|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Туркменистан хӗрӗ Чӑваш Енре аслӑ пӗлӳ илнӗ те кунтах кардиологра ӗҫлеме юлнӑ. Вӑл Ширин Мухаммедова ятлӑ. Хӗр чӑваш чӗлхине те вӗренме тытӑннӑ. Ширин амӑшӗн ҫулне суйланӑ, пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Республикӑри кардиодиспансера ӗҫе вырнаҫнӑ. Чӑваш Ен уншӑн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. «Чи ҫывӑх тусӑм – чӑваш. Ҫапла эпӗ те чӑваш чӗлхине ӑнкарма тытӑнтӑм. Чылайӑшӗ эпӗ туркмен пулнине пӗлмест, чӑваш тесе шухӑшлать», — ҫапла пӗлтернӗ Ширин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккелте пурӑнакан пенсионера санитари авиацийӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ку унӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ. 78 ҫулти арҫын аритмипе аптӑранӑ. Район больницинчи тухтӑрсем ӑна Шупашкара Республикӑри кардиологи диспансерне илсе кайма йышӑну тунӑ. Пациента вертолетпа Шупашкара пӗр сехетрех илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, пациента машинӑпа илсе ҫитерме вӑхӑт ытларах кирлӗ пулӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактри» сӑн Ксения Георгиева – икӗ ача амӑшӗ, клиника фармакологӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ преподавателӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе йӗркеленӗ «Георгиева тухтӑрпа сывӑ пул» анлӑ сарӑлнӑ рубрикӑна ертсе пырать. Хӑйӗн блогӗнче Ксения медицина пирки ансат чӗлхепе ӑнлантарать, медицинӑра сарӑлнӑ халапсене уҫӑмлатать. Ксения Георгиевӑн проекчӗ Раҫҫейри чи лайӑх 30 медицина блогӗ йышне кӗнӗ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «ШУМ» ҫамрӑксен премийӗн финалисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ сасӑлав пырать – ҫапла чи лайӑххине суйлӗҫ. Ксенийӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав юпан 18-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн «Атте тӑнне ҫухатрӗ, хӑрӑлтатма пуҫларӗ!» – юпан 1-мӗшӗнче Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшӑва ҫавӑн пек шӑнкӑрав ҫитнӗ. Анестезиологипе реанимаци бригади вырӑна темиҫе минутранах ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑталла пациентӑн клиника вилӗмӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тытӑннӑ. 20 минутран унӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ чухне те тухтӑрсем лайӑх сӑнаса пынӑ. Унта вӗсене тухтӑрсем кӗтсе тӑнӑ. Ҫапла пациента вилӗм аллинчен туртса илнӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактри» сӑн Ҫӗмӗрлесен — кӑмӑллӑ хыпар. Хулари медицина центрне ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ. Вӗсем — Татьяна Фондеркина терапевт тата Татьяна Ушкова медсестра. Ҫамрӑк тухтӑрсем 13-мӗш терапи участокӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Татьяна Фондеркина — Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Кӑҫал вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Татьяна Ушкова вара — Ҫӗмӗрлеренех. Вӑл Шупашкарти медицина колледжӗнче тӗллевлӗ ӑс пухнӑ. Татьяна кӑҫал диплом илнӗ, кун хыҫҫӑнах Ҫӗмӗрлене ӗҫлеме таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Чӑваш Енри ӑсчахсем хирургире усӑ курмалли ҫӗнӗ инструмент шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл – щит евӗрлӗ пара операци тумалли монополярлӑ электрод. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗретекенӗсем Владимир Осипов тата Гузель Айзетуллова шухӑшласа кӑларнӑ. Электрод операцие нервсене сиенлетмесӗр тума май парать, ҫавӑн пекех ӳте пӗҫертсе ярас хӑрушлӑх та пӗчӗк. Электрод валли патент илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта 45 ҫулти арҫын нихӑҫан та юн пусӑмӗ пысӑк пулнипе аптӑраман, эмелсем ӗҫмен. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма, сивӗ тар тапса тухма пуҫласан, вӑйӗ хавшасан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пульницӑра унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пациента пӗр тӑхтамасӑр санавиаципе Шупашкара Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатнӑ. Вӑл – кӑҫал Улатӑртан вертолетпа илсе ҫитернӗ 31-мӗш пациент. Тухтӑрсем инфаркт «ҫамрӑкланса пынине» палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() t.me/bbbreaking каналтан илнӗ сӑнӳкӗрчӗк Раҫҫей ҫыннисем 120 ҫула ҫитиччен пурӑнса ҫитме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать иккен РФ вице-премьерӗ Татьяна Голикова. «Кашни ҫыннӑн вӑй-хӑвачӗ тӗрлӗрен пулнине эпир ӑнланатпӑр-ха. Хӑшӗсем хӑвӑртрах ватӑлаҫҫӗ, теприсем — майӗпен. Майӗпен ватӑлакансен 100 ҫула, 120 ҫула пурӑнса ҫитме май пур», — тенӗ вӑл пресс-конференцсенчен пӗринче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти тухтӑрсем 18 ҫулти каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн чӗри тӑрук чарӑнса ларнӑ. Ирхине каччӑ чиперех ҫӳренӗ, кӑшт каярах вара амӑшӗ ӑна тӑнсӑр выртнине курнӑ, унӑн питне кӑвак тӗс ҫапнӑ. Васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласан амӑшӗ диспетчер мӗн каланине тунӑ вӑхӑтра тухтӑрсен бригади пулӑшма васканӑ. Шурӑ халатлисем каччӑн пурнӑҫӗшӗн 20 минут кӗрешнӗ. Телее, унӑн чӗри ӗҫлесе кайнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() https://yandex.ru/images/search?img_url=https%3A%2F%2Favatars.dzeninfra.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршыври ученӑйсем ракран вакцинӑпа сиплеме пуҫласшӑн. Ракран туса кӑларнӑ мРНК-вакцинӑпа тепӗр 1-1,5 уйӑхран усӑ курма пуҫлӗҫ. Ӑна Гамелея ячеллӗ центр Мускаври Герцен ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа тепчев онкологи институчӗпе, Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗпе пӗрле шухӑшласа кӑларнӑ. Вакцинӑна кашни пациент валли уйрӑм кӑлараҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе вакцинӑна сӑнавлӑ меслетпе меланомӑпа чирлисене сиплӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
