Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.2 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Рспублика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп ёлка Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ёлкисем» конкурса хутшӑнать.

Конкурс раштавӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал Шупашкарти тӗп ёлка ҫине 500 тетте ҫакнӑ, вӗсенчен 70-шӗ ҫутатать.

Шупашкарти ёлкӑшӑн кӑрлачӑн 9-13-мӗшӗсенче сасӑлама май пур. Ҫак каҫӑ ҫине кӑна пусмалла: vk.com/art.goroda_rossii. Пирӗн ёлкӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
Тӗп банк сайтӗнчи сӑн
Тӗп банк сайтӗнчи сӑн

Раҫҫей тӗп банкӗ кӑҫал Чӑваш Ене халалланӑ тимӗр укҫа кӑларӗ. Вӑл 10 тенкӗлӗххи пулӗ.

Ку укҫа «Раҫҫей Федерацийӗ» серин пӗр пайӗ, «Раҫҫей регионӗсем» коллекцин тӑсӑмӗ пулӗ. Укҫа ҫине Чӑваш Ен гербне «Пурнӑҫ йывӑҫҫипе» тата виҫӗ хӗвелпе пӗрле сӑнлӗҫ. Тиражӗ пӗтӗмпе 1 миллион пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Дарья Васильева тата Лев Воскресенский Раҫҫейри ҫарпа истори обществин председеателӗпе Владимир Мединскийпе тӗл пулнӑ.

Мускавра пулнӑ ҫав ачасем Шупашкарти 65-мӗш вӑтам шкулти шахмат шкулне ҫӳреҫҫӗ иккен. Вӗсем ҫӗршыври чи лайӑх ҫамрӑк шахматистсен йышне кӗнӗ май Ҫар формин музейӗнче пулса курнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем Шахмат музейӗпе паллашнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18959
 

Раҫҫейре

Шупашкар «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» конкурсӑн виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ! Вӑл сасӑлавра 2013 тата 2019 ҫулсенче те ҫӗнтернӗ.

Хапльхинче сасӑлав ӗнер, раштавӑн 31-мӗшӗнче, 12:00 сехетре вӗҫленнӗ. Шупашкар хули 181 пин ытла сасӑ пухса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик хули, виҫҫӗмӗш вырӑна вара Курск хули йышӑннӑ. Тӑваттӑмеш йӗркере — Иваново хули.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Раҫҫейре

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакан Селедкинсем пирки Пӗрремӗш каналпа каласа кӑтартнӑ.

Ҫак ҫемье кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйсен кил-ҫуртне тӗлӗнсе каймалла илемлӗ капӑрлатать иккен. Тата тӗрӗсрех каласан, 12 ҫул ҫапла тӑвать-мӗн. Тӗрле кӳлепе ӑсталама та юратать ҫемье.

Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ку ҫемье ҫинчен Пӗрремӗш канал сюжет кӑтартнӑ.

Кил хуҫи, электрик пулса ӗҫлекен Александр, кашни ҫулах ҫак вӑхӑтра виҫӗ эрнелӗх отпуск илет. Мӑшӑрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем кил-ҫурта капӑрлатаҫҫӗ. Кӑҫал 600 метр гирлянда кирлӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18947
 

Раҫҫейре
vk.com/dzen_chuvashia пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем
vk.com/dzen_chuvashia пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енрен тухнӑ Ханна юрӑҫа РФ Патшалӑх Думинче чысланӑ. Ӑна ҫемьене хаклас ыйтӑва сарнӑшӑн «Этика блогӗ» номинацире чысланӑ иккен. Кун пирки Контактри «Дзен|Чувашия» пабликра хыпарланӑ.

«С любимками встретились в ГосДуме))) Забрала свою награду» (чӑв. Патшалӑх Думинче юратнӑ ҫынсемпе тӗл пултӑм. Хамӑн наградӑна кайса илтӗм), — тесе ҫырнӑ-мӗн юрӑҫ хӑйӗн страницинче.

«Дзен|Чувашия» пабликри комментаторсенчен хӑшӗсем саламлас вырӑнне юрӑҫа хурлама тытӑннӑ: Патшалӑх Думине мӗнле тӑхӑнса кайнишӗн, ҫӑвар карса сӑн ӳкерӗннӗшӗн... «Мӗнле ҫемье пахалӑхне сарать-ши», — тесе аптӑракан та тупӑннӑ.

 

Раҫҫейре
t.me/Chuv_today каналта вырнастарнӑ видеоран илне сӑӑӳкерчӗк
t.me/Chuv_today каналта вырнастарнӑ видеоран илне сӑӑӳкерчӗк

Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗршывра ҫулсерен «Ҫӗнӗ ҫул ёлки» акци ирттереҫҫӗ. Унта тӳре-шара ҫеҫ мар, уҫӑ кӑмӑллӑ кирек епле ҫын та хутшӑнма пултарать.

Канашра пурӑнакан 8 ҫулти Семён Чарланов коньки пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫулла ача футбол выляма юратать. Кӑҫал вара арҫын ача хоккей выляс ӗмӗтпе ҫунатланма пуҫланӑ.

Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ элчи Ирина Волк Чӑваш Енри ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тенӗ. Ӑна вӑл конькисӗр пуҫне хӳтлӗх экипировки те туянса пама кӑмӑл тунӑ. Ырӑ хыпара ачана Чӑваш Енӗн ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18919
 

Раҫҫейре

Паянтан Раҫҫей банкӗ 1 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ укҫана ҫаврӑнӑша кӑларнӑ. Кун пирки Раҫҫей Тӗп банкӗн пресс-служби пӗлтерет.

1 пин тенкӗлӗх укҫана Чулхулана тата Атӑлҫи федераци округне халалланӑ. Пичӗ ҫинче Чулхула Кремлӗнчи Николай башнине ӳкернӗ, тепӗр енче вара – Сарӑтури автомобиль кӗперне, Метеор-120Р карапа тата Хусанти ҫӗр ӗҫченӗсен керменне.

Банкнота ҫинче QR-код та пур, вӑл пулӑшнипе Раҫҫей банкӗн сайтне лекме пулать.

 

Раҫҫейре

Ку эрнере 5 кун ӗҫлӗпӗр, тепӗр эрнере вара – икӗ кун кӑна. Унтан 2 эрнене яхӑн тӑсӑлакан каникул пулӗ.

Ҫитес эрнере раштавӑн 29 тата 30-мӗшӗсенче, тунтикунпа ытларикун, ӗҫлемелле. Раштавӑн 31-мӗшӗнче кӑҫал канатпӑр. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Ытти ҫул вӑл ӗҫ кунӗ пулнӑ.

Каникул кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, 12-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла.

 

Раҫҫейре
РИА Новости сайтри сӑн
РИА Новости сайтри сӑн

Паян Раҫҫей Тӗп банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче тӗп ставкӑна кӑштах пӗчӗклетнӗ. Ҫапла вӑл 16,5-рен 16 процента ҫитнӗ.

Тепӗр лару 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пулӗ, унта ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Раҫҫей Тӗп банкӗн тӗп ставки 21 процент пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...141
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ