|
Чӑвашлӑх
![]() Хравути пуххинчи вӑйӑ карти Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ӗнер Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи Ҫимӗк уявне ирттерчӗҫ. Тепӗр май ӑна Хравути пуххи теҫҫӗ. Ҫӗнӗрен чертсе тӑратнӑ уяв кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ. Уяв ячӗ хравути (ыхра вути) курӑк ятӗнчен пулнӑ. Хравути пуххине сумлӑ хӑнасем, инҫетрен килнисем ҫитнӗччӗ. Вӗсем хушшинче — Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Хравути пуххи пуҫланас умӗн вырӑнти таврапӗлӳ музейне уҫрӗҫ. Унта Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарчӗ. Уяв кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Халӑх кунта Раҫҫейӗн чылай регионӗсенчен хӑнасем пухӑнчӗ — Якутинчен те Мускавран та, тата ытти тӑрӑхсенчен те пулчӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пире пӗлтернӗ тӑрӑх хӑнасем ҫавӑн пекех Майамирен, Швейцарирен те ҫитнӗ. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Вӗсен ӗҫме-ҫимипе ятарлӑ комисси паллашрӗ, кашни ял кӗтесне хак парса тухрӗ. Кашни 15 ял хӑйӗн кӗтесне хӑйне евӗр йӗркеленӗ. Сӗтеллисем апат-ҫимӗҫпе пуянччӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ. |
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта «Амазони» этнокомплекса тӑвас сӑмах пуҫласа тухнӑранпа вӑхӑт самай иртрӗ. Кайран ӗҫ майӗпен вырӑнтан хускалчӗ. Комплексшӑн яваплисем проектпа федераци программине, «2011-2018 ҫулсенче РФ туризма аталантарасси» ятлине, лекрӗҫ, укҫана унтан та илейрӗҫ. «Шупашкара 500 ҫул» паркра ӗҫ хускални халӗ сисӗнет. Ҫак уйӑхӑн ҫурринче унта журналистсене илсе кайса кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытти объектпа пӗрлех амазонкӑсен тӑватӑ кӳлепине вырнаҫтарнине кӑтартнӑччӗ. Этнопаркри ӗҫсемпе паллашма ҫак кунсенче «Чеб ру» порталти журналистсем те кайнӑ. Вӗсен вичкӗн куҫӗ Халӑх паттӑрӗсен эпосӗнчи сӑнарсен аллейине хытах тишкернӗ. Амазонкӑсенчен пӗри ҫеҫ тухья тата чӑваш тӗрриллӗ тумтир тӑхӑннӑскер иккен. Пӗри аллине амантнӑ ҫын пек тытса тӑнӑн туйӑннӑ, тепри — урасӑр тейӗн... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Купрат хан Кӑҫалхипе 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев ҫула утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухӗ. Вӑл хӑйӗн ҫулне Шупашкарта пуҫлӗ те инҫетри Туркестан таранах ҫитӗ. Каялла, Шупашкара, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫитесшӗн. Тӗплӗрех маршручӗ вара ҫакнашкал: Шупашкар — Чӗмпӗр — Ҫирӗклӗ Тук (Верхнеигнашкино) — Ӗренпур — Актӳпе (Актюбинск) — Аральск — Хӗрлӗ Урта (Кызыл Орда) — Туркестан — Чимкент — Мӑн Пулак — Шупашкар. Чунҫӳревҫӗсем яланхи пекех концертсем лартӗҫ, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курӗҫ. Чи малтанхи чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулӗ. Кунта вӗсем концерт та лартӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт Туркестанра пулӗ. Кӑҫалхи Чунҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Купрат хана асӑнса лартнӑ барьельеф патне ҫитсе пуҫ таясси. Унта ҫулҫӳреве тухнисем вӑйӑ карти те тӑвасшӑн. Чунҫӳреве тухма кӑмӑл пур пулсан 8-927-667-93-23 телефонпа шӑнкӑравлама пултаратӑр. Хакӗ: аслисемшӗн 10 пин тенкӗ, шкул ачисемпе студентсемшӗн — 5 пин тенкӗ. |
|
Чӑвашлӑх
![]() Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ача-пӑча хорӗ юрлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анне палӑкӗ умӗнче иртекен мероприятире 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килет, вӗсенчен пӗр ушкӑнӗ паян килнӗ. Республикӑн Культура министерствин халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ Татьяна Дмитриева «Хыпар» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар пуян пулӗ: «Пусть всегда будет солнце» юрӑран пуҫласа «Вместе весело шагать» таранах. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пин ачаран чӑмӑртаннӑ хор чӑвашла та шӑрантарӗ: чи малтанах — Чӑваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланӑ Гимнне, унтан — ытти кӗвӗ-ҫемӗне, ҫав шутра Филипп Лукин композиторӑн «Тӑри» юррине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ. Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станъялти почта историйӗн музейне, вӑл М7 трассӑн 630-мӗш ҫухрӑмӗнче вырнаҫнӑ, уҫӗҫ. Асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хальхи вӑхӑтра 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ музей ҫуртӗнче витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне 8 экспозици конструкцийӗ: почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ йӗркеленӗ». Музейри экспонатсене Шӑмӑршӑ районӗнчен, Буинскран ярса панӑ иккен. Станьял тӑрӑхӗнчи Владимир Деревьев музея кивӗ пукансем, шкапсем, патефон панӑ. «Чӑваш керем» проекта Сергей Сорокин ятлӑ хастар пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ. Унта «Чемен карти» этнокомплекс, сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурин этнографи музейӗ, Ҫӗпӗр тракчӗн тата Стан Ял почта станцийӗн музейӗ, «Сувар» хӑна ҫурчӗн комплексӗ тата кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Валерий Туркай Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Шупашкар хула администрацине официаллӑ мероприятисем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем ытларах кирлине палӑртакан ҫырупа тухнӑ. Тӳре-шара поэт ыйтӑвне илтнӗ: ытларах та анлӑрах усӑ курма шантарнӑ. Валерий Туркай ҫу уйӑхӗнчи уявсем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем сахаллине асӑрханӑ, ҫакӑ халӑх поэтне тивӗҫтермен. Маларах эпир «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттаракан саккуна ыйтса ҫыру хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ун пек саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панӑ тесе хуравланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи артефактсем. Ӗнтӗ такамсене хальхи Шупашкар гербӗ килӗшми пулнӑ. Чӑваш тӗнчипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман ҫынсем пире ҫӗнӗ герб парнелес хӑрушлӑх пур. Хальхи герб, тен, чӑнах та, — хӑшпӗр енчен, — ӑнӑҫсӑртарах пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех эпӗ хам Чӑваш Ен гербӗ те ӑнӑҫсӑртарах тесе шутлатӑп. Анчах та ӑна ҫӗнетес ӗҫе епле пулсан та аякри ҫичӗ ютсене ("специалистсене") шанса парас марччӗ. Епле пулсан та хамӑр чӑваш вӑйӗпех тума тӑрӑшасчӗ ҫак ӗҫӗ. Чӑн малтанах хамӑрӑн тымарсене аса илес пулать. Ҫапла вара эпӗр кирек епле пулсан та Атӑлҫи Пӑлхар тӗнчи патне пырса тӑрӑнатпӑр. Эпир илсе кӑтартакан ӳкерчӗк те ҫавнах ҫирӗплетет. Енчен те ҫӗне герб тӑвасах тесен, ҫав артефактсем ҫине таянмалла. Эппин, ҫав ӳкерчӗкри "зеркала" текен вырӑна сӑнӑр-ха, тархасшӑн! Аялти сылтӑм кӗтессе пӑхӑр! Ҫиелти куҫкӗскин тӳнтер енче тӑватӑ вӗҫенкайӑка ӳкернӗ. Паянхи тӗпчевҫесем вӗсене тӑрнасем тесе шутлаҫҫӗ. |
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем чӑвашла-тутарла калаҫу кӗнеки хатӗрленӗ. «Унта ансат калаҫӑвӑн чӑвашла-тутарла сӑмахсарӗсӗр пуҫне чӑвашла тата тутарла вулав йӗрки те пур», — тесе ҫырнӑ пӗрлешӗвӗн «Контактра» страницинче. Калаҫу кӗнекине хатӗрленӗ хастарсем: «Чӑваш тата тутар чӗлхисемпе кӑсӑкланма пуҫлас текен тутарпа чӑвашшӑн ӗҫӗмӗр усӑллӑ пуласса шанатпӑр», — тесе калаҫҫӗ. Маларах эпир «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ чӗлхе саккунӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тӗрлӗ ҫӗре пӗрре кӑна мар тухнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, юлашки икӗ ҫулта республика прокуратурине, Юстици министерствине, ЧР Элтеперӗн Администрацине, Патшалӑх Канашне шӑрҫаланӑ. «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ нумаях пулмасть тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттарма сӗнӳпе тухнӑччӗ. Унтисем саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панине, хӑш-пӗр асӑрхаттару тата сӗнӳ пулнине кура комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче тишкерессине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫеҫпӗлӗн Украинӑри палӑкне те унти хастарсем лартнӑ Украинӑри чӑвашсен диаспори Остёр хулинче тахӑҫан Ҫеҫпӗл Мишши пурӑннӑ ҫурта туянасшӑн иккен. Ку хыпара паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Издательство ҫуртӗнче Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫи Надежда Лисовая ӗҫлӗ калаҫупа пулнӑ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лидия Филипповӑпа тата «Хыпар» хаҫатӑн журналисчӗпе Андрей Михайловпа курса калаҫнӑ. Надежда Лисовая Ҫеҫпӗл пурӑннӑ йывӑҫ ҫурта, Евдокия Пенскаян пӳртне, туянас килнине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑскере унӑн хуҫи сутлӑха кӑларнӑ иккен. Ҫавна Украинӑри чӑвашсен диаспори туянса юласшӑн. Анчах илме укҫа ҫукки кансӗрлет. Аякри йӑхташсем ҫурта туянма кунти пуян чӑвашсем пулӑшмӗҫ-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна илсе юлайсан вӗсем ӑна музей евӗр упраса хӑварасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
