Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе республикӑра тӑм ӳкмен. Анчах синоптиксем ҫитес вӑхӑтра шӑнтма пултарассине пӗлтереҫҫӗ.

Кӗҫӗр тӑм ӳкме пултарать. Ҫитес 4 кун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил лӑпланӗ, каҫсерен тӗтре карса илме тытӑнӗ. Кӑнтӑрласерен 14-19 градус ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес эрне варринче пӗр-икӗ кунлӑха 20 градус ӑшӑ килӗ. Ҫӗрлесерен те самай ӑшӑтӗ.

Ҫумӑр иккӗмӗш декада вӗҫӗнче кӑна ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
zakon.kz сайтри сӑн
zakon.kz сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ?

Паянтан кашни кун тенӗ пекех хӗвел савӑнтарӗ. Ырантан паянхи пекех шӑрӑхах пулмӗ.

Ку эрнере кӑнтӑрласерен 17-22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 4-9. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӗҫнерникун хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» иккӗмӗш декада вӗҫӗнче пӗтӗ. Сентябрӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут тӑм ӳкме тата йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк
poembook.ru сайтри сӑн
poembook.ru сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех республикӑра «карчӑк ӑшши» пуҫланать.

Канмалли кунсенче хӗвел пӗлӗтсен хыҫӗнчен тухӗ, 18-23 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Вырсарникун ҫӗрле тӗтре карса илӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗччен тӑрӗ. Эппин, ку тапхӑра ҫирӗппӗнех «карчӑк ӑшши» теме пулать.

 

Ҫутҫанталӑк
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Синоптиксем кӗркунне мӗнле пулассине палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗ сывлӑш температури, нӳрӗк тӗлӗшпе нормӑпа килӗшсе тӑрӗ. Пӗрремӗш ҫурринче «карчӑк ӑшши» пулӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара кӗрхи нӳрӗ те сивӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Юпа, чӳк уйӑхӗсем те сивӗ килӗҫ, нӳрӗк сахалрах пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче хӗл ларӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра 20 градус таран сивӗтме пултарӗ. Раштава, ахӑртнех, 25 сантиметр ҫӳллӗш юрпа кӗрӗпӗр.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫулла вӗҫленчӗ, ҫанталӑк вара ҫаплипех ҫуллахи пек ӑшӑ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кунӗпех уяр пулӗ, ҫӗрле тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ыран термометр 20-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Юнкун вара пӗлӗтленӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫавна май 11-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнӗ.

Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, хӗвел тухӗ, 17-22 градус таран ӑшӑтӗ. Ахӑртнех, «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ, вӑл авӑн уйӑхӗ варриччен тӑсӑлӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем авӑн уйӑхӗ мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Уйӑх ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ҫурлан 31-мӗшӗнче тата авӑнӑн 1-мӗшӗнче хӗвеллӗ, шӑрӑх пулӗ. Эппин, Пӗлӳ кунне ҫуллахи пек тӑхӑнса кайма юрать.

Уйӑх варриччен типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ку – «карчӑк ӑшши». Иккӗмӗш ҫурринче вара кӗркуннехи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ, ҫумӑрсем пуҫланӗҫ. Сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Синоптиксем ҫуллан юлашки эрни мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата каҫхине каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ытларикун уяртӗ. Юнкун вара каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк таврӑнӗ. Шӑматкун та, ахӑртнех, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрти районсенче термометр 30 градус патнеллех кӑтартӗ.

Ку эрнере вӑтамран 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах анӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланнине пула кӗрхи пек тумланма тивӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ те лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене тропика ӑшши килӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫумӑрӗ кӗҫӗрех ҫума тытӑнӗ, ыран та, шӑматкун, кӑнтӑрлаччен чарӑнмӗ. Кайран вара ӑшӑтӗ, республика пӗр талӑклӑха ӑшӑ секторне лекӗ: 20-25 градус таран ӑшӑтӗ, кӑнтӑр-тухӑҫ районӗсенче 30 градус таранах пулӗ.

Вырсарникун кӑнтӑрлаччен ҫапла ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ, ҫил самай вӑйланӗ. Тунтикун вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, 16-21 градус ӑшӑ пулӗ.

Ҫапах ҫулла кайма васкамасть. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗ климат норминчен 1-2 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ. Ыран, ытларикун, ытларах кӑнтӑр-анӑҫ районӗсенче ҫумӑрлӑ пулӗ. Хушӑран аслати те авӑтӗ, термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Юнкун хӗвел тухӗ. Кӗҫнерникун каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун вӑйлӑрах ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсем те ҫумӑрсӑр иртмӗҫ. Шӑматкун кӑнтӑрти районсенче 30 градус таран ӑшӑтма пултарӗ, ҫуҫӗр енче сивӗрех пулӗ – 20 градусран кӑшт ытларах кӑна. Ҫумӑр ытларах республика варринчи тӑрӑхсенче пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗ мӗнле пулӗ? Синоптиксем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ: хальхи шӑрӑх ку ҫулла — юлашки. Уйӑх пуҫламӑшӗнче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ те малалла сывлӑш температури чакма тытӑнӗ. Уйӑх варри тӗлне самаях сивӗтӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑрсем пуҫланӗҫ. Пӗрремӗш декадӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ, хушӑран — аслатиллӗ. Иккӗмӗш декадӑра сивӗрех, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫумӑр тата ытларах ҫӑвӗ. Ҫапах ун чухне ҫуллахи ӑшӑ та таврӑнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 41
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ