Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ.
Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ.
Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Ӑна ӗнер ҫырчӗҫ.
Елчӗк районӗнчи вулавӑшсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн тӗп вулавӑшӗн ӗҫченӗсемпе вулаканӗсем те диктант ҫырнӑ.
Кӑҫал, аса илтеретпӗр, тӑван чӗлхе пӗлевне А. Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.
Елчӗк районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗҫсене сканер витӗр кӑларса электронлӑ пуштӑпа ярса панӑ.

Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн Янӑш ялӗнчи вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче (халӑхра ун пек уйрӑмсене ваттисен ҫурчӗ тенипе лайӑх пӗлеҫҫӗ) пурӑнакан кинеми-мучисем почтальон килессе чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Куҫӗ лайӑх куракансем хаваспах тӗрлӗ пичет кӑларӑмне шӗкӗлчеҫҫӗ. Витӗрех курманнисем куҫлӑх тӑхӑнса вулаҫҫӗ. Теприсене вара ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсен вуласа пама тивет тесе ӗнентереҫҫӗ унта тӑрӑшакансем. Кинеми-мучисем хаҫатсене чӑвашлине те, вырӑслине те тиркемеҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмра вӗсем валли виҫӗ пичет кӑларӑмӗ ҫырӑнса панӑ: районта тухса тӑракан, пӗлекен ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартакан «Тӑван Ене» тата республика шайӗнчи «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаҫатсене.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра диктант валли текст шыраҫҫӗ — вӑл Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑскер пулмалла. Текст тата мӗне тивӗҫтермеллине пӗлтермен, конкурса пурте хутшӑнма пултарни ҫинчен ҫеҫ каланӑ. Хатӗр текстсене гуманитари институтне ҫитерме ыйтаҫҫӗ.
Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, диктант Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Ӑна йӗркелекенсен йышӗнче гуманитари институчӗ, вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.
Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн.
Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ.
Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ.

Паян республикӑри мӗнпур районти пекех Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Министрсем хӑйсемех мар та, вӗсен ҫумӗсем иккӗн тан: республикӑн юстици министрӗн ҫумӗ Ирина Семенова, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Татьяна Иванова — кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле «Строма» текен акционерсен хупӑ обществин пуҫлӑхӗ Вячеслав Федоров, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Михаил Арланов пулнӑ.
Малтанах вӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Валерий Горбунов пӳлӗмӗнче халӑха интереслентерекен ыйтусемпе йышӑну ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн тӑватӑ информаци ушкӑнӗ район тӑрӑх тӗлпулӑва тухса кайнӑ. «Хыпар» тӗп редакторӗ Михаил Арланов тата районти «Ҫӗнтерӱшӗн» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшакансемпе тӗл пулнӑ.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.
Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.
Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.
Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн — «Хыпарӑн» — паян 110 ҫулхи юбилейӗ. Чӑваш журналистикин никӗсне хывнӑ хаҫат тухма тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 110 ҫул ҫитнӗ.
Пӗрремӗш номер 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна Николай Никольский профессор Хусанта йӗркеленӗ. «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», — ҫакнашкал тӗллев лартнӑ вӑл ун чухне. (эпир илнӗ ҫӑлкуҫра ҫак сӑмахсене Иван Яковлевӑн тесе йӑнӑшнӑ).
Хаҫат чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ. 1918 ҫулта ӑна хупнӑ. Каярахпа вӑл тӗрлӗ ятпа тухма пуҫланӑ: «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ». Тӗп редакторта тӑрӑшакансем те улшӑнса пынӑ. Халӗ ку тивӗҫе Михаил Арланов пурнӑҫлать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирвайхи ятне тавӑрнӑ. Паян та ҫак ятпах тухса тӑрать вӑл.

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн тилхепине ҫӗнӗ ертӳҫӗ тытрӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ конкурспа килӗшӳллӗн, директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Михаил Арланова шаннӑ. Хыпарҫӑсемшӗн вӑл ют ҫын мар, Михаил Михайлович унччен ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ.
Михаил Арланов Издательство ҫуртне ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ. Апла пулин те унӑн ӗҫне тишкерме тытӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫе, ахӑртнех, ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Пӗрисем хӳтӗлерӗҫ, теприсем… «Правда ПФО» сайтӗнче Михаил Арланов ертӳҫӗ пулни пирки статья тухрӗ кӑна – ӑна хаклакансем тупӑнчӗҫ. Чӑннипе, хӑшӗ-пӗрне вулама та кулӑшла. Коллективра мӗн пулса иртни, кам мӗн туни, пӗр-пӗрне «пылчӑкпа» варалани (пӗр сӑмахпа, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларни)… Тӳрех халап аса килет: тутарсем пӗр-пӗрне хуранран тухма пулӑшаҫҫӗ, чӑвашсем вара пӗр-пӗрне каялла туртаҫҫӗ… Ахальтен-им чӑваш лайӑх пурӑнакан кӳршине ӑмсанать теҫҫӗ? Пӗрисене «Хыпар» хаҫат тивӗҫтермест, теприсене ертӳҫӗ хӑйне мӗнлерех тытни кӑмӑлне каймасть… Пурте «анонимка» ҫыраҫҫӗ. Ҫурӑм хыҫӗнче вӑрттӑн калаҫни, тем тесен те, килӗшӳсӗр.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисем ЧР Журналистсем пӗрлешӗвӗн 2010–2015 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ май союз ертӳҫине те суйланӑ.
Съезда хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӑйсен пӗрлешӗвне унчченхи ертӳҫех ертсе пыма тивӗҫ.
Валерий Комиссаров 1956 ҫулта Елчӗк районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносв ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра 1979–1988-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, 1988–1992 ҫулсенче ЧР Журналистсен союзӗн ҫыруҫинче тӑрӑшнӑ, 1992 ҫулхи раштавранпа — ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи. 2005 ҫултанпа вӑл Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пырать.
