Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Политика

Политика
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.

Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Конституцийӗн 72-мӗш статйипе килӗшӳллӗн алӑ пуснӑ. Сергей Геннадьевич унччен Председателӗн ҫумӗ пулнӑ.

Хушӑва Олег Николаев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Политика
opchr21.ru сайтри сӑн
opchr21.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленине халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – Кирилл Лукин.

Унччен ку вырӑнта Иван Филиппов пулнӑ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ, «Каскад» ГРОМ» пилотсӑр авиаци бригадинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать. Кирилл унӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӑл ку дожноҫе пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче ӗҫлеме килнӗ.

Кирилл Лукин «Сывӑ наци» общество организацийӗн председателӗ те пулнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Справедливая Россия – Патриоты – За правду» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Патриотсем — Чӑнлӑхшӑн) партин регионти уйрӑмӗн председателӗ Анатолий Аксаков Игорь Моляковпа Владислав Солдатова партирен кӑларттарасшӑн иккен. Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, Моляковпа Солдатов парти тата Николаев ятне яраҫҫӗ. Суйлав ҫулӗнче ун пек туни пушшех те вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлать иккен.

Хӑйӗнпе пӗр партире тӑракан ике депутата мандастӑр хӑварма ыйтса РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков партин тӗп канашне ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР строительство министрӗ пулнӑ Михаил Коледа ЧР Элтеперне Олег Николаева суда панӑ. Тавӑҫа Шупашкарти Ленин районӗн судне нарӑсӑн 5-мӗшӗнче тӑратнӑ.

Михаил Коледа ӗҫрен кӑларса янипе мар, «шанчӑкран тухнӑ» тенипе суда панӑ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Олег Николаев Михаил Коледана шанӑҫран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.

Суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Ольга Егоровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Министр ҫумне ӗҫен мӗншӗн кӑларнине уҫӑмлатман.

Палӑртса хӑварар: Ольга Егоровӑна министр ҫумне 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ.____

 

Политика

ЧР Элтеперӗн пресс-секретарьне Борис Краснова ӗҫрен кӑларни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку вырӑна ҫын шыраҫҫӗ.

Ваканси пирки «Раҫҫейри ӗҫ» федераци порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, 2021 ҫулта Элтепер валли HeadHunter рекрутер урлӑ шыранӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ вырӑнне килекен ҫынна 127-142 пин тенкӗ шалу шантарнӑ.

Ҫак вырӑна юриспруденци, филологи, истори, ют чӗлхесен, журналистика енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынна шыраҫҫӗ. Граждан службинче е специальноҫпе ӗҫлесе 4 ҫултан сахал мар стаж пулмалла.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев отставкӑна каймасси пирки пӗлтернӗ. Аса илтерер: сесси ӗнер иртнӗ.

Олег Алексеевич хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Енри халӑхӑн шанчӑкне тӳрре кӑларнӑ, малашне те вӑл ҫапла ӗҫлесшӗн.

Аса илтерер: Олег Николаевӑн срокӗ авӑн уйӑхӗнче тухать, ун чухне суйлав пулӗ.

 

Политика
"На связи" порталти сӑн
"На связи" порталти сӑн

Малашне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов пулӗ. Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче пӗлтернӗ.

Ку таранччен ҫак тивӗҫе Элтепер хӑйех пурнӑҫласа пынӑ. Сергей Артамонов 2015 ҫултанпа ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. 2017 ҫултанпа вара – вице-премьер. Вӑл – Михаил Игнатьев командинчен юлнӑ пӗртен-пӗр министр халӗ.

Палӑртмалла: Сергей Артамонов 1977 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумне Владимир Гладнева ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Владимир Гладнев Мари Элтен килнӗ, вӑл унта Росздравнадзорӑн упарвленине ертсе пынӑ. Сывӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумне ӑна 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лартнӑ.

Халӗ вара Владимир Степанов министрӑн икӗ ҫум кӑна юлнӑ: Резеда Хуснетдинова тата Олеся Игнатьева.

 

Политика
Олег Белов. chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Олег Белов. chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче республикӑри тата тепӗр пуҫлӑха ӗҫрен кӑларнӑ. Маларах эпир Чӑваш Енӗн строительство экспертизин тата хаксене йӗркелекен центрӗн директорне Ольга Ахмеевӑна ӗҫрен кӑларнине пӗлтернӗччӗ.

Халӗ вара Республикӑн Пӗрлехи заказчикӗн службин директорне Олег Белова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Асӑннӑ организаци республикан Стройминне пӑхӑнса тӑрать.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...181
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 21

1925
101
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
101
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
79
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй