Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 I
Уçăп Коли, вăтăралла çывхаракан кĕрнеклĕ те йăрăс пӳллĕ чăваш каччи, хăйсен ялĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн вăрах вăхăт тĕнче касса çӳрерĕ. Вунă класс пĕтерсенех малтан Çтерлĕри тĕрĕслевпе шутлав виçев приборĕсен училищине вĕренме кĕчĕ вăл. Училище хыççăн çамрăк каччăн çемçе те сарăрах çӳçне çаратрĕç те Çара, Вăтам Азие ăсатрĕç. Çартан таврăнсан вара Коля тăван ялĕнче темшĕн вăрах тытăнса тăмарĕ: элле çамрăклăх романтики, элле пĕр классра вĕреннĕ, ачаранах килĕшекен Валя кӳршĕ яла качча кайни ăна Çурçĕрти Тюмень облаçне тухса кайма хистерĕ. Çурçĕрте ăçта кăна, кам кăна пулса ĕçлемерĕ Коля: нефтяник пулса та, пулăçă та, пĕр пуян офисĕнче хуралçă та, çурт-йĕр тăвас ĕçре те. Яла та çулласенче кĕске вăхăта çеç килсе кайкаларĕ каччă: малтанхи çулсенче пуйăспа, каярахпа 15-моделлĕ «Жигулипе». Кăçал вара Кольăна электрик ĕçĕнчен «кĕскетсе» кăларчĕç те вăл кунта — тăван районне килсе çитрĕ.
— Çурçĕр тăрăх çапкаланса çӳреме çитĕ, — терĕ каччă хăйне. — Райцентр ялĕнче йăва çавăрас. Авланасси çинчен те шухăшлас.
Çакна тăвас тесен, чи малтан пĕр-пĕр ĕçе вырнаçас пулать. Çак шухăшпа Коля пĕр янкăр тăрă çуллахи ирпе район сыватăшĕн кадрсен пайне кĕрсе тăчĕ.
Малалла
 Ман çине эс, пикем, ан кӳрен,
Ăнсăртран шухăшна эп кĕрсен:
Пĕр сăлтав та сана эп паман
Кӳренмешкĕн мана нихăçан!
Ман çине, Турă пул, ан çилен,
Пулнине астуса, эс, илсен.
Иртсен те нумай çул унтанпа,
Хирĕç мар тĕл пулма эп санпа.
Пире пĕчĕкрен сăпкара эс ӳстертĕн,
Илсе Шетмĕпе Çавалтан вăй-хална.
Атте-аннесен çăкăрне эс çитертĕн —
Чунтан тав сăмахĕ калатпăр сана.
Пирĕн тĕллевĕмĕр,
Пирĕн телейĕмĕр —
Хамăр çуралнă юратнă Трак ен.
Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр,
Нишлĕ ӳсмерĕмĕр —
Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!
Пире ыррине вĕрентсе эс çын турăн,
Умра — ăраскаллă та çутă тивлет.
Ĕçре пархатар кăтартатпăр маттуррăн,
Санпа мухтанса пурăнассăм килет.
Пирĕн тĕллевĕмĕр,
Пирĕн телейĕмĕр —
Хамăр çуралнă юратнă Трак ен.
Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр,
Нишлĕ ӳсмерĕмĕр —
Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!
Эпир тăванла алла-аллăн утатпăр,
Малтан малалла инçете тинкерсе.
Пулас ăрусемшĕн çĕн шанчăк туптатпăр —
Пыратпăр куллен йывăра çĕнтерсе.
Пирĕн тĕллевĕмĕр,
Пирĕн телейĕмĕр —
Хамăр çуралнă юратнă Трак ен.
Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр,
Нишлĕ ӳсмерĕмĕр —
Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!
Эпĕр питĕ телейсĕр çуралнă —
Аслă вăрçă пуçланнă çулта.
Аттесем çапăçу хирне кайнă —
Арçынсем сахалланнă ялта...
Аттесем вăрçăра парăнмарĕç —
Ăнланатпăр вĕсем тӳснине.
Аттесем вăрçăран таврăнмарĕç —
Пĕлеймерĕç эпир ӳснине.
Вăрçă шавĕ кĕрлерĕ те иртрĕ —
Арканмарĕ текех çирĕп мир.
Пуçсене шурă юрĕ те витрĕ —
Асатте те халь пулнă эпир.
Тахçанах пирĕнпе çук пулин те —
Манăçмаççĕ нихçан аттесем.
Нимле вăрçă ан курччăрччĕ ĕнтĕ
Паянхи ачасен ачисем!
Ачашлать питрен çурхи уç çилĕ
Пăсланать те çăп-çăра тĕтре —
Сарлака та симĕс уй-хир çийĕн
Явăнать шап-шуррăн пĕлĕтре.
Улăхать-çке тӳпене хĕвелĕ,
Ылтăн пек хĕмне вăл сапалать —
Ешерен калча çине телейлĕн
Савăнса пăхса йăл-йăл кулать.
Шуçăмпах вăраннă та тăрийĕ,
Çут хĕвелшĕн хытă хĕпĕртет —
Сăвăлать: «Ял-йышăмăр тыррийĕ
Калама çук хӳхĕм ӳстĕр!» — тет.
 Ывăлăма — Артема халаллатăп
Ывăлăм, чун çутиçĕм... Эсĕ çут тĕнчене килсен маншăн çак çĕр çинче иккĕмĕш пурнăç пуçланнине туйрăм, пепкем. Нихăçан та, нихăçан та пĕччен пулмасса туйса, пĕтĕм чун хавалĕпе çапла пăшăлтатрăм: «Ывăлăм, ман чĕре таппиçĕм, ман чун çутиçĕм...» Маншăн кăвак хуппи уçăлчĕ, çут тĕнче çуталчĕ, ывăлăм.
Тĕпренчĕкĕм, ĕмĕтĕм... Эсĕ манăн пуриăçăмри чи çутă ĕмĕтĕм, ывăлăм. Сана чĕре айĕнче йăтса çӳренĕ чухнех çак çĕр çине ЭСĔ килессе — ЫВĂЛ килессе чун-чĕремпе туяттăм, сисеттĕм, ĕмĕтленеттĕм. Ĕмĕтĕмри ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: манăн ЭСĔ, ЭСĔ, ЭСĔ пур, ывăлăм.
Ывăлăмçăм, сывлăшăм... Санăн сывлăшупа — эпĕ, эсĕ — манăн сывлăшпа сывлатпăр. Этем çак çĕр çинче сывлăшсăр пĕр минут та пурăнма пултараймасть, эпĕ те сансăр пĕр самант та пултараймастăп, ывăлăм.
Пепкемçĕм, пăхаттирĕм... Манăн вăй-хăватăм, иксĕлми мулăм. Пĕчĕк те çепĕç аллусемпе мăйран нихăçан уйрăлмасла ыталаса илетĕн. Пире никам та, нимĕнле усал вăй та, нимĕнле çил-тăвăл та уйăрайманнине туйса хама юмахри паттăртан та вăйлăрах туятăп. Вăй парса тăракан хăватлă ПĔЧĔК. ЭТЕМ, эсĕ манăн пăхаттирĕм, ывăлăм.
Малалла
Кашни курăка, чĕрчуна, этеме
Чунăм ăшшипе çупăрлассăм-ăшăтассăм килет.
Кашни курăка, чĕрчуна, этеме
Чĕрем çут телей, юрату пехиллет.
Эй, Турă!
Тавах сана мана юратма вăй панишĕн,
Хĕвел пек, чуна юрату вырнаçнишĕн.
Кашни курăка, чĕрчуна, этеме
Юратма пултарнишĕн,
Турăлла туйăмпа ăш-чике тултарнишĕн
Хама калама çук телейлĕ туятăп,
Самантсерен, усламçă евĕр, путăп.
Пуянлăхăма усламçăлла çич çăра хыçне пытармастăп.
Çичĕ алăк хыçне çынсенчен, çук, тармастăп.
Юрату — юрату çуратать!
Чунăм сад пахчинче çут-шевле чечексем, тусăм, тат!
Сан валли çитĕнтертĕм вут-сад.
Эй, этемсем, эп сире юрататăп!
Юрататăп.
Эппин, сăвăсем татах çурататăп...
 Йăлкăшаççĕ çăлтăрсем
Каçхи çӳлĕ тӳпере.
Куç хĕсеççĕ тек вĕсем
Уйăх çийĕнчи хĕре.
Кĕвенти çине çакса
Тăрă шывлă ик витре,
Акăш евĕр ярăнса
Хĕр пырать утса хитре.
Çак пике час-час, анчах,
Макăрать-çке хурланса.
Çăлтăрсем çине пачах
Пăхаймасть вăл савăнса.
Çĕр çине çеç вăл пăхать
Çутă уйăх çийĕнчен.
Пăлханать вăл, тарăхать
Тăнăран çӳлте пĕччен.
Улăхасшăн эп ӳссен
Çак хĕр хыççăн, тупата,
Уйăха çити. Пĕччен
Тек ан тăтăр вăл унта.
Çитĕп, калăп пикене:
— Вăхăт иртрĕ сан йĕрме.
Ан манпа, эс, çĕр çине:
Килтĕм эп сана илме.
 Эп каллех — асамлă хулара,
Пĕр-пĕрне кунта эпир юратнă.
Ак, сăнатăп та йĕри-тавра,
Ăнланатăп хам кама çухатнă.
Асăрхатăп: урамсем — çавах,
Унчченхи пек парксемпе скверсем те.
Ăшшăн йăлкăшать хĕвел. Анчах
Çук çумра халь эсĕ, тем тесен те.
Акă сан çурту — куç умĕнче.
Ун балконĕнче кĕпи такамăн
Çакăнса тăрать вĕрен çинче
Вĕлкĕшсе çилпе вăрах.
Вăл камăн?
Санăн упăшкун пуль çав кĕпе?
Унăн пулмасассăн, камăн пултăр?
Пĕр ача чупать, ав, сиккипе
Выляса-кулса.
Вăл — санăн?
Култăр.
Ак — аллея, кунта эп сана
Пирвайхи хут юратса чуп турăм.
Инçетрен те шуррăн курăнать
Ĕмĕте çуратнă йăрăс хурăн.
Эп сывлатăп халĕ сывлăшпа,
Хăшĕнпе-тĕр иксĕмĕр сывланă.
Ак, пыратăп пирĕн урампа.
Тĕрĕсрех, ман мар вăл халĕ — санăн.
 Паян тĕл пултăм пĕр хĕре —
Сăнпа сана аса илтерчĕ.
Вĕри вут-çулăм чĕрере
Каллех хыпса илсе пĕçерчĕ.
Сан ик туту пек ун тути,
Сенкер куçсем те, калăн, санăн.
Сар çӳçĕсем, кулли, утти,
Чун пăлхатмах санне ăшанă.
Хĕрпе калаçрăм киленсе,
Уç кăмăлпа эп ăшшăн култăм.
Кайран, сана аса илсе,
Хаш! сывласа, пĕччен çеç юлтăм.
■ Страницăсем: 1... 301 302 303 304 305 306 307 308 309 ... 796
|
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Save big while driving targeted traffic ...
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...