
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта юлашки тапхӑрта тухнӑ спектакльсене куракансемпе пӗрле сӳтсе явнӑ, «Чӑваш театрӗн цифрӑллӑ энциклопедийӗ» проект ҫинчен калаҫнӑ, малашнехи тӗллевсене палӑртса хӑварнӑ.
Клуба театртӑн литературӑпа драматурги пайӗн заведующийӗ, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина ертсе пырать. Тӗлпулу темине «Пӗтӗм тӗнче — театр» ят панӑ.
«Эпир пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшатпӑр, анчах ун хыҫҫӑн суккӑрла талпӑнмастпӑр. Пирӗн паянхи тӗп тӗллев — ӗмӗрсен диалогӗ. Эпир классикӑна чунтан хисеплетпӗр, анчах ӑна паянхи кунпа ҫыхӑнтаратпӑр. Театра ҫамрӑксене те килтерес килет пирӗн», – тенӗ театрӑн тӗп режиссёрӗ, чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева.
Театр директорӗ Елена Николаева «Чӑваш театрӗн цифра энциклопедийӗ» пирки сӑмах хускатнӑ.

Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине асра тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Унти «Шанчӑк» ансамбль халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӳклеме ирттерӗҫ.
Вӑл «Автоград» культура центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Унта чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗн куравӗ те уҫӑлӗ, концерт та кӑтартӗҫ. Уява кӗрсе курма укҫа тӳлемелле мар.
Сӑмах май каласан, «Шанчӑк» чӑваш ансамбльне Любовь Абдиязова ертсе пырать. Любовь Алексеевна коллективӗ — Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивалӗн дипломанчӗ, Нурлатра иртекен чӑваш культурин «Уяв» пӗтӗм Раҫҫейри фестивальне пӗрмай хутшӑнать. Ытти тӗрлӗ мероприятире те ӑна хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ. 2016 ҫулта коллектив халӑх ансамблӗ ята тивӗҫнӗ.

Чӑвашсем пӗтӗм тӗнчери флешмоба хутшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Born From Culture вырӑсла куҫарсан «Рождённый культурой» (чӑв. Культура ҫуратни) флешмоб – тӗнче тетелӗнчи вирус тренд. Унта хутшӑнакан тӗнчери халӑхсем хӑйсен наци тумне, ташшине, спорт енӗсене кӑтартакан видеороликсем кӑтартаҫҫӗ.
Роликра — «Уяв», «Илемпи», «Сувар» ансамбльсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ, «Горница» фолк-шоу тата Августа Уляндина, Виталий Адюков, «Глянец» ушкӑн, Элтияр Александров, Эллада Данилова тата Анна Черкесова. Вӗсене тумлантараканӗ – Эрпике Хотиновская.
МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку клипа ӳкерме 400 пин тенкӗ ларнӑ.

Муркаш районӗнчи «Путене» ача пахчинче «От сердца к сердцу: материнское слово в игре» (чӑв. Чӗререн чере патне: анне сӑмахӗ вӑйӑрӑ) пултарулӑх мастерскойне пуҫтарӑннӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекенсем унта «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика шайӗнчи проекта пурнӑҫа кӗртесси пирки пуҫ ватнӑ.
Аслисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ача-пӑчана чӑваш чӗлхипе тата фольклорпа вӑйӑ урлӑ палалштарма май пур. Мӗн тӑвас тетӗн, халӗ ялсенче те ачи-пӑчине вырӑсла калаҫтарма тапранса кайрӗҫ те чӑвашла вӗрентесси пирки ирӗксӗрех чӑвашла манман воспитательсемпе чӑваш чӗлхи учителӗсен пуҫ ватма тивет тесси ҫеҫ юлать.
Хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ май «Путенери» шӑпӑрлансем юрласа та кӑтартнӑ, халӑх инструменчӗсемпе вылянӑ, чӑвашла ташланӑ.

Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Чувашский литературный язык в судьбе народа» (чӑв. Чӑваш литература чӗлхи халӑх шӑпинче) ятпа пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Мероприятие чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине тата Тымар халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ.
Конференцие учёнӑйсем, педагогсем, культура ӗҫченӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем, интернет-блогерсем тата влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Конференцие йӗркелекенӗсем — Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ, Чӑваш патшалӑх хуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Енӗн Культура тата Вӗрентӳ министерствисем.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Авалхи хӗлӗх сасси» концерт-спектакль хатӗрлет. Куракансене чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркипе паллаштарма палӑртнӑ май «Сурхури», «Хӗр сӑри», «Пир ҫапни», «Бурлаксен юррисем», «Туй» тата ытти йӑла-йӗркене кӑтартса парӗҫ.
Мӗнпур юрра хальхи пек илемлетсе, ҫӗнӗрен аранжировка туса куракансем умне кӑларӗҫ.
Илемлӗ чӑваш тумӗ ҫеҫ мар, чӑвашсен музыка инструменчӗсем те нумай пулӗҫ. Сӑмахран, шӑпӑр, шӑхлич тата тӑм шӑхлич, кӗсле, нахра, тӑмра, сӗрме купӑс, параппан.
Программӑна «Ҫавал» фольклора эстрада ансамблӗ, Анастасия Батюкова тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗҫ.
Режиссёр-постановщикӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Николай Андросов, композиторӗ — Чӑваш Енӗн искуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков, тумсен художникӗ — Екатерина Тонюшкина.

Чӑвашсем пӗтӗм тӗнчери флешмоба хутшӑннӑ. Born From Culture вырӑсла куҫарсан «Рождённый культурой» (чӑв. Культура ҫуратни) флешмоб – тӗнче тетелӗнчи вирус тренд. Унта хутшӑнакан тӗнчери халӑхсем хӑйсен наци тумне, ташшине, спорт енӗсене кӑтартакан видеороликсем кӑтартаҫҫӗ. Чӑвашсем ӳкернӗ видеоклипа 700 пин ытла пӑхнӑ.
Кун пек видеосене маори, самоанецсем, грузинсем, эрменсем, узбексем, казахсем тата ытти халӑх ӳкерӗннӗ.
Халӗ унта Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Проекта Кирилл Самышкин йӗркеленӗ. Ӳкерме Арсен Аветисян, Павел Решетов, Валентина Иванова тата Анастасия Егорова хутшӑннӑ.
Роликра — «Уяв», «Илемпи», «Сувар» ансамбльсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ; «Горница» фолк-шоу тата Августа Уляндина; Виталий Адюков; «Глянец» ушкӑн; Элтияр Александров; Эллада Данилова тата Анна Черкесова. Вӗсене тумлантараканӗ – Эрпике Хотиновская.

Шупашкарта пурӑнакан Николай Фролов суйлав участокне чӑвашла тӗрленӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑнса кайнӑ. Кун пирки Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ.
Николай Николаевич асӑннӑ учреждение юрлама ҫӳрет. Унта «Калинушка» ансамбль ӗҫлет. Пултарулӑх коллективне Валентина Телей ертсе пырать. Николай Николаевич — асӑннӑ коллективӑн солисчӗ.
Николай Фроловӑн мӑшӑрӗ Екатерина Сильвестровна вара килте сасӑлама кӑмӑл тунӑ. «Мана кун пек меллӗрех», — тесе вӑл участока кайман.
Сӑмах май каласан, Фроловсем пӗлтӗр ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Килӗштерсе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнакан ҫак мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратса вӗсене юратса ӳстернӗ. Иккӗшӗ вӗсем ылтӑн алӑллӑ.

«Вирьял» ансамбль ертӳҫине Лев Иванова сумлӑ ят панӑ. Вӑл халӗ — «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».
Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
«Вирьял» фольклор ансамблӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри культура ҫуртӗнче тӗпленнӗ.
Ку ушкӑна 1990 ҫулта Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак сӗннипе пуҫарнӑ. 1993 ҫулта ушкӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин приказӗпе «халӑх коллективӗ» ят панӑ. Ансамбле тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ. Унччен юрӑпа ташӑ ансамблӗ шутланнӑскере 2019 ҫулта фолькорр ансамблӗ ят пама йышӑннӑ.
«Вирьял» вырӑнти мероприятисене ҫеҫ мар, республикӑри, ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи тӗрлӗ фестивале хутшӑнать.

Чӑваш Республикинче ашшӗсемпе амӑшӗсен «Ӑруран ӑрӑва» республика форумӗ иртнӗ.
Вӑл Муркаш округӗнчи Кашмаш ялӗнче пулнӑ. Унта 150 ытла ҫын пухӑннӑ. Форума хутшӑнакансем наци ҫимӗҫӗсене пӗҫерсе ачалӑхри тутӑсене аса илнӗ, чӑваш наци тумӗн илемне этноподиум ҫинче кӑтартнӑ, «ТӑванРилс» форматпа клипсем хатӗрленӗ. Ҫапла майпа вӗсем чӑваш чӗлхи халӗ те хӑйне евер янӑранине ӗнентернӗ.
Ҫавӑн пекех блогерсемпе, режиссерсемпе, священниксемпе тата ӑсчахсемпе тӗлпулу иртнӗ. Театрпа кино актерӗ, «Знание» Раҫҫей обществин лекторӗ Никита Павленкӑпа та тӗлпулу йӗркеленӗ. Вӑл культура вӑйӗ пирки тата кашниех тӑван чӗлхе шӑпишӗн яваплӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
