
«Хыпар» Издательство ҫурчӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун умӗн шӑпарлансене парнепе савӑнтарнӑ. Делегаци Кӳкеҫри тӳрленмелли интернат шкула ҫитнӗ.
Пушӑ алӑпа мар. Уяв умӗн организаци ертӳлӗхӗ ҫак шкулти ачасене кӗнекесемпе журналсем парнелеме шухӑшланӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑри шкулсенче вӗренӳ вӗҫленнӗ кун, «Хыпар» делегацийӗ ҫула тухнӑ.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов тата социаллӑ пурнӑҫпа вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Иванова ачасем умӗнче тухса калаҫнӑ, кӗнеке ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Интернат шкул директорӗ Сергей Савкин тата педагогсем кӗтмен парнешӗн савӑнса хӑнасене тав тунӑ. Ҫак кун Кӳкеҫри интернат шкул вулавӑшӗ 300 кӗнекепе пуянланнӑ.
Сӑнсем (33)

Ӗнер историк, этнограф, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатсенчен пӗрине — «Хыпара» — йӗркелекенӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине Муркаш районӗнчи Купӑрляра уявланӑ.
Николай Никольский ячӗллӗ паркра унӑн палӑкӗ умӗнчи митинга Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова уҫнӑ, кунти халӑх хӑйӗн ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Муркаш районӗ хӑйӗн паттӑрне чӑнах та манмасть. Ав Николай Никольский ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Купӑрляра, историк тата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗсенчен пӗрине йӗркелекен кун ҫути курнӑ ялта, унӑн бюстне лартнӑ. Этнограф ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне Никольский музейне реэкспозици тунӑ, шкула ҫӗнетнӗ, тӗслӗх вулавӑш уҫнӑ.
Район историне, унӑн паллӑ ентешӗсене халалласа «Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Купӑрляра, Никольский ҫуралнӑ ҫуртра, ятарлӑ паллӑ ҫакнӑ, Николай Васильевичӑн ашшӗ тунӑ парка тата пӗвене ҫӗнетнӗ.
Шупашкарта Николай Никольский ячӗпе проспект хисепленет.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫамрӑк корреспонденчӗсен слечӗ иртрӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ районтан пухӑннӑ 100 яхӑн ача хутшӑнчӗ.
Пухӑннисене фойере пукане театрӗн артисчӗсем кӗтсе илчӗҫ, ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттерчӗҫ. Ҫамрӑк журналистсене ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев, Чӑваш наци телерадиокоипанийӗн директорӗ Александр Магарин, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев, ЧР Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пухӑннисене хаҫат-журналпа малашне те туслӑ ҫыхӑну тытма чӗнсе каларӗҫ.
Алексей Леонтьев чи пултаруллисене ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн «Хыпар» издательство ҫурчӗн тав хутне пачӗ. «Тантӑшпа» «Тетте» редакторӗ Владимир Федоров та хаҫат корреспонденчӗсен малашне те хаҫата интереслӗ материалсемпе пуянлатасса, хаҫатпа журнал тусӗсем хутшӑнасса шанать. «Самант» редакторӗ Владимир Степанов журнал ирттернӗ «Тӑван культура» — Раҫҫей культурин тӗпренчӗкӗ» викторина ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ Пӗтӗм чӑвашсен диктантне Культура ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ.
Кӑҫалхи диктант текстне поэт, тележурналист, ЧР Пашалӑх премийӗн лауреачӗ, ЧР ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ Марина Карягина ҫырни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие кӑҫал хальлӗхе 800 ӗҫе тӗрӗсленӗ. Вӗсен йышӗнче — шкул ачисем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, журналистсем, чиновниксем. Диктанта куҫӑн мар майпа та ҫырма май пулнӑ (диктант тексчӗ Чӑваш наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче, Наци телерадиокомпанийӗн официаллӑ сайтӗнче янӑранӑ), ҫавӑнпа хальлӗхе ку мелпе мӗн чухлӗ ҫын ҫырнине пӗлтермен-ха.
Пӗлтӗр, аса илтеретпӗр, Юрий Сементер хатӗрленӗ текста 2000 ытла ҫын ҫырнӑ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ку хисеп 3 пинрен иртнӗ.
Пӗтӗм вырӑс диктанчӗ те, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ те пӗлтӗр республикӑра пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Елчӗкре «Чӑваш чӗлхи, тӑван ен культури, чӑвашлӑх ыйтӑвӗсем» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна йӗркеленӗ Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи Нина Левая пулчӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Шупашкартан «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ А.П.Леонтьев, «Тӑван ен культури» кӗнекесен авторӗ Е.А.Михайлова (Енькка), ЧР учителӗсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Г.Н.Никифоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗ Эктор Алос-и-Фонт, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн доценчӗ Н.Г.Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.М. Семенов килсе ҫитрӗҫ. Ҫавӑн пекех Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен культури, истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин канӑшлава хутшӑнакансене Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.

«Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) интернет-хаҫатра Валерий Туркай Республика Элтеперӗ патне янӑ уҫӑ ҫырӑва пичетленӗ.
Чӑваш халӑх сӑвӑҫи, Михаил Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ыртӑвӑмлӑх фончӗн ертӳҫи, Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни Валерий Туркай «Хыпар» хаҫатӑн шӑпишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ. Уйрӑмах ӑна чӑваш халӑх хаҫатне 23 ҫул хушши пӗр ҫын ертсе пыни, пӗлтӗртенпе пур чӑваш хаҫачӗ те пӗр ҫын аллине лекни (редакцисене пӗрлештернине Валерий Туркай «чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине хирӗҫ тунӑ преступлени» пек хаклать) пӑшӑрхантарать иккен. Хӑш-пӗр авторсене пичетлеменни, издательство холдингӗн ертӳҫи редакци автотранспорчӗпе хӑйне кирлӗ пек уҫа курни — ҫивӗч ыйтусем пулса тӑраҫҫӗ имӗш.
Хӑйӗн ҫырӑвне Валерий Туркай «Тата хӑҫанччен А. Леонтьев «Хыпарпа», чӑвашла тухса тӑракан ытти хаҫат-журналпа хуҫаланать?» текен ыйтупа вӗҫленӗ.

Чӑвашла пӗлтерӳ конкуренцие пӑсни ҫинчен йышӑннӑ суд пӗтӗмлетӗвӗ пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ-пуҫ «Хыпар» хаҫата пырса тивнӗрен унӑн тӗп редакторӗпе Алексей Петрович Леонтьевпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр, унӑн шухӑшне пӗлтӗмӗр.
Шупашкарти 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ суд ӗҫӗ пирки вӑл пӗрремӗш хут илтет. Пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ материалсене хаҫатран ыйтни пулнӑ, анчах та редакцирен никама та суда чӗнмен, суд йышӑнӑвӗпе те паллаштарман.
Кунашкал йышӑнупа Алексей Петрович, паллах, килӗшмерӗ — унӑн шухӑшӗпе — суд пӗтӗмлетӗвӗ чӑвашла хаҫатсене хӗсет (чӑн та, капла пӗлтерӳсене чӑвашла пама юрамасть пек пулса тухать). Ҫавӑн пекех «Хыпар» хаҫат ял ҫынни валли ҫеҫ тени те тӗрӗс мар — Шупашкарта кӑна унӑн тиражӗ 2300 ытла саланать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра патшалӑхӑн икӗ чӗлхи шутланать — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Ҫавӑнпа чӑвашла хаҫатсем те пӗлтерӳ пама юрӑхлӑ пулни пӗрре те иккӗлентермест.
Чулхулара вырнаҫнӑ Атӑлҫи-Вятка округӗн федераллӑ арбитраж сучӗ нумай пулмасть Чӑваш Республикинчен килнӗ кассаци жалобине пӑхса тухнӑ пулать — «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн депутачӗн Моляков И.Ю. урлӑ янӑ Петров В.А. ӳпкевре 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка торг ирттермесӗр икӗ обществӑна тара панипе килӗшмен иккен. Саккун пӑснине вара пӗлтерӗве чӑвашла тухакан «Хыпар» хаҫатра вырнаҫнинче курнӑ.
Чулхулари суд ҫак ӗҫ-пуҫра саккуна пӑснӑ тесе ҫирӗплетнӗ — конкуренцине хӳтӗлекен саккунӑн 15 статьин 1-мӗш пайӗпе килӗшсе кӑймасть имӗш. Йӗрке пӑснине ҫак суд вара хула Администрацийӗ тивӗҫлӗ МИХа суйламаннинче, суйланӑ хаҫат саккуна тивӗҫтерменнинче курнӑ иккен. «Хыпар» хаҫатра пичетлени хуҫалӑх ӗскерӗсене муниципалитетӑн хурпӑрлӑхӗпе уҫӑ курма чӑрмав кӳнӗ пулать тата ҫӗр лаптӑкӗн пасарӗнчи конкуренцине чӑрмавланӑ. Суд хула Администрацине малашне тивӗҫлӗ МИХпа усӑ курма хушнӑ (хайхи чӑвашла хаҫатсем вӗсен шутне кӗме пултараймаҫҫӗ ӗнтӗ).
Суд ӗҫ материалӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн «Хыпар» хаҫат ҫӗр лаптӑкне тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳ валли каймасть тесе палӑртнӑ: ку хаҫат вӗсен шухӑшӗпе ытларах ял ҫыннисем валли тухать тата чӗлхи те унӑн — чӑвашла.
Чӑваш Енӗн медиатытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ. Ӗнертен тытӑнса «Советская Чувашия» хаҫата Владимир Васильев ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен вӑл «Коммуналлӑ технологисем» тулли мар яваплӑ обществӑн пресс-службине ертсе пынӑ. Маларах вара «Чебоксарские новости» хаҫат корреспондентӗнче, Чӑваш Енӗн ЧР Ҫурт тӑвӑм министерствинче, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче, федерацин Чӑваш Енӗн тӗп инспекторӗн пресс-службисенче тӑрӑшнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче 13 ҫул тимленӗ Африкан Соловьев ӗҫе пӑрахма шут тытнӑ-мӗн. Кун пирки Regnum информаци агентствине республикӑн информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ иккен. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх вара Соловьева министерство урлах ӗҫрен хӑтарнӑ.
«Атӑл-Волга» издательство ҫурчӗ тата «Тантӑш» хаҫат «Хыпар» издательство ҫурчӗпе пӗрлешнипе йӗркеленекен холдинга чылай ҫул «Хыпарӑн» тӗп редакторӗнче тӑрӑшакан Алексей Леонтьев ертсе пырӗ.
Наци телевиденийӗпе радио компанийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс та иртнӗ. Унта пурӗ 9 кандидат хутшӑннӑ. Анчах «ҫӗнтерӳҫӗсем пулманнине кура» конкурса каярах тепӗр хут йӗркелӗҫ.
Чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе акан 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин ӗҫченӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2013» акцие хутшӑнчӗҫ.
Диктанта ҫырма сахал мар ҫын пухӑннӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультетне кӑна 500 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — студентсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, журналистсем. Диктантра чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста усӑ курнӑ.
Диктанта мӗнлерех ҫырнине пӗлес тесен ыран е виҫмине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн сайчӗсене кӗрсе пӑхмалла.
Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие йӗркелекенсен шутӗнче — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» хаҫат тата Чӑваш наци радиовӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси.
