|
Чӑвашлӑх
![]() Ярапайкассинчи Лидия Александрова Муркаш районӗнчи Ярапайкассинче пурӑнакан Лидия Александрова паян кун та ӗлӗкхи ӗҫ йӗркине алӑран яман. Ун патӗнче хӑнара пулнӑ Марина Карягина тележурналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кинеми «хӗлӗн-ҫӑвӗн ҫип хатӗрлесе пир тӗртет». Телекуравҫӑсем Муркаш районне ӗлӗкхи ӗҫ йӑли-йӗркине ӳкерме кайнӑ: пир тӗртнине, ҫип пӗтӗрнине, пир ҫапнине тата ыттине те. Марина Карягина ҫырнӑ тӑрӑх, Ярапайкассинчи кинемисем кӑтартассишӗн туса кӑтартман ҫак ӗҫсене. Маларах асӑннӑ Лидия Александрова, акӑ, ҫип хатӗрлесе пир тӗртет. Кунпа вӑл хӗлле те, ҫулла та аппаланать. Чун канӑҫне тата ал пыракан ӗҫе пурнӑҫлама Лидия Даниловнӑн пир тӗртмелли станок та, ун валли кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр те упранса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑвашлӑх хӑрушлӑхра тӑнине хӑш-пӗр ҫынсем глобализаципе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӑна айӑплаҫҫӗ. Ҫав япалана пулах чӑваш чӗлхи ҫухалса пырать имӗш, чӑвашлӑх имшерленсе те имшерленсе пырать. Анчах глобализацине ҫапла айӑплани тӗрӗсех-ши? Тӗнче пӗр вырӑнта тӑмасть. Вӑл аталансах пырать. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра чылай пулӑм тӗнче шайӗнче вӑй илме пуҫларӗ. Енчен иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш пурнӑҫне тӗнчери вӑйсем пырса тивмен пулсан хальхи вӑхӑтра ку апла мар тесен пысӑк йӑнӑш пулӗччӗ. Чӑн та чӑваш тӗнчи ҫине глобализаци текенни сахал мар витӗм кӳрет. Глобализацине айӑплани вӑл, ман шутпа, питӗ тӗрӗс мар ҫул. Тӗнче аталанӑвӗнчен эпир ниҫта та тарса пытанаймӑпӑр. Таҫти упа шӑтӑкне кайса пурӑнма пуҫласан та унӑн витӗмӗ пире ҫав-ҫавах пырса лекет. Глобализацирен тарма май ҫук. Пытанма та кирлӗ мар. Глобализацине темле те вӑрҫма май пур, анчах та унӑн лайӑх енӗсем те ҫук мар. Вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлмелле кӑна. Ак, сӑмахран, глобализаци пулман пулсан эпир хамӑр компьютер таврашӗ шухӑшласа кӑларайман пулӑттӑмӑр. |
|
Чӑвашлӑх
![]() Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.Д. Димитриев профессор ҫырса хӑварнинчен ҫакӑ паллӑ: чӑвашсем ХVI ӗмӗртен пуҫласа пайланса пурӑнма тытӑннӑ, вӗсен пӗр ушкӑнӗ хальхи Чӑваш Республикин ҫурҫӗр тата вӑтаҫӗр районӗсенче, тепӗр пайӗ Хусанҫи таврашӗнче тӗпленнӗ. Хусантан пуҫласа Нухрат Атӑл (Вятка) таранчченех Чӑваш Тӑрӑхӗ текен аслӑ ҫул сарӑлса выртнӑ. Хальхи Елчӗк, Комсомольски, Патӑръел, Шӑмӑршӑ районӗсен вырӑнӗнче, Чулман Атӑл хӗрринче, Чӗмпӗр, Самар, Пенза тата Сарӑту енче ирӗк ҫӗрсем пулнӑ. Ку вырӑнсене нухайсем тата ытти халӑхсен уртисем ҫу каҫма килкелесе ҫӳренӗ. Самана лӑплансан пирӗн мӑн асаттесем хӑйсем малтан пурӑннӑ вырӑнсене таврӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта халӑх хытӑ хунать, тыр-пул анисем хӗсӗкленсе ҫитнипе чӑвашсем ҫывӑхра тата аякра ирӗк выртакан ҫӗрсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ. Темиҫе ӗмӗр хушшинче ҫӗршер те пиншер ял ҫӗкленет. Камсем тата хӑҫан килсе тӗпленнӗ-ши пирӗн тӑрӑха, чи малтан ял пуҫласа янӑ ҫын е йӑх ятне пӗлме пулать-ши? Ҫакӑ паянхи вӑйпитти арсемпе лӑплана пӗлмен шурсухалсене хытӑ шутлаттарать, тӗрлӗ архивсемпе вулавӑшсене хӑвалать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Чи пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем Шупашкара пухӑннӑ. Нумаях пулмасть СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ. Пӗрремӗш тапхӑр вырӑнти шкулсенче, культура учрежденийӗсенче иртнӗ. Унтан ачасем районпа хула шайӗнче тупӑшнӑ. Кӑҫал пӗрремӗш тапхӑра 1 пин ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкара финала вара 168 шӑпӑрлана чӗннӗ. Чи малтан чи пӗчӗккисем сцена ҫине тухнӑ. Хӑшӗ-пӗри тин кӑна калаҫма вӗреннӗ. Ачасем сӑвӑ е калав сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Конкурсра вырӑсла хайлавсене те вулама юрать, анчах чылайӑшӗ чӑвашла сӑвӑ каланӑ. Чи аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ — Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи Ольга Архипова. Палӑрмалла: ҫак конкурса Владимир Григорьев пуҫарса янӑ. Ӑмӑртӑва килнӗ кашни ача, ҫамрӑк Вера Кузьминапа сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Мускаври патшалӑх университечӗн Культура ҫуртӗнче «МПУри студентсен ҫуркунни – 2017» фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Унта вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн наци тумтирне кӑтартнӑ. Ӗҫсен авторӗ — асӑннӑ аслӑ шкулта халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ Зинаида Воронова тата студентсем. Мускаври патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнине, наградӑпа ректора пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. МПУ ректорӗ Виктор Садовничий тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев аслӑ шкулпа Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен те алӑ пуснӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=3552413 Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхалӗнчи вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ иртнӗ. Сумлӑ хӑнасене — Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрне Юрий Исаева, Вӗренӳ институчӗн проректорне Светлана Петрована, чӑваш халӑх поэтне Юрий Сементере, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сӑвӑҫсене, Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхне Ирина Рубцована — чӑваш кӗпи, тухья тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ тутӑр ҫыхнӑ, саппун ҫакнӑ ачасем кӗтсе илнӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те, ялти фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем те вӑйӑ картине хутшӑннӑ. «Алран кайми аки-сухи» чӑваш халӑхӗн гимнне пурте пӗрле тӑрса юрланӑ хыҫҫӑн ачасем чӑваш чӗлхи илемӗ, унӑн хӑвачӗ ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. Иван Яковлев халалне тӗрлӗ чӗлхепе вуласа панӑ: Настя Михайлова — чӑвашла, Саша Васильев — вырӑсла, Таня Терентьева Таня — акӑлчанла. Конкурса хутшӑнакансем «Раиса Сарпи, Альбина Юрату сӑввисене вуласси», «Раиса Сарпипе Альбина Юрату сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене юрласси» номинацисемпе тата Иван Яковлев калавӗсем тата Раиса Сарпи юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсене выляса тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
«Алӑри тӗкӗрпе те, «Эп вӑл эп пулатӑп» теекен Фихте майлӑ философ пулса та ҫын ҫуралмасть, ҫавӑнпа вӑл малтан, тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек, тепӗр ҫын ҫине пӑхать. Павӗл ҫын хӑй пек ҫын пулнине йышӑнсан кӑна Петӗр ҫын хӑйне хӑй ҫын пек йышӑнма пуҫлать. Ҫакӑнпа пӗрлех Павӗл хӑй те, пӗтӗм ун ӳчӗ-пӗвӗпе этем хапин (формин) палӑрӑмӗ пулса тӑрать» [Маркс К., Энгельс Ф. Соч. Т. 23. С. 62.]. Чӑваша ӑнланас ӗҫри танлаштару меслечӗ пирки йӗплесе ҫырнӑ хайлавне Aqabazar (йӗкӗлти, мӑшкӑлҫӑ, ҫынтан кулакан-тӑрӑхлакан… тролль-арҫури хӑраххи) «Кам — Ху?» тесе ят панӑ («Чӑваш халӑх сайчӗ». 14.01.2017). Карл Маркс кӑна мар – паянхи тӗпчевҫӗсем те (тӗслӗхрен М. Доган тата Д. Пеласси) танлаштарӑва пӗлӳ уҫҫи пек кураҫҫӗ. Ку шухӑшлав мелӗ-юхӑмӗ малашне те тухӑҫлӑ, ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. «Тата вӑл, Юрий Яковлев, мӗн телейпе пире ҫак ятсене иле-иле кӑтартать: Андрей Кончаловский режиссер, Александр Проханов, Эдуард Лимонов, Виктор Ерофеев, Юрий Поляков, Максим Кантор.... Ҫывӑхри Тухӑҫ Институчӗн президенчӗ Е.Я. Сатановский? Мӗн илӗртӳлли пур-ши чӑвашшӑн ҫак ят пеккисенче? |
|
Чӑвашлӑх
![]() Муркаш районӗнчи Калайкасси вӑтам шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Вӗсем шкулта Е.Е. Ерагин пухса йӗркеленӗ шкул музейӗпе, Афган вӑрҫине халалланӑ музейпа, Тури чӑвашсен музейӗ хатӗрленӗ Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем 25 ҫул тултарнине халалланӑ куравпа тата «Чӑваш сурпанӗсем» фотокуравпа, шкул вулавӑшӗнче йӗркеленӗ Зинаида Васильевна тата Петр Яковлевич Мазуркинсен куравӗпе паллашнӑ. Муркаш район администраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев фестивале уҫнӑ май Муркаш тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫ вӑйланса пынине, тӑван чӗлхене упрасси кашнин тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин культура министрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ачасене чӑн-чӑн патриотсем тесе хавхалантарнӑ, чӑваш чӗлхине юратмалли тата ытти халӑх чӗлхисене хисеплемелли пирки каланӑ. Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова Калайкасси шкулӗнчен тӑван чӗлхепе таса та илемлӗ калаҫма пултаракан журналистсем тухасса шаннине пӗлтернӗ. Тата ытти хӑна та ырӑ сӑмах нумай каланӑ. «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль Калайкасси шкулӗнче пуҫласа иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван чӗлхене пӗлме кашни ҫынах тивӗҫ Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев патне уҫӑ ҫыру янӑ. Ӑна ҫитсе килекен Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланинчен пуҫланӑ. Унтан «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «ҫак пӗлтерӗшлӗ уява халалласа пуҫарса янӑ #ЭпӗЧӑвашЧӗлхинеЮрататӑп #ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп интернет флешмобне» хутшӑнма йыхравланӑ. Пур районпа хула шкулӗсене, техникум-колледжсене, аслӑ пӗлӳ паракан шкулсене чӑвашла флешмоба хутшӑнма чӗнсе калакан ҫыру яма ыйтнӑ. Ҫак флешмоб ҫинчен кӗскен пӗлтерме те сӗннӗ ҫав ҫырура. Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ӗҫлекенсем тата Юрий Исаев министр «Ирӗклӗх» сӗнӗвне епле йышӑнни хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Никколай Иванччӑ — Николай Иванович Егоров, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор; Витталий Иванччӑ — Виталий Иванович Родионов, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор.
Статья тӗшшине сӑнарлӑн кӑтартни. (хаваслӑ шарж тейӗпӗр, хамӑр ӳкермен пулсан та). 1979-мӗш ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатӗнче В.Г.Родионовӑн "Чӑваш этноним ӑҫтан пуҫланнӑ?" статйи пичетленсе тухнӑ. Ахӑртнех, чӑваш тенине ҫӑваҫ тенипе чӑнласах ҫыхӑнтарас шухӑш чӑн малтан ҫавӑнта палӑрӑннӑ пулмалла. Малалла ҫав статьях "Тӑван Атӑл" журналта (1980, февраль, 2№) кун ҫути курать. Ҫав вӑхӑталлах (1980, февраль, 12-13), Шупашкарти гуманитари институтӗнче В.Г.Егоров ҫурални 100 ҫул ҫитнине паллӑ туса ӑслав сессийӗ пулса иртет. Ку сессире Н.И.Егоров "К этимологии этнонима чуваш" ятпа доклад туса парать. Докладӑн тезисӗсем ҫав ҫулах Шупашкарта пичетленсе тухаҫҫӗ (Егоров Н.И. К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В. |
