Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.8 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсен ҫыххи: Политика

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар депутачӗсем ларура хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухассине пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Лару иртнӗ, йышӑну тунӑ.

Должноҫрен каяссине Владимир Доброхотов хӑй та халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Ку «ҫӗнӗ тӗллевсем пулнипе» ҫыхӑннине пӗлтернӗ, пӗр командӑра ӗҫленӗ ҫынсене тав тунӑ.

Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн страницинчи постӗнче Олег Николаева суйлавра ҫӗнтернӗ ятпа тав тунӑ. «Республика управленийӗн структуринче стабильлӗх сыхланса юлни питӗ пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл.

 

Политика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Паян депутатсем Шупашкар хула администрацийӗн пысӑк залӗнче икӗ ыйтӑва пӑхса тухма пухӑнӗҫ. Пӗри – хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова срок тухичченех должноҫрен хӑтарасси.

Аса илтерер: уйӑха яхӑн ӗнтӗ хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Станислав Трофимов пурнӑҫлать. Сӑмах май, ҫак схемӑпах 2024 ҫулта Владимир Доброхотов Денис Спирин пуканне йышӑннӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Доброхотов «Дорэкса» таврӑнма пултарать.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Суйлав иртсе кайрӗ, ЧР Элтеперӗ малашне те Олег Николаев пулӗ. Инаугураци аванӑн 26-мӗшӗнче пулӗ.

Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Ҫавна май ҫав кун кӑтартма палӑртнӑ спектакле аванӑн 30-мӗшӗ ҫине куҫарӗҫ. Ун чухне вӑл 15 сехетре пуҫланӗ.

Аса илтерер: суйлавра Олег Николаевшӑн суйлава пынисен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ.

 

Политика
объясняем.рф сӑнӳкерчӗкӗ
объясняем.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин халӑхпа тӳрӗ лини ирттерӗ. Анчах ӑна пысӑк пресс-конференципе пӗрле ирттерӗҫ. Кун пирки ҫӗршыв ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.

Кремль тӳрӗ лини ирттерме хатӗрленме пуҫланӑ. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче йӗркелесе ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215548
 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Народный писатель Чувашской АССР Н. Т. Терентьев и чувашские драматурги» (чӑв. Чӑваш халӑх писателӗ Н.Т. Терентьев тата чӑваш драматургийӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Николай Терентьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ситнине халаллӗҫ.

Николай Терентьев - драматург, тӑлмачӑ, артист, театр критикӗ; К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн Профессилле ҫыравҫӑсен П. Осипов ячӗллӗ премийӗн, К. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

Вӑл Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен, Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗ ҫумӗнчи Аслӑ литература курсӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Тӑван колхозра счетоводра, кайран шкулта пуҫламӑш классен учителӗнче ӗҫленӗ. Кайран вара вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актер тата литература пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ Сергей Лекарев хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку должноҫре тивӗҫе пурнӑҫлама Марат Якушева шаннӑ.

«Марат Рифкатович экономикӑн чӑн секторне аван ӑнланать, юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкарти аш-какай комбинатне ӑнӑҫлӑ ертсе пычӗ», — ырласа ҫырнӑ республика ертӳҫи Олег Николаев.

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов хыпарланӑ тӑрӑх, Марат Якушев республикӑри промышленность предприятийӗсене чӗрӗк ӗмӗр ытла ертсе пынӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР промышленноҫ тата энергетика министрӗ Сергей Лекарев хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре Промышленноҫ министерствине 5 ҫул каялла, Олег Николаев Элтепер пулса тӑрсан, йӗркеленӗ. Ку таранччен унта нумай министр улшӑннӑ, Сергей Лекарев улттӑмӗш пулнӑ. Унччен Игорь Воропаев, Александр Доманин, Евгений Герасимов, Александр Кондратьев, Борис Марковцев министр пулнӑ.

Сергей Лекарев биографийӗпе тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/9748
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Суйлав комиссийӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ Олег Николаевшӑн сасӑлава килнӗ ҫынсен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ (пӗтӗмпе 355 975 ҫын).

Иккӗмӗш вырӑнта — ЛДПР парти кандидачӗ Константин Степанов (14,23%). Виҫҫӗмӗш вырӑнта «Ҫӗнӗ ҫынсем» парти пайташӗ Максим Морозов (8,37%). «Пенсионерсен партийӗнчи» Владимир Ильиншӑн 29 517 ҫын сасӑланӑ (5,56%). Юлашки вырӑнта «Симӗссисен» партийӗнчи Владимир Савинов, уншӑн 16 704 ҫын сасӑланӑ (3,15%).

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин гражданла оборона тата инкеклӗ лару-тӑру министрӗн ҫумӗ пулма Александр Кирьянова ҫирӗплетнӗ.

Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Ҫамрӑксен политикин управленине ертсе пыма Алексей Иванова шаннӑ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Алексей Иванов Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралнӑ. Муниципалитет службинче 10 ҫул ытла ӗҫленӗ. 2014 ҫултанпа вӑл тӑван районӗн администрацийӗнче финанс пайӗнче специалист пулса тӑрӑшнӑ. 2018 ҫултанпа информатизаци, цифра аталанӑвӗн тата информаци технологийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тимленӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ те пулнӑ.

Юлашки вӑхӑтра вӑл эпир маларах асӑннӑ управленире пуҫлӑх ҫумӗ пулса тимленӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ...183
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй