Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

УтартаЙĕрсемАвăн уйăхĕЮманлăхра çапла пулнăХĕрлĕ тюльпанКайăк тусĕÇут пайăрка

Пăва çулĕ çинче


Ял хĕрринчи лутра пӳрте пырса кĕрекен çын куçне чи малтан сулахай стена çумне лартнă верстак курăннă. Тĕпелте — сăрланă сĕтел. Урам енчи икĕ кантăк шăнса пăрланнă. Пӳртре тĕксĕм. Урайне шăналăк пек анлă шăвăç листи сарса пăрахнă. Ун çинче ăшă тумтирлĕ пĕчĕк ача йăраланать. Ачан сылтăм аллинче çинçе авăрлă пĕчĕк мăлатук.

Верстак умĕнче унăн ашшĕ ĕçлет. Вăл тăваткал лум çине витре тăхăнтартнă та çĕнĕ çĕвĕ тăрăх васкаса шаккать. Ăна курса, урайĕнчи ача та хăйĕн пĕчĕк мăлатукĕпе шăвăç листине çапа-çапа илет, унтан сасартăк кулса ярать, вĕтĕ шăрçа пек шурă шăлĕсене кăтартать. Ун чух ачан çивĕч куçĕсем те, кăштах хĕсĕнсе, чеен ялкăшса илеççĕ. Сасси илтĕнмест. Тен, вăл кулнă чухне мĕн те пулин калать те-и — ача ашшĕ лум çинчи витрине шаккани пӳртри ытти сасса пĕтĕмпех хупласа тăрать.

Иккĕри ачапа ашшĕ ĕçлекен пӳртĕн сылтăм пайне кăмака йышăннă. Кăмака умĕнчи лутра йывăç кравать çинче тӳшекпе минтерсен купи йăтăнса выртать. Вырăн çине ула-чăла утиял витнĕ. Кравать çинчи япаласене тирпейлĕ пухса хуни çак пӳртре хĕрарăм та пурăннине пĕлтерет.

[...]

«Кунсем те каçсем шутласа эс мĕн чухлĕ ан пурăн...»


Кунсем те каçсем шутласа эс мĕн чухлĕ ан пурăн,

Пĕлсе пĕтереймĕн пĕрех савнăçпа хĕн-хура.

Ав, çĕмĕрт çеçки те, шуратнă пир тейĕн, шап-шурă,

Анчах çырлисем, çырлисем мĕншĕн йĕпкĕн хура?

 

Тĕнчемĕр — улшуç. Ылмашаççĕ çут тухăç, сив анăç.

Кам пулĕ тӳре? Улшăну саккунне пăхăнса

Паян тивĕçпе килмелле пек шур çĕмĕртлĕ савнăç,

Анчах хура хуйăх хурах пек тухать шăвăнса.

 

Шап-шур çеçкерен шурă-шурă çырла, ай, пулмарĕ.

Епле, тутансан, вăл чĕлхе-çăвара типетет.

Эй, хуйăх, эс сивĕннĕ савăнăç пулăмĕ мар-и? —

Сана астивсен, чун-чĕре хуралса пиçĕхет.

 

Хура çĕмĕртрен шур саппунлă çеçке тухса ларĕ.

Çак мар-ши улшуçăн тĕллевĕ тесе сĕмленен.

Эй, саврнăç, эс хура хуйăхăн мăшăрĕ мар-и —

Чĕре суранне, арăм пек, хăвшăнах, тен, сиплен.

 

Телей те инкек хушшинче эс мĕн чухлĕ ан пурăн,

Пĕлсе пĕтереймĕн пĕрех савнăçпа хĕн-хура.

Ав, çĕмĕрт çеçки те, шуратнă пир тейĕн, шап-шурă,

Анчах çырлисем, çырлисем мĕншĕн йĕпкĕн хура?

 

Малалла

Ку эпир мар


Ку эпир мар, эпир çынна итленĕ,

инкек пулсан — шелленĕ, савăнмăн.

Пире ыр çын, ыр çын сассин илемĕ

хĕпĕртеттернĕ, пăшăрхантарман.

 

Чĕресемпе хĕмленнĕ пулăшмашкăн

çав сас, çав çын çухаласса сиссен.

Пулăшманни — айванлăх, чĕрĕ мăшкăл,

тесе янранă чун хĕлĕхĕсем.

 

Çук, эпир мар ку, ĕненме те йывăр:

кулса çӳретпĕр, намăса манса,

юлташ инкекĕнчен — хаваслăн, сыввăн.

Мĕскер вăл пирĕншĕн асап.

 

Асап та, савнăç та вăл пирĕншĕн — йӳç кулăш.

Пире витерме çук нимпе тирсе:

чĕре çинчи çусем пĕр метр хулăнăш,

ик метр хулăнăш — тирсем.

 

Хаваслă. Сывă... Чăн-ши çак, суя-ши? —

çапла ыйтать вăрман, çапла ыйтать уй-хир.

Эп хам та сирĕнтен татсах ыйтасшăн:

Ăçтан, камран, мĕнрен вăл — пирĕн чир?

Çаклантăм


Çын пăхмарĕ — хурласа,

эпĕ илтĕм — ырласа.

Тухатмăшран усалли —

халь ман арăм Натали.

 

Йӳле пилĕк, çара пуç,

хыпса çăтас сĕмлĕ куç.

Тута тăсса, шăмарса

çӳрет урса-шавласа.

 

Кайнă тирпей пĕтĕмпех —

çӳç-пуçне те пуçтармасть:

тикĕт лакăм тулаш пек

пичĕ-куçĕ — ма çумасть?

 

Лӳ те тумасть сăмаха,

хăй çеç ăслă — аçтаха.

Мĕн ан те, йăлт кутăнла

çавăрать — аптрамалла.

 

Ун кăмăлне юраса

пурнас тесен, эп утса

çӳремешкĕн тивĕç мар,

тивĕç — умĕнче шума.

 

Янрамашкăн тытăнсан,

тăр эс хăлăпран тытсах:

чĕлхи — сăнă, вут чĕлхе.

Чунĕ — путлăх. Йӳçĕхет.

 

Кам халь пулăштăр мана?

Эпĕ пултăм тăмана.

Çук-тăр çавă таланăм —

çаклантăм тăк çаклантăм!

Ăс кирлĕ


Пирĕн çамрăк пуçра

миме пур,

тĕллĕн-тĕллĕн кăна

хывăх пур.

 

Пӳ-си пирĕн яштак,

сăн хитре,

тата мĕскер кирлĕ

халь пире?

 

Ут кирлĕ мар, туссем,

машин пур.

Ют кирлĕ мар,

умра эсир пур.

 

Ут та кирлĕ пулĕ,

ют та кирлĕ.

Пуринчен те ытла

ăс кирлĕ.

 

Çĕр аллă пин сумлăх

ăсăра

ан хăвартăр çука

пыл-сăра.

 

Кĕçĕнрен пуçтарнă

çавă ăс,

шăтăк пуçран тухса,

пулĕ пăс.

 

Пур пек — çук пек ăса

салатас мар,

атте-анне ятне

ярас мар.

Вĕри çĕлен


Вĕри çĕлен (вĕре çĕлен) каçхине тĕттĕм тӳпе тăрăх ярăнса, вут-хĕм сапса вĕçсе çӳрет. Вĕри çĕлен тĕне кĕртмесĕр вилнĕ е вăрттăн çуратса вĕлернĕ хĕр ачисенчен пулать тет. Вĕри çĕлен каччăсемпе хĕрсене е çамрăкла тăлăха юлнă арăмсене ерсе вĕсене хĕне ярса вĕлерет тет. Çамрăк арçын е каччă мĕнле те пулин хĕре хытă юратса ăна качча илеймесĕр юлнă пулсан тата çавăн пекех хĕр-упраç е çамрăк арăм пĕр-пĕр арçынна чунтан юратсан та ăна качча каяймасăр юлнă пулсан юратупа кулянса пурăннă вăхăтра вĕсене вĕри çĕлен ерме пултарать. Каччă патне вара çĕрле çав вĕри çĕлен хăй чунтан юратнă хĕрĕ пулса пырать тет. Хĕрсем е çамрăк арăмсем патне вăл хăйсем юратакан арçын пулса пырать тет. Савни пулса пынă вĕри çĕлен — хĕрпе е каччăпа çĕрĕпех пĕрле пулать, ернĕ çынсене вăл ыталать, чуп тăвать, чăн-чăн савни пекех пулса унпа пĕрле выртать тет. Çамрăксене вăл çывăрма та памасть, çакăн пирки вĕри çĕлен ернĕ çын ывăнса çитсе хĕне (чире) каять, юлашкинчен вĕсене вĕлерсе те пăрахать тет. Хĕрарăма ернĕ вĕри çĕлен, унăн савни пулса пынăскер, ăна час-часах хĕнет те асаплантарать тет.

Вĕри çĕлен хăй ернĕ çамрăксене çĕрле пыни çинчен никама та калама хушмасть, çынна каласа парсан вăл вĕсене вĕлерес пек хĕнет тет. Ун пек чухне вĕри çĕлен ернĕ çын патĕнче хăраман çынсен пăшалпа е тимĕр таврашĕ тытса вăрттăн хурал тăмалла. Хурал тăнă чух çеç вĕри çĕлен пыма пăрахать тет.

Малалла

Сурăм вăрманĕнче


Аннен ялĕ çумĕнче

Сурăм шывĕ сарăлать.

Сурăм шывĕ хĕрринче

Аслă вăрман каш! кашлать.

 

Пысăк вăрман хӳттинче

Тĕрлĕ чĕр чун пурăнать.

Çӳлте, йывăç тăрринче,

Пакша сикни курăнать.

 

Кăшт шаларах кĕрсессĕн

Курах каян мулкача.

Çын сассине илтсессĕн

Тапса сикет чăтлăха.

 

Вăрман пуян чĕр чунтан:

Кашкăрĕ те пур кунта,

Тиллийĕ те чупкалать,

Чĕрĕпĕ те хускалать.

 

Эп çӳретĕп вăрманта,

Карçинкка тулли кăмпа.

Вăрман илĕртет мана.

Килсе курăр-ха кунта.

Юратнă атте


Манăн атте пит маттур.

Ун пекки тек камăн пур?

Тем тума та пултарать,

Такама та пулăшать.

 

Çурт-хуралтă вăл тăвать,

Сĕтел-пукан ăсталать.

Питĕ тулă пĕçерет,

Аннерен те ирттерет.

 

Хаçат-журнал юратать,

Çут çанталăка сăнать.

Выльăх-чĕрлĕх те усрать,

Юратса ăна пăхать.

 

Хисеплетĕп аттене,

Юрататăп аннене,

Асаннепе савăнатăп,

Туслă çемьере пурнатăп.

Телейлĕ пурнăç


Атте-анне çумра ялан,

Телейлĕ манăн пурнăçăм.

Вĕренӳре пит тăрăшсан

Савнаççĕ авă, курăсăн.

 

Хисеп курать атте, калам,

Чи вăйлă,ăслă пулнăран.

Анне те пĕртте кая мар,

Вĕсемшĕн эпĕ савăнам.

 

Ялан тупасчĕ вăхăтне

Ĕçсем туса пама килте.

Çăмăллатасчĕ пур ĕçне

Пит-куç çуталтăр хĕвелле.

Атте-анне


Атте-анне килте чухне

Тăрасчĕ сирĕн пулăшcа.

Мĕн хамăр пурнăç тăршшинче

Ку сăмаха хыт ас туса.

 

Енчен те хурлăхлă хыпар

Килсе çапать пулсан пĕрре

Ӳте касать пек чĕр тăвар,

Пăшăрханаççĕ тем тери.

 

Çулсем иртсессĕн те ан ман:

Пур ватлăхра та канлĕ мар.

Хисеп тăвасчĕ кăмăлтан,

Атту юлатпăр йышпа мар.

■ Страницăсем: 1... 306 307 308 309 310 311 312 313 314 ... 796