Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хыпар

Чӑваш Енӗн медиатытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ. Ӗнертен тытӑнса «Советская Чувашия» хаҫата Владимир Васильев ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен вӑл «Коммуналлӑ технологисем» тулли мар яваплӑ обществӑн пресс-службине ертсе пынӑ. Маларах вара «Чебоксарские новости» хаҫат корреспондентӗнче, Чӑваш Енӗн ЧР Ҫурт тӑвӑм министерствинче, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче, федерацин Чӑваш Енӗн тӗп инспекторӗн пресс-службисенче тӑрӑшнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче 13 ҫул тимленӗ Африкан Соловьев ӗҫе пӑрахма шут тытнӑ-мӗн. Кун пирки Regnum информаци агентствине республикӑн информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ иккен. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх вара Соловьева министерство урлах ӗҫрен хӑтарнӑ.

«Атӑл-Волга» издательство ҫурчӗ тата «Тантӑш» хаҫат «Хыпар» издательство ҫурчӗпе пӗрлешнипе йӗркеленекен холдинга чылай ҫул «Хыпарӑн» тӗп редакторӗнче тӑрӑшакан Алексей Леонтьев ертсе пырӗ.

Наци телевиденийӗпе радио компанийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс та иртнӗ. Унта пурӗ 9 кандидат хутшӑннӑ. Анчах «ҫӗнтерӳҫӗсем пулманнине кура» конкурса каярах тепӗр хут йӗркелӗҫ.

Малалла...

 

Чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе акан 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин ӗҫченӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2013» акцие хутшӑнчӗҫ.

Диктанта ҫырма сахал мар ҫын пухӑннӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультетне кӑна 500 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — студентсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, журналистсем. Диктантра чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста усӑ курнӑ.

Диктанта мӗнлерех ҫырнине пӗлес тесен ыран е виҫмине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн сайчӗсене кӗрсе пӑхмалла.

Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие йӗркелекенсен шутӗнче — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» хаҫат тата Чӑваш наци радиовӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси.

Малалла...

 

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Хыпар» хаҫачӗ, Чӑваш наци радиовӗ пӗрле чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе пӗрремӗш хут «Пӗтӗм чӑвашсен пӗрлӗхлӗ диктанчӗ» акци ирттереҫҫӗ. Вӑл 2013 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан мӗн пур хулапа ялта иртет.

Диктант И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 13.00 сехетре пуҫланать. Хӑйсем пурӑнакан вырӑнтах ҫырма кӑмӑл тӑвакансем валли диктант текстне ҫав вӑхӑтрах Чӑваш наци радиовӗпе вулаҫҫӗ. Компьютерпа ҫырнӑ е алӑпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10-15 минут хушшинче ҫак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru.

Диктант ҫырас умӗн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тӗрӗс ҫырма вӗренер» занятисем иртеҫҫӗ:

◇ акан 20-мӗшӗнче 11.

Малалла...

 

Ҫавра сӗтеле хутшӑннисемИрхи Хусан. Чӳкӗн 15-мӗшӗ. Чӳк уйӑхне кура сивӗтме пуҫланӑ ҫанталӑк. Халӑхсен хушшинчи туслӑх ҫурчӗ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра, ҫак ҫуртра «Сувар» хаҫат 15 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионти журналистсемпе хаҫатҫӑсем хушшинче ҫавра сӗтел иртрӗ. Пирӗн сайтран ҫак сайтӑн тӗп администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗ.

Хутшӑнакансем хушшинче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев, Пушкӑртра тухса тӑракан «Урал сассин» тӗп редакторӗ Михайлов Ю.Н., Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ларионов Н.Н., Пушкӑртстанра тухакан «Аван-и» радиокӑларӑмӑн редакторӗ Никитина Т.П, «Сувар» хаҫатӑн малтанхи радакторӗсемпе ӗҫченӗсем тата халӗ ӗҫлекен журналистсем пулчӗҫ. Ҫавра сӗтеле, паллах, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев ертсе пычӗ.

Ҫавра сӗтелте хаҫатсен ӗҫӗнче тӗл пулакан йывӑрлӑхсене, вӗсемпе кӗрешмелли мелсене сӳтсе яврӗҫ. Чи пысӑк тема вырӑнӗнче хаҫатсен тиражӗ пулчӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та