Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Политика

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропорта ҫак самантра вӑхӑтлӑха хупнӑ. Унта вӗҫсе килекен самолётсене йышӑнмаҫҫӗ тата унтан вӗҫтерсе ямаҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗн тӑрӑхра ракета хӑрушлӑхӗ пирки пӗлтернипе ҫыхӑннӑ.

Пирӗн енне ракета вӗҫсе килнине асӑрханӑран сиренӑсем янӑраса кайрӗҫ, шкулсемпе ача пахчисенче ачасене хӑрушсӑр вырӑна пухӑнма хушнӑ. Кун пек йышӑнӑва социаллӑ учрежденисенче те пӑхӑнаҫҫӗ.

Ҫак самантра Шупашкарти аэропорта ҫеҫ мар, Хусантине тата Анат Камӑрине те хупса хунӑ. Ракета хӑрушлӑхӗ пирки Тутарстансӑр пуҫне Чулхула облаҫӗнче те пӗлтернӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн премьер-министрне Сергей Артамонова II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ку хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Аа илтерер: Сергей Артамонов 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ, 2017 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗнченпе – премьер-министр. 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнченпе вӑл Чӑваш Ен правительствине вӑхӑтлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Икӗ уйӑхран ӑна ку должноҫре ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен Сергей Геннадьевич «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗн пуканне йышӑннӑ. Унӑн кандидатурине Дмитрий Медведев ырланӑ.

Сергей Артамонов 1977 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчен тата Раҫҫей коопераци университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1998 ҫулта ӗҫ карьерине агрономран пуҫӑннӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Тӳрех аса илтерер: унчченхи министр ҫумне Марина Лежнинана должноҫре ӳстернӗ, вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑнӑ.

Министр ҫумӗн пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Влаҫ органӗсенче вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Александр Кириллов Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ. Унта вӑл 12 ҫул тӑрӑшнӑ. Кайран, 12 ҫул, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Александр Кириллов Вӗренӳ министерствинче професси тата хушма пӗлӗвӗн, ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси, ӑслӑлӑх аталанӑвӗн кураторӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех воспитани ӗҫӗн тата ҫуллахи канӑвӑн блокне ертсе пырӗ.

 

Политика
Александр Андреев
Александр Андреев

Кӑҫал Патшалӑх Думине депутатсене суйламалла. Ҫавна май партисем авӑн уйӑхне хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче КПРФ та.

Нумай пулмасть партире праймериз иртнӗ. «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх «Халӑх депутачӗ» умсасӑлава пурӗ 2,4 миллион ҫын хутшӑннӑ.

Ҫӗпӗр халӑх депутачӗсен пухӑвӗнче КПРФ ТК председателӗн ҫумӗ Юрий Афонин малтанхи пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарнӑ. Электронлӑ площадкӑра 100 пин ытла умсуйлавҫӑ хӑйӗн сассине панӑ. Ҫапла май праймеризра мала тухнӑ кандидатсене палӑртнӑ. Вӗсен йышне Чӑваш Енри коммунистсен партийӗн пӗрремӗш секретарӗ Александр Андреев та кӗнӗ.

Ҫирӗм ҫын хушшинче ҫавӑн пекех Патшалӑх Думин хальхи депутачӗсем Михаил Матвеев, Олег Михайлов тата Сергей Обухов, Ингушетири уйрӑмӗн пӗрремӗш секретарӗ Хамзат Кодзоев, Олег Новицкий летчик-космонавт тата ыттисем кӗнӗ. 2021 ҫулта пӗр мандатлӑ округсенчен суйланнӑ Сергей Казанков та мала тухнӑ ҫирӗм ҫын шутне кӗнӗ.

Ҫитес суйлавра хӑш-хӑш ҫынна парти йышӗнчен суйлава тӑратассине пухӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.kommersant.ru/doc/8729060
 

Политика

«Чӑвашрессовпроф» профсоюзсен республикӑри пӗрлештернӗ организацине ертсе пыма Алексей Гурьева суйланӑ.

Шупашкарта асӑннӑ организацин XXXI отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унта Чӑвашресосвпрофӑн ҫӗнӗ председательне суйланӑ. Алексей Гурьев кандидатурине пӗр ҫын хирӗҫ пулман, пурте пӗр саслӑн пулса уншӑн сасӑланӑ.

Алексей Гурьев унччен организацин председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл «Пӗрлехи Раҫҫей» партин регионти ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2019 ҫулта ӑна республикӑн вӗренӳ министрӗн заместителӗн портфельне тыттарнӑ, 2020 ҫулта Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин заместителӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ.

 

Политика
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре виҫӗ министрӑн ҫӗнӗ заместителӗсене ҫирӗплетнӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ Анатолий Такмаков пулса тӑнине, вӗренӳ министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне Марина Лежнинана шанса Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата физкультурӑпа спорт министрӗн те ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнине пӗлтӗмӗр. Кун пек хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫре Оксана Андреева тӑрӑшӗ.

Оксана Валерьевна 2003 ҫултанпа финанс сферинче ӗҫленӗ-мӗн, 2023 ҫулта вара ӑна Ҫӗрпӳ округӗнче пуҫлӑхӑн экономикӑпа финанс енӗпе заместитель пулма шаннӑ.

 

Политика
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ЧР вӗренӳ министрӗн ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вырӑнӗнче Марина Лежнина ӗҫлӗ. Ведомствӑра вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Марина Лежнина министрӑн ҫумӗ пулнӑ.

Унӑн кун-ҫулне илес тӗк, вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн биологипе хими факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Министерствӑна ӗҫлеме киличчен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн — ҫӗнӗ ҫум. Йышӑнӑва республика премьер-министре Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе Анатолий Такмаков йышӑннӑ. Вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 10 ҫул ӗҫлет. Унта Анатолий университет пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ, тӗп специалист-экспертран пуҫласа консультант тата сектор заведующийӗ таран ӳснӗ.

Палӑртса хӑварар: министрӑн унчченхи ҫумне Ленар Балтаева 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шӑмӑршӑ округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин отставкӑна каясшӑн. Ӑна вӑхӑт ҫитиччен маларах хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кӑларас ыйтӑва ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вырӑнти депутатсем пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Галкин ҫынна ҫапнӑшӑн штраф тӳленӗ. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче округ пуҫлӑхӗ сунар сезонӗ пирки пуху ирттернӗ. Ҫавӑн чухне Сергей Галкин 70 ҫулти сунарҫӑпа вӑрҫӑнса кайнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах, алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Пуҫлӑх 70-ти ҫынна ҫапнӑ. Миравай суд пуҫлӑх айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.

 

Политика
Илья Царевскин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Илья Царевскин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗн Ҫамрӑксен политикин управленине ертсе пырӗ. Кунта сӑмах Илья Царевский пирки пырать.

Асӑннӑ управлени пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул ӗҫлет иккен, ҫав вӑхӑтра унта халӗ пиллӗкмӗш пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ.

Илья Царевский 2020 ҫулхи пуш-юпа уйӑхӗсенче республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса пӑхнӑ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче воспитани, ҫамрӑксен политики тата социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен проректорта тӑрӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...183
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть