Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемЮрату ҫӑлкуҫӗИрĕк çилĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томПулать-çке пурнăçраĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Пурнӑҫ утравӗсем

Хĕрлĕ тюльпан


1

Таюк инке сĕтел хушшинче кĕнеке çинелле ӳпĕннĕ ывăлне ытти чухнехинчен урăхларах пăхса илчĕ.

— Леша!

— Мĕн, анне?

— Чăрмантаратăп-ха та... Хамшăн мар... Кам хĕр ачи иккенне пĕлеймерĕм. Ытла хăвăрт ӳсеççĕ хальхи ачасем. Çапла мар-и? — Таюк инке хăй еннелле çаврăннă ачине юратса сăнарĕ, кушăрканă аллине ывăлĕн сарăла пуçланă хулпуççийĕ çине хучĕ, тепринпе çурăмĕнчен ăшшăн тĕкрĕ. — Урама тух, пĕр таса чун кĕтет унта.

— Ка-ам? — авăнчăк хура куç харшине тĕлĕнсе хускатрĕ Леша. — Микул паян çĕрлечченех пушанаймасть. Кам, анне?

— Синерте Микул çеç пурăнмасть. — Амăшĕн вăхăтлăха çепĕçленнĕ сасси çирĕпленчĕ. — Сана тухма ыйтрĕ.

— Ют ялсем-и? Ан шӳтле-ха, анне. Ют ялтан ку вăхăтра ман пата никам та килес çук.

— Килме тытăнаççĕ пулĕ çав... Çулсем иртеççĕ, Леша. — Таюк инке каллех сассине кăшт йăвашлатрĕ. — Атя тухах — сак çинче ларса ывăнчĕ те пуль. Нимĕнле Микул та мар вăл, тĕрĕсех тавçăратăн. Ытти мĕнĕ... тухсан курăн. Нумай ан çӳре, ыран миçере тăмаллине пĕлетĕн.

Таюк инке калаçу пĕтнине систерсе аллине сулчĕ, вучахра вут чĕртме тытăнчĕ.

Малалла

«Çулçă çумăрĕ сунмарĕ...»


Çулçă çумăрĕ сунмарĕ

Çулсерен мана телей.

Вăрттăнне Ыран уçмарĕ,

Парăм умăмран каймарĕ.

 

Кăлăхах-ши, тен, кĕтеççĕ

Иртнĕ çулăмсем мана?

Кунăмсем — шав хĕвĕшеççĕ,

Тупсăмне тупа пĕлмеççĕ.

 

Суд умне тăмалăх халĕ, —

Ватлăхра — ман çук-тăр сум.

Сĕврĕлсе тата çухалĕ,

Умăмри çулсем мĕн калĕç?!

 

Пурăнăç кӳлли те манăн

Майсăр ăшăх çеç иккен.

Пуласса-и эп ăмсанăп?

Иртнипе-и эп йăпанăп?..

Калăр халĕ, тăвансем?..

 

Пит аван пĕлетĕп хам та —

Йăлт ку — пушă ĕмĕтсем,

Кăлăх, кăлăх ĕмĕтсем...

Куçăм


Роза Андреевăна

 

1

Чăнах та, çуркуннешĕн чун хавас.

Мĕне сиссе-ши?

Шап-шуррăн выртнă юр

сĕлкĕшленсе, лапраланса

юхса кайнишĕн-ши?

Çыпçăнакан çăрăлчăка пула-ши?

 

Хаваслăх вăй илет

асар-писер арпашуран иртсе

çулçăланас, чечекленес кунсем çитсен.

 

2

Шарлать шыв-шур.

Урам хушшипеле юхать çур шывĕ,

паллах, тăвалла мар, анаталла.

 

Шарлать шыв-шур —

лĕп çумăр шывĕ, пăрлă çумăр шывĕ —

паллах, çӳлелле мар, аялалла.

 

Умра мĕн пур?

Е сиплĕ ăшă-и, е хăртмăш сивĕ?

Пур вăл та, ку та пурнăçра, паллах.

 

3

Иртнĕ кунăн çути те сӳнмест,

тĕрлĕрен чĕтренсе чӳхенет:

сар шевлен савтарас юхăмне

хура тĕс те кĕме именмест.

 

Кун пулать, кун иртет, кун шăвать...

Пурнăçра малашпа пурăнар.

Иртнинче ыррине астăвар —

хурипе хурланни хур тăвать.

 

4

Малалла

«Тĕнче таттисĕр улшăнать...»


Саша Волкова

 

Тĕнче таттисĕр улшăнать...

Çи-пуçĕ сарăхнă

кĕрхи вăрманăм каш кашлать...

Те тĕсшĕн тарăхнă?

Çил-тусăмпа вăл тавлашать:

кама кам парăнмĕ?

Тек çулçă сапрĕ сывлăша,

хуйхийĕ тарăн-мĕн.

Хывса перет кив тумтирне,

çухалтăр —

çĕтĕлнĕ.

Пĕр тумтирех мĕн ĕмĕрне

никам та сĕтĕрмĕ.

Çара вăрманăм, хĕпĕрте,

шансах тăр уçăмлăн:

сив çил кассан та çурçĕртен,

эс пулăн çулçăллă.

«Чăп тулли чашкăрать куркамăр...»


Чăп тулли чашкăрать куркамăр:

утмăл çул тултарать куккамăр.

Ыр хăнашăн — пур пек перекет:

тулăхпа савăнать кĕреке.

 

Çĕклемне селĕм йăтнă август,

пилĕкне, çурăмна, тет, ав кăшт.

Çĕр ĕçченĕн паян юбилей —

çĕр ĕçченĕшĕн ирт тĕпеле.

 

Утмăл çул тултарать куккамăр.

Сыпнăçем, çыртнăçем кулкалăр.

Уçă саслăн инке те юрлать,

куккана юратса çупăрлать.

 

Куккана шуратасшăн ватлăх,

ташăпа хуçкаласшăн яшлăх.

Малашне те ташлатăр кукка,

малашне те чашлатăр курка!

Чĕнтĕрлĕ кĕпер


Патăръелĕнче, Талвирсен пахчи хыçĕнче, Ватулха текен çырма урлă чĕнтĕрлĕ кĕпер пурччĕ. Эпĕ Патăръелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче А. Ф. Талвир ашшĕ килĕнче пурăнатчĕ. Эпир, шкул ачисем, ăна час-часах çак кĕпер çинче кураттăмăр. Писатель унта, шыв юххи çине пăхса, шухăша путса тăма юрататчĕ. Ун пек чухне вăл çывăхран кам иртсе кайнине те асархамастчĕ. Çынсем Алексей Филипповича пурте паллатчĕç: вăл чĕнтĕрлĕ кĕпер çинче шухăша путса тăнă чухне вара, ăна чăрмантарас мар тесе, кĕпер урлă çав тери шăппăн, чĕрне вĕççĕн утса каçатчĕç.

Патăръелпе Сăкăт хушши сакăр çухрăм. Çак тусанлă çула эпĕ ача чухнех питĕ лайăх астуса юлнă. Манăн чи малтанхи пысăк туйăм, пуласлăхалла хывнă кĕпер, шăп та лăп çав çул çинче çуралнă... Ун чухне вăрçă пĕтнĕччĕ кăна-ха. Эпĕ ялти шкулта кĕçĕн класра вĕренетĕп, сăвăсем, юмахсем çыратăп, сайра хутра пичетленетĕп те. Çавăнпа пуль ĕнтĕ манăн чĕрĕ писателе курас килет. Анчах вĕсем пирĕн яла пырса çӳремеççĕ-çке!.. Ăçта курма пулать-ха вĕсене?.. Шупашкара кайма питĕ аякра. Пĕлетĕп-ха ĕнтĕ пирĕн ялтан инçех те мар, Патăръелĕнче, Сăкăткассинче чăн-чăн писатель, пысăк писатель Алексен Талвир çуралса ӳснĕ. Анчах вăл Патăръелĕнче мар, Мускавра пурăнать. Эпĕ хавхаланса кайсах А. Талвир çинчен мĕскер пĕлме пур, çавна çынсенчен тĕлчетĕп, вăл çырнă кĕнекесене ял тăрăх шыраса çӳресе вулатăп... Пĕррехинче вара савăнмалли хыпар илтĕм: Алексей Талвир тăван ялне таврăннă... Çав кунхинех вара эпĕ хам çырнă сăвăсен тетрадьне кĕсьене чикрĕм те Патăръелне тухса утрăм. Çав куна паянхи пекех астăватăп: ăшă, лăпкă çанталăк тăрать, Сăкăт кати енче ăрша вылять. Каяс çул çип çапнă пек тӳрĕ, ун икĕ енĕпе те лаша пĕкки пытанмалла тулăх ӳснĕ сап-сарă ыраш. Ниçта нимĕнле сасă та илтĕнмест, кайăксем те юрламаççĕ, çынсем те çӳремеççĕ, ниçта нимĕнле чĕрĕ чун та курăнмасть. Таврара тĕлĕнмалл шăплăх. Анчах эпĕ çак шăплăха та, çанталăк ăшшине те сисместĕп. Кăлт-кăлт! Кăлт-кăлт! сиксе тапать чĕре, ытла палханнипе пĕтĕм шăмшакри юн шăнса хытса ларнăн туйанать. Йышăнĕ-ши мана писатель? Ман сăвăсене вуласан, мĕскер калĕ-ши? Е вуламасăрах каялла хуса ярĕ-ши?..

Малалла

Марий Эл


Гворгий Иванович Безрукова

 

Ман пуç тăрринче аслати авăнса авăтсассăн,

Хĕçсем хуçăлса ӳкнĕ евĕр çут çиçĕм çиçсен,

Ача пек эп сан ытамна пырса ӳкрем, — тархасшăн,

Анне пек ăнлан та мана, уншăн ан çилленсем.

 

Сăваплă та Хĕрлĕ хула халиччен эп курманччĕ:

Саламлă сăмах пек кунта витĕр хĕрлĕ пилеш.

Эп ун йӳççине кăшт тутантăм та — чунăм хурланчĕ,

Анчах вăл сипетлĕ çырла иккенне те пĕлес.

 

Ĕрехмет, тау-тăв!1 — усалсен вăййине эс кĕмерĕн,

Йышран уйармран мана эс, усрав ывăлна.

Хура Атăл урлă хитре асаматăн кĕперĕ

Çĕкленчĕ те — патăн мана пĕр турам раскална.

 

Пĕлменччĕ: çăлсем Марире мариллех-çке юрлаççĕ,

Ай шăнкăр та шăнкăр çăл евĕр пуплет-çке мари.

Çак килĕшӳре, ахăртнех, сăвăçсем çуралаççĕ,

Çак килĕшӳре пурăнать-мĕн поэзи турри.

 

Пĕр евĕр шăпаллă çынсем пĕр-пĕрне сума сăвĕç,

Сăмахсăр ăнланĕç вĕсем пĕр-пĕрин туйăмне.

Эп, Çеçпĕл çĕршывĕн хĕрхӳ эмелне сыпнă сăвăç,

Малалла

Шупашкара килни


Эп кунтан, инçетрен, çул çине тухнă чух

Чуптуса ăсатса яракан çыннăм çук.

Айăпа эп кĕмен, çук ман парăм-кивçен,

Анчах темĕн çитмест, темшĕн питĕ кичем.

 

Мĕн-ха юлчĕ ӳксе вăхăт пуйăсĕнчен? —

Тĕмсĕлсе эп пăхатăп вакун куçĕнчен.

Тăрса юлчĕç çуртсем пухăна-пухăна,

Чӳрече çумăпе вĕçрĕ шухăш кăна.

 

Акă Атăл умра, — те юхать, те юхмасть,

Хăв анса курмасан ĕненме юрамасть.

Ĕнертен паяна, паянтан ырана

Вăхăт, хум пек иртсе улăштарчĕ мана.

 

Эп килесси — паянхи шухăш мар.

Сывă-и, сăвăçсем пурнакан Шупашкар?

Сан патна васкаса, юратса килнĕ чух

Мĕншĕн хирĕç тухса кĕтекен çыннăм çук...

Пĕлĕтсем


Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Кам хуйхине илсе каятăр-ши пĕрле?

Унтан, çӳлтен, çын инкекне сăнатăр.

Е, тен, йĕретĕр эсĕр те çĕрле?

 

Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Мĕн-ма-ха шăпăрт? Кĕрле-кĕрле

хура кĕрпе, тен, хушăран вылятăр?

Е, тен, илетĕр ман чуна пĕрле?

 

Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Ан хăрăр! Пурпĕрех ӳкместĕрех çĕре.

Çĕр çылăхĕсене çӳлтен кăна куратăр.

Эпир вара çĕкленейместпĕр, ав, çӳле.

 

Ăçта васкатăр, пĕлĕтсем? Ăçта чупатăр?

Илсемĕрччĕ пĕрле! Çитерĕрччĕ киле!

Йывăрлăхран эсир те, тем, таратăр.

Чупас-и-мĕн хыçран ӳле-ӳле?

 

Ан васкăр, пĕлĕтсем! Ан чупăр!

Пĕччен чухне кĕрес килмест киле.

Унта — пуш-пушă. Каçсерен йĕретĕп.

Е, тен, йĕретĕр эсĕр те пĕрле?

 

Ан васкăр, пĕлĕтсем, ан чупăр!..

Туртаççĕ


— Сăвăратăн?

— Сăвăрап.

— Мĕн ку: «Спорт» е «Север»?

Пар-ха хăвăртрах, туртап,

кăшт чĕрем сиплентĕр.

Пар халь шăрпăк.

Чим, пул шăпăрт...

 

Урисене явса ларса

ик «çамрăк» ĕмрĕç пируса.

Пĕри, тен, пур-тăр вуннăра,

тепри унтан кăшт аслăрах.

— Ăçтан эс илтĕн пирусна? —

асли ыйтать туртсассăн.

— Ăçтан илетĕп ăраснах?

Атте парать «сыпсассăн».

■ Страницăсем: 1... 305 306 307 308 309 310 311 312 313 ... 796
 
1 Тау-тав — тав сăмахĕ