
Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫыннӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн парӑма тӳлесе татмалла пулнӑ. Анчах вӑл тӳлеме тӑрӑшман. Суд приставӗсем машинӑна конфискацилессине пӗлтерсен вӑл ӑна сутса янӑ тесе суйнӑ, хӑй вара автотранспорта яла, ашшӗ-амӑшӗн килне, илсе кайса лартнӑ.
Арҫынна саккун ыйтнине пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа унччен икӗ хутчен явап тыттарма ӗлкӗрнӗ-ха. Апла пулин те вӑйпитти парӑма татма шухӑшламан та.
Суд приставӗсем парӑмлӑ ҫынсем хӑйсене темле майпа та улталама хӑнӑхнине пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӗсем машинӑна (вӑл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑскер пулнӑ) шыраса яла ҫул тытнӑ. Суд приставӗсем хайхи этемӗн чаплӑ машинине шыраса тупнӑ та туртса илнӗ. Арҫын ҫапла вара автомбильсӗр тӑрса юлнӑ.

Ют ҫӗршыври ултавҫӑсем ҫынсене телефонпа темле майпа та улталаса укҫасӑр, хваттерсӗр хӑварнине пӗлетпӗр-ха. Маларах тӗрмери ҫынсем те ҫавӑн пек шӑнкӑравлаҫҫӗ тетчӗҫ. Анчах хамӑр патрисемех улталаса ҫӳрени тата та ытларах тӗлӗнтерет пек туйӑнать.
Акӑ, Элӗк районӗнчи пӗр арҫын карчӑк-кӗрчӗке улталаса пурӑннӑ. 33 ҫулти вӑйпитти Елчӗк районӗнче пурӑнакан ватӑсене улталаса ҫӳренӗ.
Социаллӑ ӗҫчен тесе вӑл ватӑсене пӗчӗк парнесем валеҫсе ҫӳренӗ, унтан налук тесе 20-шер пин тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫапла майпа вӑл пилӗк кинемее улталама хӑюлӑх ҫитернӗ, вӗсенчен 97 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.
Ҫынна суйма именмен, Турӑран та хӑраман, ватӑсене сума сума пӗлмен намӑссӑра ҫывӑх вӑхӑтра Елчӗкре суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

Чӑваш Енре тӗрмере ларакан пӗр ҫынна хваттер панӑ. Тӳрех палӑртар: кирпӗч шутлама ӑсатнисене хваттер пама тытӑнман-ха.
Юсанмалли 1-мӗш колонире ларакан ҫамрӑк арҫын тӑлӑх пулнӑ. Тӑлӑхсене хваттер памалли саккун пуртан вӑл та ӑна илме черете тӑнӑ. Ҫавна май патшалӑхӑн ӑна хваттер памалла пулнӑ.
Каччӑ темле усал ӗҫ туса юсанмалли колоние лекнӗ. Хваттер илме черет ҫитсен ӑна хваттер уҫҫине тӗрмере панӑ. Унтан тухсан вӑл ҫӗнӗ хваттере кӗрсе пурӑнма пултарӗ.
Юсанмалли 1-мӗш колони, сӑмах май каласан, Шупашкарта, Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ колони федерацин хысна учрежденийӗ шутланать. Унӑн пуҫлӑхӗ пулса 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе Вадим Гурьев ятлӑ ҫын тӑрӑшать.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна порнографи материалне сарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 242-мӗш статйин 3-мӗш статйин «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗлӗшӗпе ҫыхӑннӑ интимлӑ видеона мессенджерсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Шупашкарта юр тасатма кансӗрлекен ҫӑмӑл машинӑсемпе ҫине тӑрса кӗрешме тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче пурӗ 114 машинӑна штрафлапамсене турттарса кайнӑ. Вӗсем юр хыракан ткхникӑна ӗҫлеме чӑрмантарнӑ.
Парковка правилине пӑхӑнманнисенчен 73-шӗ чарӑну правилине пӑснӑ.

Чӑваш Енре урамсенчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсене мӗн тӑкма юранипе юраманни пирки аса илтереҫҫӗ. Контейнер лапамне турат, ҫулҫӑ, курӑк тата строительствӑри каяша тухса хурсан штрафлаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем коммуналлӑ каяш шутланмаҫҫӗ.
Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене саккун 2 пинрен пуҫласа 3 пин тенке таран штрафлама ирӗк парать, предприяти-организацисене — 100 пинрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран.
Курӑкпа ҫулҫӑна компоста яма пулать е турттарма ятарласа ирӗк илнӗ организацисене чӗнсе илсе турттарса каймалла. Строительствӑри каяша турттарса кайма та ятарлӑ организацисене чӗнсе илмелле.

Чӑваш Енри М-7 ҫул ҫинче 40 килограмм наркотик тиенӗ машинӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Муркаш районӗнче Пушкӑртстан номерӗллӗ «Инфинити» машинӑна чарнӑ. Унта икӗ арҫын ларса пынӑ.
Вырӑна наркополицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем те пырса ҫитнӗ. Машинӑра 40 килограмм ытла мефедрон тата гашиш пулнӑ. Ӑна арҫынсем Ленинград облаҫӗнчен Пушкӑртстана илсе ҫитерме тӑнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Туссем, эсир налук тӳлеме манса кайман-и? Ӑна тӳлеме банк тӑрӑх ҫӳремелле мар. Налук тӳлекенӗн уйрӑм пӳлӗмӗ тата Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ онлайн мелпе самантрах тӳлеме пулать.
Аса илтерер: ҫынсен раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен НДФЛ, пурлӑх, ҫӗр тата транспорт налукӗсене тӳлемелле.
Вӑхӑтра татӑлмасан раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пени шутласа пама тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне налукҫӑсем парӑмӑн 20 проценчӗ таран штраф та хурса пама пултараҫҫӗ. Ҫын ятарласа тӳлемесен 40 процент таран та штрафлӗҫ.

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗнсе каймалла кӗвӗҫ чунлӑ пулнӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхине 40-ри арҫын хӑй килӗштерекен хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗн килӗ умӗнче хайхи унчченхи упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Ӑна вӑл пӑрӑҫлӑ баллонран сирпӗтнӗ. Сӑмах май каласан, унччен вӑл хӗрарӑма хӗненӗ, ӑна уншӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Хальхинче арҫынна суд 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна ҫынсене суйса пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗше пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Таджиксене хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑшӑн ӑна лешсем укҫа тата икӗ мӑшӑр кроссовки панӑ. Ҫавӑншӑн арҫын тӑватӑ таджика пропискӑллӑ тунӑ. Хваттере ют ҫӗршыв ҫыннисене вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Пурӑнма арҫын хӑй тӑванӗпе (вырӑсла хыпарта сестра тенӗ) пурӑннӑ, 20-26 ҫулсенчи таджиксем вара Ярмӑрккӑ урамӗнче хваттер тара илнӗ.
