Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурнӑҫ утравӗсемКулăшла калавсемСӳнми хĕлхемÇавал сарăлсанЮманлăхра çапла пулнăЙытă тĕлĕкĕИлем

Шăнтакан


Шăнтакан тесе мĕнле чире каланине те пĕлместĕр пулас-ха эсир. Шăнтакан тесе малярия ятлă чире калаттăмăр авал. Ярак мучи çырла пиçме хатĕрленнĕ вăхатра шăнтакан чирпе чирленĕ. Шăнтать те шăнтать, тет. Тăлăп тăхăнса ларсан та, сивĕ чухнехи пек чĕтретет те силлет, тет. Ярак мучин курпунтарах çурăмĕ те, ансăртарах кăкăрĕ те шăнса кайнă, тет, ура тупанĕ те шăнса кайнă, тет, çӳçĕпе сухалĕ çеç шăнма пĕлмеççĕ, тет.

— Ку шантакан чиртен мĕнле те пулсан хăтăласах пулать, — терĕ тет пĕррехинче Ярак мучи, çăварĕнчи хаяр табак тултарнă кушак пек мăрр, мăрр тутаракан чĕлĕмне ĕмсе туртса.

Шăнтакантан мĕнле хăтăлмалли çинчĕн пĕрин патне кайса ăс ыйтать, теприне тĕл пулса ыйтать... Нумай çынтан ыйтнипе ăсĕ шутсăрах нумайланса кайсан, вăл пилĕк-ултă катка пӳрте кĕртсе лартать те шыв тултарса хурать, хăй каткасем хушшине тăлăпне хывмасăрах кĕрсе ларать.

Унта вăл миçе сехет ларнине пĕлеймерĕмĕр, мĕншĕн тесен ун чухне ялта пĕр Сахрун ятлă пуянăн анчах сехет пулнă; вăхăта ун чухне сехет тăрăх мар, хĕвел çине пăхса пĕлнĕ.

Катка хыçĕнчи нимĕн тапранмасăр ларакан Ярака куракан: ку — хăйне чăх вырăнне хурса, çăмарта тума кĕрсе ларнă ĕнтĕ кунта, тесе шухăшламалла. Шухăшласси пулĕ вăл, анчах Ярака унта ларма çăмăлах пулман: тен, нумай ларнипе, унăн икĕ ури те çывăрса ларнă, тен, унăн ларнă хушăра эхĕм-эхĕм тесе ӳсĕресси те килнĕ, тен, кӳршĕ çынни Пракух пырсан, вал катка хыçĕнчен тухасшăн пулнă.

Малалла

Юлашки юр пӗрчи


Тӳперен ӳкекен юр пĕрчи

Килсе ларчĕ те алă çине:

«Курса юл илеме, хĕр пĕрчи.

Тен ӳкерĕн мана хут çине?

 

Асра юлтăр тепре киличчен

Çĕр çине шурă тумлă хĕлле.

Курса юл, курса юл. Ирĕлетĕп часах,

Шыв пулса юхса кайăп инçе».

 

— Ан васка, ан ва ска, юр пĕрчийĕм!

Хам чупатăп часрах пӳртелле.

Алăра шурă хут, кăранташăм.

Тытăнатăп васкавлăн ĕçе.

 

Ак сăнатăп ăна питĕ тимлĕ,

Кĕрсе ӳкрĕм асамлăх ăшне.

Ах, имлемлĕ! Ытла та илемлĕ

Юлашки юр пирчийĕн ташши…

Эсир пирĕн чĕрере


Атте-анне тесен, сăпка юрри

Куллен аса килет мана.

Атте-анне тăван килте пурри

Сӳнми хăват парать чуна.

 

Атте-анне тесен, хуплу, шăрттан

Ир-каç ялан аса килет кунта.

Атте-анне сасси килте пуртан

Чун савăнать пур кăмăлтан.

 

Атте-анне пуртан чĕрем юрлать

Илем кӳрсе пур таврана.

Атте-анне пуртан чун савăнать,

Тĕнче илемлĕн курăнать.

«Харсăр ăмăрткайăк пуль эс, терĕм...»


Харсăр ăмăрткайăк пуль эс, терĕм,

Вăйлă юман-паттăр пуль эс, терĕм,

Хытă юрататăн пулĕ теттĕм,

Пурнăç ăнасса ĕмĕтленеттĕм.

 

Эс юрланă чух ялан юрларăм,

Эс ташланă чух — ялан ташларăм.

Юраймарăм юррăмпа — сас çĕтрĕ,

Юраймарăм ташшăмпа — вăй пĕтрĕ.

 

Ĕçре чух нихçан кайра пулмарăм,

Пурпĕрех сана эп юраймарăм.

Тăванусемпе тăван пек пултăм,

Мĕншĕн çамрăклах эп сансăр юлтăм?..

 

Чăтрăм эпĕ, чăтрăм, чăтаймарăм,

Урапу çине эп лараймарăм.

Юрату асапĕ ман чуна тустарчĕ,

Ĕмĕтри телей таçта çухалчĕ.

 

Мĕншĕн-ши урăххине юратрăн?

Хăв çуралнă килӳнтен те тартăн,

Ир те, каç та пĕр сана кăтетпĕр,

Ывăлу патнех эс килĕн тетпĕр.

Сана ҫеҫ кĕтетĕп...


Чуптурăн та çухалтăн

Тĕтреллĕ улăхра:

«Кĕтсем», — тесе каларăн,

Мана эс салтакран.

 

Килсемччĕ эс, килсемччĕ

Çĕрле е ирпелен,

Ман чунăмра пĕр эсĕ,

Пĕр эсĕ ман телей.

 

Хĕрсем сана тиркерĕç

«Вăл — вĕçкĕнçĕ» — тесе.

«Пит пĕчĕккĕ те» — терĕç

Сăлтавсăр кĕвĕçсе.

 

Çук, эпĕ ĕненместĕп

Вĕсем хурланине.

Сана кăна кĕтетĕп

Асамлăх тĕнчине.

 

Часрах, часрах курасчĕ

Сан çепĕç куллуна.

Ялан пĕрле юрласчĕ

Юратнă юрруна.

Ял тăрăх


Кĕрхи ир. Çанталăк сулхăн. Хĕвел тухнă, анчах пăхса яраймасть: тачка, хура пĕлĕтсем татăкăн-татăкăн хĕвелтухăçĕнче купаланса тăраççĕ. Урама икĕ ача пырса кĕчĕç. Пĕри урамăн пĕр айккипе, тепри тепĕр айккипе утрĕç. Иккĕшĕн те кăкăр çинче чалăшшăн çыпăçтарнă хут курăнать. Хучĕ çине çапла çырнă:

«Çӳппе каякан япаласене пухса трактор туянар».

Ачасем кашни пӳрт тĕлне çитсен кантăка шак-шак! тутарса илеççĕ те уççăн кăшкăрашаççĕ:

— Шкул ачисем пăрахăç, кивĕ япаласене пухма тухаççĕ. Камăн пур — хатĕрлĕр! — теççĕ те утаççĕ. Уçăсассисем чанкăлтатни аякранах илтĕнет.

Кăнтăрлапа урам пуçĕнче ултă ача курăнчĕ. Хăшĕ михĕ, хăшĕ карçин илнĕ. Пĕри ача урапи туртнă. Виçĕ ачи урамăн пĕр айккипе утрĕç, виççĕшĕ — тепĕр айккипе. Акă пĕр ушкăнĕ кĕчĕ пĕр киле.

— Инке, çӳп-çаппа каякан кивĕ япаласене хатĕрлерĕн-и? — теççĕ ачасем.

— Хатĕрлерĕм, — тет ватăрах хĕрарăм, алкум вĕçне тухса. Катăк хуран, курка илсе тухать. Ачасем ку япаласене ача урапи çине тухса хураççĕ.

— Çĕтĕк-çатăк çук-и? — тет михĕ çĕкленĕ ачи.

— Пурччĕ кăштах, парас пуль, — тет хĕрарăм. Хыпаланса чăлана кĕрсе каять те пĕр çыхă çĕтĕк-çатăк илсе тухса парать. Ачасем мĕн тупнипе кăмăллă пулса тепĕр киле каяççĕ, кĕреççĕ.

Малалла

Хурӑнпа пилеш


Сарă хитре кĕпине

Тăхăнчĕ шур хурăн.

— Эс пăхсамччĕ ман çине,

Эс курсамччĕ илеме!

 

Курчĕ унăн илемне

Кӳршĕри пилешĕ.

Улăштарчĕ вăл тумне,

Савăнтарчĕ юлташне.

 

Пилеш хĕрлĕ çулçисем,

Хурăн сарă çулçисем,

Вĕçсе анчĕç çĕр çине,

Илемлетрĕç çĕр питне.

Туслăх


Шур юр çурĕ, çурĕ, çурĕ

Таврана шап-шурă турĕ.

Савăнаççĕ ачасем,

Хĕл кунне савакансем.

 

Çак хаваслă вăхăта

Хамăр асра хăварар,

Савăнар та аташар,

Пĕрле туслă пурăнар.

 

Пăрахас марччĕ пĕр-пĕрне

Пурнăçра та инкекре.

Туслăх ялан ĕмĕрне

Çĕнтерет хăй вăйĕпе.

Чăваша


Чăвашла калаç, чăваш!

Чăвашла ташла, юлташ!

Çитĕ-ха каçăрăлма,

Вырăс пек хăвна тытма.

 

Мама мар, анне, чăваш!

Чунупа ан пул йăваш.

Тантăшна ан хăй сутма!

Çирĕп ут çӳлте пулма!

 

Чăвашпа ялан туслаш.

Ырă çын пул, хурăнташ!

Ешĕл яр тĕнче тавра

Пуласси йăлтах санра!

Çăлтăрлă ачалăх


Çар уран чупма çăмăл тесеччĕ —

Çĕр ăшши лекетчĕ. Самантрах!

Пĕчĕк чух тĕнчем те хитререхчĕ —

Тĕттĕм тĕс курман та пуль. Чăнах!

 

Хĕвеле тытма пулать тесеччĕ —

Шухăшпа эп пулнă айванрах.

Кашнинчех сăпайлăх пур тесеччĕ.

Сутăнчăк! Çынсăрлăхпа танах.

 

Çу чухне чипер пулас тесеччĕ —

Тем те тунă чечеке явсах.

Пуянсен тутри хитре тесеччĕ —

Кăшăлпа илемлĕрех çапах!

 

«Пысăк» çын пулсан аван тесеччĕ —

Ĕмĕтсем чунра çунатлăрах.

Ăслă çын пулатăпах тесеччĕ —

Юнăмра чăвашлăхăм пурах!

 

Çар уран чупма çăмăл тесеччĕ —

Çĕр ăшши лекетчĕ. Самантрах!

Çăлтăрлă ачалăхăм хитреччĕ —

Эп унпа пулсамччĕ. Яланах!

 

Ырă ят тĕнчем çине кайинччĕ,

Куç çинче — хĕлхем. Ялкăштăрах!

■ Страницăсем: 1... 308 309 310 311 312 313 314 315 316 ... 796