|
Республикӑра
Шупашкарта урам чи лайӑх шӑлакана палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 21 ҫын хутшӑнать: вуннӑн — Ленин районӗнчен, улттӑн — Калинин районӗнчен, пиллӗккӗн — Мускав районӗнчен. Пӗрремӗш вырӑна тухакана хула мэрийӗ 15 пин тенкӗ преми, 2-мӗшшӗн 10 пин, 3-мӗшшӗн 5 пин парса хавхалантарма палӑртнӑ. Шупашкар районӗнче те чи лайӑх дворниксене хавхалантарма шут тытнӑ. Анчах хысна шучӗпе мар. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов ҫитсе тухнӑ. Вӗсем чи тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене хӑйсен шучӗпе хавхалантарасшӑн. Ҫакна хастарсем урам шӑлакансен тӑрӑшӑвне сума сунипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Владимир Барсукова паянтан Экологи тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курас енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки хушӑва Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин 54-р номерлӗ хушу кӑларнӑ. Мӗн сӑлтавпа ун пек йышӑннине официаллӑ документра ӑнлантарса тӑман. Института ертсе пыма Владимир Барсуков 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче конкурс ирттерсе лартнӑ. Асӑннӑ институт автономи учрежденийӗ шутланать, вӑл республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пӑхӑнать. Владимир Евгеньевич — Наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин Евгений Барсуков генералӑн ывӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫук, темле хӑрушӑ преступлени туман вӑл. Алимент тӳлемен. Хӗрарӑм 2000 ҫулта ача ҫуратнӑ. Анчах вӑл ачине тивӗҫлипе пӑхман, амӑшӗн ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Ҫавна май 2008 ҫулта суд ӑна ӗҫлесе илнӗ шалӑвӗн 1\4 пайне алимент тӳлеттермелле тунӑ. Хӗрарӑм сусӑр-чӑлах мар, анчах вӑл ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ҫапла, паллах, амӑшӗ алимент та тӳлемен. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ — ҫур миллион тенке ҫитнӗ. Суд халӗ ӑна колони-поселение ҫур ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те ӑна ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн айӑпланӑ. Вӑл айӑпне саккун умӗнче «каҫарттарса» та пӗтереймен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче тин ҫуралнӑ ачана пульница умӗнче тупнӑ. Пӗчӗкскере ӑшӑтнӑ, унтан Шупашкара илсе кайнӑ. Ку Кӑшарни уявӗнче, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, пулнӑ. Хӗрачана ирхи 7 сехетре тупнӑ. Арҫынсем пирус туртма тухсан асӑрханӑ ӑна. Ачана утиялпа чӗркенӗ пулнӑ. Ун чухне ача ҫуралнӑранпа 5 кун кӑна иртнӗ. Пӗчӗкскерӗн сивве пула сасси те ҫӗтнӗ. Кӑвапине, ахӑртнех, амӑшӗ хӑйех ҫыхнӑ. Амӑшне тупма йывӑр, мӗншӗн тесен вӑл тухтӑрсем патӗнче учётра тӑман. Ача ялта килти условисенче ҫуралнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ хӗрача Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсемпе «Рен ТВ» телеканал журналисчӗсем пулнӑ. Вӗсем вӑл тӑрӑхри вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсене шыраса ҫитнӗ-мӗн. Татьяна Азарова тата Денис Поляничко корреспондентсем асӑннӑ районти Ҫичӗпӳрт ялӗнче вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсем нумай тенине илтнӗ-мӗн. Вӗсем ҫавсем пирки телесюжет ӳкерес тенӗ. Анчах, шел те, вӑрӑм ӗмӗрлисем паян ялта нумаях мар-мӗн. Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина «Советская Чувашия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм ӗмӗрлисем маларах, чӑн та, вӑл ялта йышлӑ пурӑннӑ-ха. 80 ҫултан кӗҫӗнреххисене унта пӗр вӑхӑтра ҫамрӑксен шутне кӗртменни кӑна пулнӑ иккен. Вӑл вӑхӑтра ялта 90 ҫултан пуҫласа 105 ҫулчченхи ватӑсем пурӑннӑ. Ҫапах та Мускав журналисчӗсене ахаль яман. Вырӑнтисем вӗсене 86 ҫулти Елена Михайловапа тата кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче 97 ҫул тултаракан Терентий Дверенинпа паллаштарнӑ. Тележурналистсем Терентий Дверенинӑн килхушшинчен тӑпрана тӗпчеме илсе кайнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫӑлти тата колонкӑри шыва та илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба пайташӗсем, правӑна сыхлакансем Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров хушнипех кайнӑ-мӗн. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчи профилактика кунне хутшӑннисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи прокурорӑн пулӑшуҫи Ю.А. Казаков, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен И.В. Макарова инспектор, Е.В. Петрова нарколог, ӗҫлӗх центрӗн районти центрӗн пуҫлӑхӗ О.И. Александров, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Т.А. Михайлова пулнӑ. Шкул ачисемпе профилактика темипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара учетра тӑракан ҫемьесене тата нумай ачаллисем патне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нумай ачаллисене Татьяна Андреевна пылак парнесемпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра цифра телекуравӗ вӑйлӑ аталанса пырать. Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗн Чӑваш Енри филиалӗ цифра эфирне юлашки вӑхӑтра икӗ мультиплекспа ӗҫлеттерсе ячӗ. Пӗрремӗш мультиплекса 10 телеканал кӗрет: «Пӗрремӗш канал», «Россия 1», «Матч ТВ», «НТВ», «Петербург-5 канал», «Россия К», «Россия 24», «Карусель», «Раҫҫейӗн обществӑлла телевиденийӗ» (ОТР), «ТВ Центр – Москва». Иккӗмӗш мультиплексра та 10 телеканал: «РЕН ТВ», «СПАС», «СТС», «Домашний», «ТВ-3», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «МузТВ». Икӗ мультиплекса Шупашкарти антенна тытать. Ҫав вӑхӑтрах пӗрремӗш мультиплекс (РТРС-1) республикӑра сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пырать. Халӗ, ав, пӗрремӗш мультиплексри каналсене Хӗрлӗ Чутай тата Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те, пурӗ 25 пин ҫын, курма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Юрист кирлӗ пулсан вулавӑша каймалла. Ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ юрист пулӑшӑвне илес тесен кӗсьене самай ҫӳхетмелле. Гражданла тавӑҫ суда шӑрҫалама тӑрсан та специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивет, юридици ыйтӑвӗпе уҫӑмлатмалли тупӑнсан та ятарласа вӗреннисен куҫӗнчен пӑхмалла. Тав сӑмахӗшӗн кӑна никам та пулӑшасшӑн мар. Кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ черетлӗ хутчен юристсене пухать. Право информацийӗн халӑх центрӗнче уйрӑм ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗн пайташӗсем Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулура тӳлевсӗрех ӑнлантарӗҫ-пулӑшӗҫ. Йышӑну вӑхӑчӗ 16 сехетрен 18 сехетчен пырӗ. Юристсем патне вулавӑшри 101-мӗш пӳлӗме пымалла. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ: 23-02-17 (хушма номер — 128). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Кӑҫал Раҫҫейре — Кино ҫулталӑкӗ, пирӗн республикӑра — Ӗҫ ҫынни ҫулӗ. Красноармейски районӗнче те 2016 ҫула мӗне халалланине палӑртнӑ. Трак енсем кӑҫалхи ҫулталӑка Элли Юрьев ячӗпе ирттерӗҫ. ЧР халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑранпа пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Элли Юрьев — республикӑн патшалӑх гербӗпе ялавӗн авторӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче кун ҫути курнӑ. Паллӑ ентешне сума суса кӑҫал унта чылай мероприяти, акци ирттерме палӑртнӑ. Музейра ҫулталӑкӗпех тӗлпулусем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ, унта шкул ачисене илсе ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
Юлашки ҫулсенче пӗр ведомствӑпа тепри электрон меслетпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытма пуҫларӗ. Ҫакӑ тӳре-шаран ӗҫне те, ахаль ҫынсене пӗр пуҫлӑх патӗнчен теприн патне хутлассинчен те хӑтарать. Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнӗ чух ведомствӑсем пӗр-пӗринпе епле ӗҫленине иртнӗ шӑматкун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хула администарцийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоселектор ирттернӗ чух тишкернӗ. ЧР информаци политикин тата массӑлла коммуникацин министрӗн ҫумӗ Александр Сидоренко канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, ведомствӑсен хушшинчи электрон ҫыхӑнупа республикӑра патшалӑхӑн 62, муниципалитетӑн 34 пулӑшӑвне кӳнӗ чух усӑ кураҫҫӗ. Ҫак енӗпе Комсомольски, Йӗпреҫ, Красноармейски, Тӑвай районӗсем юлсарах пыраҫҫӗ. Федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене Канашпа Етӗрне районӗсем, Канаш хули хуравламанни ытларах тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
