Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Мĕншĕн-ши çапла пит кая юлса,
Тĕл пултăмăр-ши эпир санпала?
(Юрăран)
Çепĕç юрă тыткăнне путмаллипех путнă эпĕ. Юхать юрă çепĕççĕн те тунсăхлăн, чун-чĕремшĕн кашни сăмахĕ илтĕнет пăлханчăклăн. Мĕншĕн, мĕншĕн?.. Пирĕн çинчен, манпа сан çинчен янăрать-çке юрă. Юррине хывакансем пире асра тытса хывнăн, кашни сăмахĕ чун-чĕреме, ăс-тăнăма, ӳт-кĕлеткене сăрхăнса кĕрет, иртнине куç умне кăларса тăратать.
...Хаваслă паллашу пĕр самантра, савăнăçлă тус-юлташсем хушшинче пулса иртнĕччĕ. Иксĕмĕрĕн те çумра туслă çӳрекен çынсем пулнипе ун чухне пĕр-пĕрин çине, тен, тинкерсех пăхман. Пурнăçра текех тĕл пулмастпăр та пулĕ тенĕ. Астăватăп-ха, шавлакан туссем хушшинче эсĕ çеç тунсăхлăн ларнине, хăвăртрах çак ушкăнран кайма тăрăшнине. Унтан... Çулсен таппи, юханшыв сикки пек, малалла ыткăнать. Тĕлĕнмелле тĕлпулу... Пурнăç хăех пире тĕл пултарчĕ. Манман иккен эпир пĕр-пĕрне, асрах тытнă... Манма та шутламан... Анчах та чĕремĕрсем мĕнле пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ пулин те, эпир халĕ иксĕмĕр те ирĕклĕ мар. Ирĕклĕ мар...
Малалла
 Ăçта эсĕ, çăлтăр-пикеçĕм,
Ăçта эс çӳретĕн паян?
Шăрçа куçусем санăн камшăн çиçеççĕ,
Кампа чун уçса калаçан?
Хушса юрламалли:
Эс — çăлтăр, эс — çăлтăр, пикеçĕм!
Пĕр эсĕ çеç ман чĕрере.
Савниçĕм-пикеçĕм, чун савнă чĕкеçĕм,
Санран хитри çук тĕнчере!
Сана тĕлĕкре час куратăп,
Курмастăп, анчах, пурнăçра.
Чунран юратас ĕмĕтпе пурăнатăп,
Каймастăн эс ман пуçăмран.
Çурать çеçкине шурă çĕмĕрт,
Пире парнелет илемне.
Татасчĕ, пикеçĕм, пĕрле ĕмĕр-ĕмĕр
Çав çĕмĕртĕн çеçкисене!
 Çумăр çунă чух çӳлтен
Юрпа хутăш, ерипен
Сивĕ мар пĕртте тулта,
Анчах ăшши çук унта.
Çутçанталăк йĕркине,
Епле кун килессине
Пĕлме çук çапла чухне,
Тухма çук вĕçне-хĕрне.
Сăмахланă чух манпа
Эсĕ ăшă туйăмпа —
Савăнатăп эп ялан.
Анчах, мĕншĕн-тĕр паян
Ман çине эс пăхрăн пек
Юратмасăр, çилĕпе.
Кӳрентертĕм-ши сана?
Е пăрахрăн эс мана?
Юрлă-çумăрлă кунсем,
Пăтранса та чӳхенсе,
Иртсе кайĕç пурпĕрех.
Анчах, мĕншĕн-тĕр чĕре
Лăпланмасть çанталăк пек —
Пăлханать талăкĕпех.
Савнă тус! Мана итле:
Йăл! кулсам яланхилле.
Тăкăс пурнăç ку чух
Тинĕсре ишекен пăр-ту шайлă.
Тĕренсен — тĕрек çук —
Пĕр енне таянсан — çаврăнать тепĕр майлă.
Пурччĕ пурнăç çăмхи алăра,
Шурă пурçăн çиппи — çăртара.
Чунсем пулнăшăнах тĕлсĕр, мăран
Кун-çул килминччĕ пилсĕр, кăран.
Акă тăххăрмĕш1 çул —
Вăйланса вăй илет урăм-сурăм пушарăн.
Мул-и пухăнĕ?.. Чул?..
Вăхăта лăскаса тĕвĕлет утăмшарăн.
Пур-ха пурнăç çăмхи алăра,
Шурă пурçăн çиппи — çăртара.
Чунсем пулнăшăнех тĕлсĕр, мăран
Кун-çул килминччĕ-çке пилсĕр, кăран.
Вăрçă-харçă аври —
Кисренсех кисренесшĕн тĕнчемĕр...
Çĕр-Аннемĕр çаврин
Тĕнĕлнех хускатминччĕ вут-тимĕр...
Пултăр пурнăç çăмхи алăрах,
Шурă пурçăн çиппи — паллăрах!
Чунсем пулнăшăнах тĕлсĕр, мăран
Кун-çул килминччĕ-çке пилсĕр, кăран.
Айăплă эпĕ... айăплă...
Аннем умĕнче питĕ айăплă.
— Вĕренсе ăс пух
хавал çитнĕ чух, —
Турткалантăм чунтан чăхăм-кайăкла...
Айăплă эпĕ... айăплă...
Аттем умĕнче питĕ айăплă.
— Кил-çурта эс пăх,
тĕреклентĕр йăх, —
Çил çунатлăх тартрĕ çиçĕм-кайăкла...
Айăплă эпĕ... айăплă...
Ял-йыш умĕнче питĕ айăплă.
— Ĕç-хĕлпе пит шух(ă),
юл яла ку чух, —
Ирĕке эп саврăм иртĕн(нĕ) кайăкла...
Айăплă эпĕ... айăплă...
Тус-йыш умĕнче питĕ айăплă.
Çилĕ-тăвăлĕ çавăрттарнă чух
Çунат сарма çук ăмăрт кайăкла...
Айăплă эпĕ... айăплă...
Тĕнче умĕнче питĕ айăплă.
Вут(лă) хура çĕлен хĕн-хур сапнă чух
Сирме халăм çук Турă-Кайăкла...
Айăплă эпĕ... айăплă...
Вĕçĕ-хĕррисĕр
эпĕ
айăплă...
 Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Çаврăнса-çаврăнса, хӳхĕм хĕр ташшине аса илтернĕн, вĕлтĕртетсе çĕр çине ӳкеççĕ, шурă кавир тĕртеççĕ. Ытама илĕттĕм çак илем тĕнчине, анчах та... аллăма çеç тăсатăп. Вĕсем вара самантрах алă тупанĕ çинче ирĕлеççĕ. Ах, ытла та ачаш-çке вĕсем... Калăн, Хĕл Мучи вĕсене манăн чунăма лăплантарма, чĕреме ăшшăн-ăшшăн çупăрлама мана çеç парнелет. Калăн, шурă юр пĕрчисем, савниçĕм, саншăн ман тута пăшăлтатакан ачаш та çепĕç сăмахсем.
Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Шурă шупăр тăхăннă тавралăха татах та шуратаççĕ асамлăскерсем. Ах, ытла та таса-çке вĕсем... Калăн, ман çунатлă ĕмĕтĕмсем. Санпа ир те каç шухăшсемпе, таса та çутă ĕмĕтсемпе пĕрле пулма аса илтерекенсем.
Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Çав тери çăмăллăн вĕçсе анаççĕ те куçран çухалаççĕ-çке вĕсем. Ах, ытла та пит çăмăл-çке вĕсем... Калăн, тусăм, сан шухăшусем. Çунатлă ĕмĕтĕмсене çапса хуçакан шухăшсене сиреççĕ... чунăмра тунсăх, сирсе сирейми тунсăх çеç хăвараççĕ вĕсем.
Сывлăшра шап-шурă юр пĕрчисем... Мĕншĕн-мĕншĕн час çĕтеççĕ-ши вĕсем? Калăн, тусăм, сан туйăмусем. Ирхи тĕтре пек, юр пĕрчисен асамлă ташши вĕçленнĕ пекех сан туйăмусем те таçта аякка кайса çĕтеççĕ. Çамрăк та черченкĕ чунăма амантса çеç хăвараççĕ вĕсем.
Малалла
 Вуннă, çирĕм, вăтăр, хĕрĕх, аллă...
Пулнă эсĕр манăн çул çинче.
Шутламан сире эп — çакă паллă.
Халь ăçта-ши эсĕр, хăш енче?
Хăшпĕрне сиртен паян эп маннă,
Тухса ӳкнĕ эсĕр ман пуçран.
Мĕншĕн-ши, анчах, чĕреçĕм манăн
Тапать хăвăрт, эп пĕччен юлсан?
Мана эсĕр çакăншăн каçарăр,
Манăннисемпе манманнисем.
Тĕл пулсан калаçăр, алă парăр,
Пăрăнса ан кайăр, савнисем!
 Питрен сиввĕн çапса
Çурçĕртен çил вĕрет.
Чĕпĕтсе те шăнтса
Тум айне вăл кĕрет.
Чарма çук çак çиле
Вăл хăй чарăниччен.
Лăпланмасть ниепле
Вăл вĕрсе вăрахчен.
Çак çил евĕр мана
Килсе çапрĕ шăпа.
Вăл хистерĕ чуна
Хирĕçмешкĕн санпа.
Ăнланатăп эп халь:
Хупă çул каялла.
Уçма шанчăк сахал
Тепĕр хут çав çула.
Çук кĕпер каялла,
Сӳннĕ вăл кĕл пулса.
Тăсаймастăп алла
Çавăнпа йăл кулса
Сан енне паянран.
Анчах, эсĕ асту:
Уйрăлсан та санран,
Сӳнмĕ ман юрату.
 Сарă çӳçлĕ,
Кăвак куçлă
Йăлтăр-йăлтăр чиперкке.
Лĕпĕш евĕр,
Вĕлтĕр-вĕлтĕр
Çинçе пилĕклĕ пике.
Хĕвел евĕр вăл кулать йăл!
Вылятса куçĕсене,
Хумхатать те çунтарать вăл
Каччăсен чĕрисене.
Хушса юрламалли:
Чиперкке, чиперкке —
Илĕртӳллĕ сар çеçке,
Тыткăна илсе чуна,
Хăйĕнчен ямасть ăна.
Утнă чух ун
Пит илемлĕ
Авăнса вылять алли,
Шăпчăк евĕр
Çепĕç саслă
Янăрать ялан кулли.
Çумĕнче ун явăнаççĕ
Çавăнпа пуль каччăсем.
Савăнса йăлтăртатаççĕ
Хĕрĕн çăлтăр куçĕсем.
Ман чĕре те
Хумхануллăн,
Курсанах сар пикене,
Тапать хăвăрт,
Чараймасăр
Кăкăрти туйăмсене.
Эп пĕччен, анчах, çӳретĕп,
Килĕшсен те сар çеçке.
Хăйех пăхасса кĕтетĕп
Ман çине çак чиперкке.
I
Çитмĕлех те ту та çичĕ ту:
Ула ту, Урар ту, Чике ту...
Алтăр Çăлтăрпала калаçса,
Урлă тăраканпа çураçса
Чăнкă тусем урлă каçрăмăр,
Çакăнта килсе вырнаçрăмăр,
Эй, мĕскер кăна курмарăмăр...
Шеллесем çак халăха, Çăлаканăмăр.
II
Çитмĕлех те уй та çичĕ уй:
Хура уй та Вил уй, Чипер уй...
Пушă хирсен шăрăхне чăтса,
Сĕм вăрмансен чăтлăхне уçса
Ахрат çырми урлă каçрăмăр,
Çерем касса тымар ятăмăр,
Йăмрапала хăмла лартрăмăр...
Уясам çак халăха, Çăлаканăмăр.
III
Çитмĕлех те халăх, çич халăх,
Чее, кăра халăх, уç халăх...
Атте-анне ятне упраса,
Пĕр ăруран тепри тытăнса
Улăпсем хыççăн утрăмăр,
Çитмĕл халăх витĕр тухрăмăр,
Чăвашах та тĕнчи турăмăр...
Ан пăрах çак халăха, Çăлаканăмăр.
■ Страницăсем: 1... 299 300 301 302 303 304 305 306 307 ... 796
|
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Save big while driving targeted traffic ...
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...