, пулӑ ӗрчетмелли тата упрамалли оборудовани, ҫавӑн пекех Африка ҫуйӑнне, пӗчӗккисене, туяннӑ.
Пӗрремӗш пулла, 1,5 тонна, вӑл пӗлтӗр туса илнӗ. Паянхи кун унӑн хуҫалӑхӗнче ҫулсерен 8 тонна пулӑ туса илеҫҫӗ. 2028 ҫул тӗлне вара произодствӑна пысӑклатасшӑн – ҫулталӑкне 24 тонна таран ҫуйӑн туса илесшӗн.

Ухмаха пуҫ ҫапма хушсан ҫамкине ҫапса шӑтарнӑ тетчӗ пире кукамай. Ку хыпара вуласан халӗ ҫав сӑмах таҫтан пуҫа пырса кӗчӗ-ҫке...
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «Пехет» агромаркет пирки пуҫ ватнӑ.
«Ӑна уҫма 180 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. 2025 ҫулта аренда тата ытти тӳлев валли хыснаран 10 миллион ытла тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ҫынсене унта ҫӳреме илӗртес тесе тӗрлӗ концерт, пиар ирттерсе те укҫа тӑкакланать. Автобус чарӑнӑвне те куҫарса пӑхнӑ. Республикӑра тӳре-шарана «Пехете» черетпе ҫӳресе халӑх тетелӗсенче ҫавӑн пирки хыпарлама та хушса пӑхрӗҫ», — тесе ҫырнӑ депутат.
Анчах «Пехет» агромаркет лавкка ҫурчӗн хуҫисӗр пуҫне, чӑн та, тата кама тупӑш кӳрет-ши?

Куславкка округӗнче М-7 ҫул ҫинче индустри паркӗ тума палӑртнӑ. Кун валли инвестор 225 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Инвестор Тутарстанри предприниматель, «М-7 Козловский» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи, пулӗ. Килӗшӗве Шупашкарти экономика форумӗнче алӑ пуснӑ.
Индустри паркӗ М-7 ҫул хӗрринче вырнаҫӗ. Резидентсем валли производство цехӗсемсӗр пуҫне ҫул хӗрринче ҫынсене пулӑшу паракан сервис та пулӗ.
