: «халӑх чӑваш пулма пӑрахас туртӑм ҫав тери пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырать-ҫке»
---------------
Пӗлместӗп, таҫта тупаҫҫӗ ҫав хурлӑхлӑ шухӑшсене. Ҫитес вӑхӑтра хам та статья ҫырасшӑн-ха. Ак нумай пулмасть квадроциклистсен клубне кӗме тиврӗ. Питех те уйрӑм ушкӑнсем темелле: ӑҫта эндуристсемпе квадроциклистсем, ӑҫта чӑваш чӗлхишӗн ҫунакан культура ӗҫченӗсем. Мӗн тӗлӗнтерчӗ? Ара ним мар, ним вӑтанмасӑр чӑвашла калаҫаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ! Мана чӑваш чӗлхи кирлӗ мар тесе калакан пӗрре те пулмарӗ. Вӗсен йышне кӗнӗ хыҫҫӑн хам пирки каласа патӑм та — мана чӑвашла саламларӗҫ! Ман ӗҫе ырлакан темиҫе ҫын тупӑнчӗ! Вӗсем пӑшӑрханса лармаҫҫӗ — чӑваш чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ кӑна!
Мĕтри Ванччă // 1504.47.2917
2026.11.06 23:03
Аçтахар, çапли çапла-ха вăл, тус-юлташпа, тăван-пĕтенпе пурте чăваш эпĕр, чăвашла калаçатпăр-шӳтлетпĕр, анчах ыйтса пĕл-ха ак хăвăн чăвашла калаçакан-шӳтлекен эндуристусемпе квадроциклистусенчен: хăшĕ хăйĕн ачи-пăчипе чăвашла калаçать, хăшĕн ачи-пăчи чăвашла сăмахлать, хăшĕ хайĕн ачи-пăчине шкулта чăвашла темĕпĕр те, чăваш чĕлхине вĕрентет (е, тĕрĕсрех, çĕнĕ саккунпа килĕшӳллĕн, хăйĕн ачине чăвашла вĕрентме ыйтса заявлени çырса панă шкул ертӳçисене)? Миçе %?
эпĕ // 1720.41.3800
2026.11.07 01:26
Кĕнекене куртăм. Мана мĕн вĕрентни мар, мĕнле пурăнма май пуррине пĕлни кирлĕ.
Микиш Ачи // 1720.41.3800
2026.11.09 23:17
Посланире Глава наци шкулĕ çинчен мĕн калать? Шкул тумалла, апат памалла... ачасене кам валли ÿстеретпĕр? Чăвашра чĕлхе те, хамăр та скоро кирлă мар пулатпăр. Паянах пăрахар чăваш пупма та пуур халăхран маларах Путинран Тусрăх Орденĕ илер!
Вырак // 1959.76.6333
2026.11.10 07:16
Эсӗ вуласа тух ха тепӗр хут Мӗтри Ванччӑ ҫырнине.Ухмаха персе ывӑнмарӑн и?
Мĕтри Ванччă // 3450.96.2679
2026.11.11 15:20
Мĕскер пулса иртет ку сайтра? Ăçта кайса кĕнĕ Аçтахарăн комментарийĕ, ман комментари?
Микиш Ачи // 1467.61.7990
2026.11.12 23:52
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт)