Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш Енри Гидрометцентр ҫитес 24 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Ксин циклон пулассине пӗлтерет. Ҫавна май юр нумай ҫӑвать, ҫил ҫеккунтра 19–24 метр вӗрет.

Ҫил хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа ҫирӗп мар ларакан конструкцисенчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. Реклама щичӗсене те ҫил йӑтса антарма пултарать. Йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх та пур.

Ҫитес талӑкра Чӑваш Енре 7–10 мм юр ҫумалла. Ытларах ҫӗрле, ирхи 6 сехетчен ҫӑвӗ.

Росгидромет юрпа вӑйлӑ ҫиле кура Чӑваш Енри хӑрушлӑха хӗрлӗ сарӑ тӗспе палӑртать.

 

Республикӑра «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Ача ҫурални — пысӑк телей. Йӗкӗреш ҫут тӗнчене сайра хутра килет. Виҫӗреш вара республикӑра ҫулталӑкне темиҫе ҫемьере ҫеҫ ҫуралать.

Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнчи пӗр ҫемьере виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Районта кунашкалли 10 ҫул пулман-мӗн. Ҫапла ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.

Владимирпа Ксенийӑн ҫемйинче харӑсах икӗ ывӑл тата хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсене ача ҫуралнине ӗнентерекен хута савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

Владимирпа Ксения ачасене Елизавета, Тимофей тата Илья ят хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81388
 

Республикӑра

Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла хӑнасем ҫитнӗ. Аякран килнӗ вӗсем. Крым тата Севастополь ҫыннисем Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗнче пулса курнӑ.

Хӑнана Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, экономика министрӗн ҫумӗ М.Балаханов, Крымри федераци университечӗн проректорӗ Е.Г.Бубнов тата «Крым – Чӑваш Ен» ҫамрӑксен канашлӑвне хутшӑнакансем килнӗ.

ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем Шуршӑлта Андриян Николаев пирки роликсем курнӑ, ҫӗнӗ куравпа паллашнӑ. Вӗсем ятарлӑ кӗнеке ҫине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ.

 

Республикӑра «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Ҫуркунне ҫывхарнӑ май ейӳ пирки калаҫма тытӑннӑ. Чӑваш Енре ятарлӑ комисси ларӑвӗ иртнӗ.

Ларӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Павлов ертсе пынӑ. Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 56 яла ейӳ илме пултарать. Ларура унран хӳтӗленмелли майсем пирки калаҫнӑ.

ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ 16 районти 56 ялта сарӑлма пултарать. Унта — 903 ҫурт, 2270 ҫын пурӑнать. Ҫавна май унран сыхланмалли мероприятисен планне хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/390
 

Республикӑра

Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫырнӑ.

Информаци политикин министерствинчен чӑваш хастарӗсем Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн анлӑшне сарма ыйтаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра чӑваш телекуравне сахал ҫын курма пултарни пирки асӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума информаци политикин министерствинче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварма ыйтаҫҫӗ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» наци телерадиокомпанине спутник урлӑ пӑхма майсем тума пулӑшма та ыйтнӑ.

Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра чӑвашла кӑларӑмсемпе виҫӗ телекомпани тивӗҫтерет: «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш наци телекуравӗ тата «ЮТВ» телеканал. Шупашкарта ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра «21+» канал ӗҫлет, анчах унӑн программинче чӑвашлисем ҫук.

 

Республикӑра

Канаш районӗнчи Катек ялӗнче урнӑ кушак хуҫине икӗ хут тапӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Николай Григорьев кушакне тӗп сакайне ярас тесе тытнӑ. Анчах лешӗ ӑна сылтӑм аллинчен ҫыртнӑ.

Каярахпа хуҫи кушака каллех тӗп сакайне яма тӑнӑ. Хальхинче те мӑрмӑр ӑна ҫыртнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна миххе чиксе чӑлана тухса хунӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тӗрӗслев хыҫҫӑн кушак урнӑ чирпе аптӑрани паллӑ пулнӑ. Ҫав кунах вӑл вӑйран кайса ӳкнӗ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме янӑ. Вӑл унччен таҫта ҫухалса ҫӳрени паллӑ.

Катекри пур выльӑха та вакцинациленӗ. Ҫавна май вӑл ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Николай Григорьев тата кушака тытнӑ тепӗр ҫын сиплев курсӗ витӗр тухнӑ.

 

Республикӑра

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Бельги преподавателӗпе тӗл пулнӑ. Жан-Франсуа Тири Шупашкара Василий Паскье архимандритпа тӗл пулма килнӗ. Хӑнана итлеме вара студентсемпе филологсем те пухӑннӑ.

Жан-Франсуа Тири Раҫҫее 25 ҫул каялла куҫса килнӗ. Студент чухне пирӗн ҫӗршыв пирки вӑл нимӗн те пӗлмен. Вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑл Раҫҫейре ӗҫлеме ирӗк илнӗ.

Жан-Франсуа Тири вырӑс, акӑлчан, хрантсус, итальян, фламанд чӗлхисене пӗлет. Унӑн шӑпипе Мускаври режиссер кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл Раҫҫее куҫса килнӗ ҫынсем пирки документлӑ фильм ӳкерет.

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Чӑваш Ен КиВиНӗ» фестиваль иртет. Унта хутшӑнмашкӑн регистраци пуҫланнӑ ӗнтӗ.

Сочири фестиваль хыҫра ӗнтӗ. Халӗ республика шайӗнчине хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ ҫумӗнче иртӗ. Унта хутшӑнас тесен регистрациленме юрать ӗнтӗ. Шупашкарти, Патӑрьелти, Куславккари 23 команда ку ӗҫе тунӑ ӗнтӗ. Йошкар-Ола, Ешӗл Вар (Зеленодольск) хулисем те регистрациленнӗ.

Регистраци нарӑсӑн 17-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӗҫленӗ. Гала-концерт нарӑсӑн 28-мӗшӗнче пулӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Унта пурте килме пултараҫҫӗ

 

Республикӑра

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ҫыравҫӑ Иван Яковлевич Тенюшев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл 93 ҫул тултарнӑ.

Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика училищинче вӗреннӗ. 1942-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Вӑл вӑрҫӑ пирки хайлав та ҫырнӑ: «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлнӑ». Роман чӑвашла икӗ томпа тухнӑ.

Юлашки ҫулсенче Иван Тенюшев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗрентнӗ. Юлашки кунсенче вӑл вырӑнпах выртнӑ. Шел те, куҫне яланлӑхах хупнӑ вӑл. Унпа ыран, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗн урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри 24-мӗш хваттерте сывпуллашӗҫ.

 

Республикӑра Комисси учетри ҫемьсен шӑпине татса парать
Комисси учетри ҫемьсен шӑпине татса парать

Эрех-сӑра енне супнӑ, ачи-пӑчи пирки маннӑпа пӗрех пурӑнакан ҫемьесене вӑхӑтра тупса палӑртассипе ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссисем ӗҫлеҫҫӗ. Кашни районтах пур ун пеккисем. Ҫул ҫитменнисене хӳтӗлессинчен ытла вӗсене явап тыттарассипе ҫине тӑраҫҫӗ тесе калакаланине те илтме тиветчӗ маларах.

Ҫавӑн пек комиссин черетлӗ ларӑвӗ ҫак кунсенче Шупашкар районӗнче иртнӗ. Унта Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн ертӳҫи Татьяна Михайлова та хутшӑннӑ.

Хальхи ларура яваплисем ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗсен ҫул ҫитмен ачисемпе ҫыхӑннӑ вунӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Учетра тӑракан ҫемьсенчен юсанакансем те пур иккен. 4 ҫемьене, ав, реабилитациленнӗ тесе начаррисен шутӗнчен кӑларнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 542, 543, 544, 545, 546, 547, 548, 549, 550, 551, [552], 553, 554, 555, 556, 557, 558, 559, 560, 561, 562, ...651
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть