
Улатӑр округӗнче тивӗҫлӗ канури арҫын инфаркт пулсан юханшыв хӗрринчи тӗмӗсен хушшинче икӗ талӑк пулӑшу кӗтсе выртнӑ.
Унӑн ури утма пӑрахнӑ, кӑшкӑрсан та никам та илтмен – шыв сасси таврара кӗрленӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра суд приставӗ Илья Блуднов ӗҫпе юханшыв хӗррине килнӗ, тӗмӗсен хушшинче темӗн хускалнине асӑрханӑ, такам йынӑшнине илтнӗ те патне пынӑ. Арҫынна курсан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Ҫак ӑнсӑртран пулнӑ тӗлпулу ватӑ арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ. Тухтӑрсем ӑна вӑхӑтра пулӑшса ӗлкӗрнӗ.

Ҫӗрпӳ районӗн пульницине 62 ҫулти хӗрарӑм сылтӑм аякран чиксе ыратать тесе пынӑ. Ӑна хӑстарнӑ, унӑн ӳт температури хӑпарнӑ.
Тухтӑрсем унӑн холецистит пулнине палӑртнӑ. Часрах операци тума йышӑннӑ. Владимир Иванов тухтӑр ертсе пынӑ бригада ват хӑмпине касса кӑларнӑ. Ҫавӑн чухне пациенткӑн аякран ыратнин сӑлтавне тупнӑ: ватра 8 самнтиметр тӑршшӗ, 4 сантиметр сарлакӑш чул пулнӑ.
Пациентка кун пирки пӗлсен унӑн ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ тар чупса иртнӗ. Владимир Иванов хирург палӑртнӑ тӑрӑх, ватри чул малтан канӑҫсӑрлантамасть, анчах лару-тӑру хӑвӑрт япӑх енне улшӑнма пултарать.

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче нумаях пулмасть икӗ ватӑна кардиостимулятор лартса янӑ. Чӗре чирӗпе аптӑракан 84 ҫулти Раиса Егоровнӑпа 86 ҫулти Варвара Михайловнӑна тухтӑрсем нумаях пулмасть операци тунӑ.
Кардиодиспансерта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кинемейсем выҫлӑха аван астӑваҫҫӗ. Кашни апатах тутлӑн пулнӑн ун чухне вӗсене. Хырӑм вара ялан выҫӑ ҫӳренӗ.
Халӗ кинемейсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ темелле. Вӗсен чӗрисем малашне электрокардиостимуляторпа ӗҫлӗҫ.
«Халӗ чӗре лайӑх тапать. Малтанхи пек сывлӑш пӳлӗннипе аптӑрамастӑп», – хавхаланса та хавасланса каласа кӑтартнӑ операци хыҫҫӑн Варвара Михайловна.
Ватӑсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӗре тухтӑрӗсем саламланӑ, асӑнмалӑх вӗсене чечек парнеленӗ.

Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан арҫын апатпа чыхланса кайнӑ. 74 ҫулти мучи апат пыра ларсан сывлайми пулса ларнӑ, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Кӑштахран мар, ку лару-тӑрура кашни ҫеккунчӗ паха пулнӑ.
Шар курнӑ ватӑ патне васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ҫийӗнчех тухса кайнӑ. Унтан ӑна васкавлӑн пульницӑна илсе ҫитернӗ, ҫул ҫинче кислородпа сывлаттарса пынӑ.
Патӑрьел районӗнчи тӗп пульницӑри реанимаци уйрӑмӗнче ӑна тухтӑрсен мультидисциплина команди кӗтсе тӑнӑ — йышра эндоскопист, реаниматолог тата хирург пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн юнӗнче кислород виҫи 67 процент ҫеҫ юлнӑ.
Вырӑнти анестезипе 6,0 × 0,6 сантиметр пысӑкӑш аш касӑкне касса кӑларнӑ та шурӑ халатлисем ватӑ ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.

Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп пульницӑра Константин Будков ҫамрӑк тухтӑр тӑрӑшать. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 2025 ҫулта вӗренсе тухнӑранпа тухтӑр пулса тимлет.
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Костя Шупашкарта ҫуралнӑ, ачалӑхӗ Сургут тӑрӑхӗнче иртнӗ. Вӑл 15 ҫулта чухне Будковсем тӑван тӑрӑха таврӑннӑ.
Ҫамрӑк тухтӑр спорт туризмӗпе кӑсӑкланать. Виҫӗ ҫулта каччӑ чылай ҫӗрте пулса курнӑ, вун-вун километра хыҫа хӑварнӑ.
Тухтӑр пулма вӑл ачаранпах ӗмӗтленнӗ май шапасемпе нӑрӑсене сиплеме юратнӑ. Чӑнласа мар-ха. Вылямалла.
Шкулта хими юратса вӗреннӗскер шкул пӗтерсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ-ри медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӗренсе тухсан вӑл Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп пульницӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна унта пурӑнмалли вырӑнпа та тивӗҫтернӗ.

Шупашкарти тухтӑрсем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ икӗ арҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу нейрохирургӗсем вӗсен кӗлеткине пайӑн-пайӑн пуҫтарнӑ темелле.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 32 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Вӑл 12-мӗш хутран ӳкнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Ӑна операци тунӑ. Вӗсем унӑн пурнӑҫӗшӗн халӗ те кӗрешеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть вара 44-ри арҫынна илсе килнӗ. Вӑл 5-мӗш хутран ӳксе аманнӑ. Ҫак арҫын та ӳсӗрле ӳкнӗ.
Ҫак пациентсен пурнӑҫӗ ҫип ҫинче пулнӑ. Халӗ вӗсем сывалса пыраҫҫӗ. Реабилитаци малалла тӑсӑлӗ.

Чӑваш Енре кӑмӑрчак (вырӑсла — хрящ) ӳстерме тытӑнӗҫ. Кун пирки Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев пӗлтернӗ.
Центрӑн команди кӑмӑрчака туса илмелли технологин патентне илнӗ. Ӑна пациентӑн хӑйӗн тӗртӗмӗнчен ӳстерме пулать иккен.
Инновацилле меслетпе пирӗн ҫӗршывра хальлӗхе ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхе лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ, кӑштахран ӑна клиника мелӗпе тӗрӗслесе пӑхӗҫ.
«Ку меслетпе усӑ курма пуҫласан ҫыннӑн япӑхса кайнӑ кӑмӑрчакне хӑйӗннипе ылмаштарма май килӗ, ӑна вара организм лайӑхрах йышӑнмалла», — ӑнлантарса панӑ тӗп тухтӑр.
Артросокпи операцийӗ вӑхӑтӗнче чӗркуҫҫин шӑмӑ сыппинчен кӑмӑрчӑка илӗҫ те лабораторире ӑна виҫӗ эрне хушши ӳстерӗҫ. Япӑхса пӗтнӗ кӑмӑрчӑка кайран тепре операци туса ылмаштарса парӗҫ.

Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлав министерстви шӑл ыратнӑран пуйӑсран анса юлнӑ пассажира пулӑшни пирки хӑпартланса пӗлтернӗ.
Мускавран Хусана кайма тухнӑ 024М-мӗш номерлӗ пуйӑсра ларса пыракан арҫыннӑн шӑл хытӑ ыратма тапранса кайнӑ. Александр малтан эмел ӗҫнӗ-ха, ыратни малтанласа лӑпланнӑ, анчах коронка айӗнчи шӑл кӑштахран чӑтма ҫук канӑҫсӑрлантарма тапранса кайнӑ.
Арҫын кун пек пулсан Хусана ҫитсе пӗтеймессине ӑнланса илнӗ те ҫул ҫинче стоматолог патне ӑҫта кӗрсе тухма май пуррипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫапла вара вӑл Ҫӗмӗрлере анса юлнӑ. Республикӑн стоматологийӗн поликлиники уҫӑлнӑ ҫӗре вӑл пульница патне ҫитсе те тӑнӑ.
Любовь Грядинская стоматолог коронка айӗнче шӑла юсаса пломба лартса янӑ.
9 сехет те 45 минутра Ҫӗмӗрле витӗр Хусана каякан 130Х-мӗш номерлӗ пуйӑс ҫине ӗлкӗрнӗ, кӑнтӑрла иртни пӗрре ҫурӑна вӑл Хусана ҫитнӗ те.

Шупашкарти Хулари 1-мӗш клиника тухтӑрӗсем 88 ҫулти кинемейӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн 5 сантиметр тӑршшӗ шыҫӑ пулнӑ, ӑна касса кӑларнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм хырӑм тӗлӗнче ыратнине каланӑ. Ку ӑна ҫур ҫула яхӑн канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Шурӑ халатлисем малоинвазивлӑ операци – лапароскопи — тума йышӑннӑ. Пӗчӗк шӑтӑксем урлӑ шыҫҫа йӑлтах тӗп тунӑ, ӑна тӗпчеме янӑ. Шыҫӑ усал пулманни паллӑ.
Хӗрарӑм сывалнӑ ӗнтӗ, кӗҫех ӑна киле кӑларӗҫ. Клиникӑн гинекологи уйрӑмӗн заведующийӗ Ирина Едифанова каланӑ тӑрӑх, унӑн практикинче кун пек ватӑ пациент пӗрремӗш хут пулнӑ.

Чӑваш Енри тухтӑр тата медицина блогерӗ Ксения Георгиева Пӗтӗм Раҫҫейри «Профилактика ҫути» конкурсра ҫӗнтернӗ. Унӑн «Ксения Георгиева тухтӑрпа сывӑ пул» проекчӗ «Профилактика тата сывӑ пурнӑҫ йӗрки пирки чи лайӑх тухтӑр блогӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Палӑртса хӑварар: Ксения Георгиевӑн кӗске видороликӗсем ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин официаллӑ сообществинче VK-клипсенче тухаҫҫӗ. Унӑн роликӗсене нумай ҫын пӑхать.
Ксенийӑна ҫитӗнӳ тунӑ ятпа ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ. Унта ун чухне «Ҫын тата эмел» Раҫҫей наци конгресӗ иртӗ.
