Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр
fotobus сайтри сӑн
fotobus сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе Шупашкар хулинче 33-мӗш автобус маршручӗ вӑрӑмланӗ – вӑл «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗ таран ҫитме тытӑнӗ.

Хальхи вӑхӑтра вӑл «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта Илья Прокопьев урамӗнче чарӑнса ҫаврӑнать. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара унӑн маршручӗ Шупашкар проспекчӗпе малалла кайса «Ялавра» вӗҫленӗ. Ҫапла «Юрӑ-кӗвӗллӗ», «Ялав МКР» тата «Шкул» чарӑнусем хушӑнӗҫ. Маршрут ҫинче 10 автобус пулӗ, пӗрре – резервра.

Халӗ ҫак маршрута пӑхса тӑракана шыраҫҫӗ, ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнӗ перевозчикпа ҫулталӑклӑха килӗшӳ тӑвӗҫ – кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2027 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен. Аукционӑн малтанхи хакӗ – 2,2 миллион тенкӗ.

Сӑмах май, унччен ку маршрутшӑн Шупашкар хула администрацийӗ яваплӑ пулнӑ, халӗ вара – ЧР Транспорт министерстви.

 

Ҫул-йӗр
fotobus.me сайтри сӑн
fotobus.me сайтри сӑн

Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкар хулинчен Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 101-мӗш маршрут ҫинче кӑштах улшӑнусем пулӗҫ. Ку ҫул-йӗре мар, транспорта пырса тивет.

Реестр тӑрӑх, вӑтам класлӑ автобуссем вырӑнне пысӑк автобуссем ҫула тухӗҫ. Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 25 транспорт пулӗ, кунсӑр пуҫне – резервра икӗ автобус.

Ахӑртнех, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен маршрута Чӑваш транспорт управленине куҫӗ. Хальлӗхе маршрута «Коммерциллӗ маршрут перевозкисем» тулли мар яваплӑ общество пӑхса тӑрать.

 

Ҫул-йӗр
cheb.life сайтри сӑн
cheb.life сайтри сӑн

Паянтан, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 262-мӗш маршрут ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки влаҫ официаллӑ майпа пӗлтермен. Тӗрӗсрех каласан, вӑл кӑҫал хупӑнасси ҫинчен унччен систернӗ-ха.

Маршрут перевозчикӗ «Хулари таксомоторлӑ парк» акционерсен хупӑ обществи пулнӑ. Свидетельствӑна вӑл шӑп та шӑп 5 ҫул каялла, 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, илнӗ. Халӗ унӑн срокӗ тухнӑ, ҫапла маршрут та хупӑннӑ.

Влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «перевозчик килӗшӳ условийӗсене пӗрре мар пӑснӑ, 16 автобус вырӑнне линие 5 кӑна кӑларнӑ». Ҫакна пула 61-мӗш троллейбус янӑ-мӗн. Вӑл 262-мӗш автобусӑн маршручӗпе ҫӳрет тесен те юрать.

Сӑмах май, 2027 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тепӗр маршрут ӗҫлеме пӑрахӗ. Вӑл – 331-мӗш.

 

Ҫул-йӗр

Кӑнтӑра канма ҫӳреме юратакансемшӗн ку хыпар ыррисен йышшинченех мар.

«Nordwind Airlines» авиакомпани Шупашкартан Сочие вӗҫекен рейссене пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хальлӗхе яланлӑхах мар-ха. Анчах утӑ уйӑхӗ валли.

Асӑннӑ компани самолечӗпе Сочие кайма палӑртнисене укҫана тавӑрса парассине пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Е вӗсем Хусантан вӗҫсе кайма пултараҫҫӗ.

Авиакомпани Самар, Челепи, Чӗмпӗр тата Красноярск хулисенчен вӗҫекен рейссене те пӑрахӑҫланӑ.

Краснодар тӑрӑхне Чӑваш Енрен каяс текенсен «Победа» авиакомпани самолёчӗсемпе вӗҫсе кайма май пур. Асӑннӑ лоукостерӑн самолечӗсем тунтикунсерен, ытларикунсерен, юнкунсерен, кӗҫнерникунсерен, шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫеҫҫӗ. Самолет 14 сехет те 40 минутра вӗҫсе каять те Сочи хулине 18 сехет те 20 минутра ҫитет.

 

Ҫул-йӗр
"Правда ПФО" сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Правда ПФО" сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Минска Чулхуларан та самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Кӳршӗллӗ Беларуҫ Республикипе Чулхулана самолетсем утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарӗҫ. Эконом-класс билетсен хакӗ 9 пин те 350 тенкӗрен пуҫланать.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫӗршыва Шупашкартан тӳрремӗн ҫитме май килӗ. Билет хакӗ йӳнӗрех те: 7 пин те 100 тенкӗрен пуҫласа. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Минска тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен кайма пулать.

Чулхуларан вара самолетсем эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗҫ: ытларикунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен.

 

Ҫул-йӗр
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи ялсенче нимелле ҫул юсаҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне халӑхран пухнӑ, ыттине — республика тата муниципалитет хыснинчен уйӑрнӑ. Вырӑнти администрацин хӑтлӑх кӳрессипе тата территорие аталантарассипе ӗҫлекен управлени 11,5 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пурнӑҫлакана Мускавран тупнӑ.

Мускаври подряд организацийӗн ҫулсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен юсаса пӗтермелле.

«Автомобиль ҫулӗсене юсасан транспорт инфраструктури лайӑхланӗ, ку вӑл ялсенче пурӑнакансемшӗнех лайӑх», – тенӗ республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службӑн ертӳҫи Сергей Егоров.

 

Ҫул-йӗр
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирхине Шупашкарта маршрутка ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Инкеке пассажирсене турттаракан транспортсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫӑмӑл машина ҫакланнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 3 ҫын шар курнӑ.

Пӑтӑрмах ирхи 9 сехетре Айхи проспектӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, БМВ машина тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне маршруткӑна ирттерсе яман. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Кайран маршрутка хирӗҫ килекен Renault Logan автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.

Инкекре виҫҫӗн аманнӑ: Renault машинӑн 30 ҫулти водителӗ, общество транспортӗнчи 20 тата 24 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Ҫул-йӗр
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн тата асӑннӑ ҫӗршывпа ӗҫпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ку чӑннипех те ырӑ хыпар. Шупашкартан Минска каяс тесен малашне хамӑр ҫӗршыври пысӑк хуласем урлӑ ҫӳреме тивмӗ.

Ҫӗнӗ авиарейс утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Минска пассажирсене «Аэрофлот» компани турттарӗ. Лоукостерсемпе танлаштарсан унӑн хакӗ кӑшт пысӑкрах та, апла пулин те тӳрӗ рейс уҫни питех те паха.

«Аэрофлот» компанин самолечӗсем Шупашкартан Минска эрнере икӗ хутчен вӗҫӗҫ: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен. Самолет ҫула ирхи 6 сехет те 15 минутра тухӗ. Апла пулсан асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулине иртерех ҫитсе унта кунӗпех курса ҫӳреме май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ39hsSDc2E
 

Ҫул-йӗр

Паян Шупашкарта халӑха турттаракан транспорта ҫӳреме чарнӑ. Ку официаллӑ хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, транспорта хӑҫанччен ҫӳретмесси паллӑ мар.

Кун пек йышӑнӑва хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе тунӑ. Транспорт ҫӳреме пуҫланине ведомство каярах пӗлтерӗ. Хальлӗхе вара хулара сирена татти-сыпписӗр янӑрать. Самантлӑх чарӑнса илет те каллех янӑрама пуҫлать.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви 5 автобус тытса тӑма 41 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Кунта сӑмах пӗр район центрӗнчен тепӗр район центрне хутлакан автобуссем пирки пырать. Аса илтерер: республикӑра реорганизаци тесе темиҫе районти пульницӑна пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Халӑх ку пуҫарӑва ырласа йышӑнманран, ҫӳреме меллӗ мар тесе пӑшӑрханнӑран пульницӑсене пӗрлештернӗ район центрӗсенчен ҫынсене автоубуспа турттарма йышӑннӑ.

Автобуссем валли 41 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, маршрутсене тытса тӑма хыснана 19 миллион тенке кайса ларӗ. Ку вӑл ҫур ҫулта.

Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑсене пӗрлештерсен 19 миллион тенкӗ укҫа перекетленмелле. Анчах автобус ҫӳретме те йӳнӗ мар.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...80
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ