Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тухтӑрсем

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта 88 ҫулти кинемей сӑмси патӗнчи суран пӗр уйӑх ӳт илменнипе пульницӑна пынӑ. Онколог ӑна Республикӑри онкологи диспансерне тӗрӗсленме янӑ. Биопси чӑнах та усал шыҫӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.

Чире ҫийӗнчех тупса палӑртнӑран усал шыҫҫа ӑнӑҫлӑ касса кӑларнӑ. Кинемей халӗ килте ӗнтӗ, хӑйне лайӑх туять, ахаль чухнехи пурнӑҫпах пурӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче 15-ри пике хӑлхинчен кӑпшанкӑ туртса кӑларнӑ. Унти йышӑнупа диагностика уйрӑмне пынӑ пике хӑлхара тем канӑҫсӑрлантарнине пӗлтернӗ.

Вӑл шурӑ халатлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑлха ыратать, унта тем кӗрсе ларнӑ пек сасӑ пур.

Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те хӑлхара чӗрӗ кӑпшанкӑ пуррине асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ятарлӑ оборудовани пулӑшнипе кӑларнӑ.

 

Сывлӑх
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри крадиологсем EKOS текен ҫӗнӗ меслетпе пуҫласа операци тунӑ.

Операци сӗтелӗ ҫине выртнӑ хӗрарӑм Шупашкартан. 79 ҫулти Галина чӗрепе юн тымарӗсен чирне пула сывлама йывӑррипе нушаланнӑ. Ӑна пӗрре сывлӑш ҫавӑрса илме тем тӑнӑ.

Республикӑн кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем ватӑ ҫыннӑн юн ҫывӑрса ларнине ультросасӑпа катетер лартса уҫса янӑ. Ку операцие вӗсем Чӑваш Енре унччен усӑ курман ҫӗнӗ технологие тӗпе хурса пурнӑҫланӑ.

«Пурӑнма, сывлама май пурри чӑн телей», — чунтан тав тунӑ тухтӑрсене кинемей.

 

Сывлӑх
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан пирӗн республикӑра тухтӑрсене искусство интеллекчӗ диагноз лартма пулашма тытӑнӗ.

Унӑн тӗп тӗллевӗ — рентген, МРТ, КТ ӳкерчӗкӗсене тишкересси. Искусство интеллекчӗ врач вырӑнне ӗҫлемӗ, анчах ӑна пулӑшӗ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртме хӑватлӑ серверсемпе видеокартӑсем туянӗҫ.

Искусство интеллекчӗ тухтӑрсен ӗҫне ҫӑмӑллатасса тата ҫын епле чирпе чирлине тӗрӗс палӑртасса шанаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑрта тухтӑрсем 6-ри ачана экстреннӑй майпа операци туса тип пырӗнчен чӗрне кӑларнӑ.

Чӗрне ҫӑтса янӑ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн акӑ мӗн палӑртнӑ: пыра лекнӗ япала сывлав ҫулне лексе сывлӑша пӳлме е йӑлмака сие сиенлетме пултарать. Санавиаци линийӗпе Республикӑри ача-пӑча клиника больницин тухтӑрӗсем килнӗ. Вӗсем ачана пӑхнӑ хыҫҫӑн часрах операци тунӑ.

Тухтӑрсем темиҫе кун сӑнанӑ хыҫҫӑн ачана киле янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти тухтӑрсем арҫыннӑн организмӗнчен 25 сантиметр тӑршшӗ пӑрӑх туртса кӑларнӑ. Ӑна васкавлӑн операци тунӑ.

Арҫын хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗнкӗ чухне нӳхрепе ӳкнӗ те пӑрӑх ҫине тӑрӑннӑ. Анчах кун хыҫҫӑн медпулӑшу чӗнмен, пульницӑна кайман.

Виҫӗ кунран вара вӑл хӑйне питӗ япӑх туйма пуҫланӑ, васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Хирург операци тунӑ чухне организмӗнчен 25 сантиметр тӑршшӗ пӑрӑх татӑкӗ кӑларнӑ.

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, арҫын кипкепе ҫуралнӑ. Тимӗр вуник пумӑклӑ пырша кӑна сиенлетнӗ, ытти пӗлтерӗшлӗ органа пырса тивмен.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре арҫын кӑкӑр тӗлӗнчен вӑйлӑ ыратнине пульницӑна пынӑ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те – апат ҫулӗ ҫурӑлса кайнӑ иккен. Кун пекки ытлашши нумай ҫинипе, эрех ӗҫнипе е хырӑмлӑхра тӑрук юн пусӑмӗ ӳснипе пулать.

Арҫынна пӗр тӑхтамасӑр операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна сиплеме пуҫланӑ. Халӗ пациент пульницӑра вӑй пухать, зонд урлӑ апат ҫиет. Сывалса ҫитме ӑна 3 уйӑх таран кирлӗ пулӗ.

Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗ Руслан Рыжков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку – хӑрушӑ диагноз. Анчах вӑхӑтра медпулӑшу парсан пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулать.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти фармаколог, вӗрентекен, ӑсчах тата медблогер Ксения Георгиева медиа тата журналистика енӗпе «ШУМ» Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен преминче ҫӗнтернӗ. Вӑл «Ҫамрӑклӑх энергийӗ» номинацире мала тухнӑ.

Ксения – 30 ҫулта. Вӑл Республикӑри кардиологи центрӗнче ӗҫлет, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра фармакологи предметне вӗрентет, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах вӑл блог ертсе пырать, унӑн «Будь здоров с доктором Георгиевой» рубрикине пин-пин ҫын пӑхса тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_79722
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри онкодиспансер тухтӑрӗсем 50 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсем ӑна операци туса 3 килограмм таякан шыҫӑ касса кӑларнӑ.

Арҫыннӑн хырӑмӗ ӳссе пынӑ. Анчах вӑл утма тата сывлама йывӑрлансан кӑна вырӑнти больницӑна кайнӑ. Унти тухтӑр вара ӑна онкологи диспансерне направлени панӑ.

Онкодиспансерти специалистсем унӑн хырӑмлӑхӗнче усал шыҫӑ ӳснине палӑртнӑ. Операци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ, ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

«Халӗ малалла пурӑнма вӑй пур», – тенӗ пациент.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Сывлӑх

23 ҫулти каччӑ тату тутарнӑ хыҫҫӑн С гепатит ҫаклатнӑ.

Малтанах каччӑ вӑй чакнине туйма пуҫланӑ, унӑн куҫӗ саралма тытӑннӑ. Ҫакӑ мӗн амакӗ иккенне пӗлес тесе вӑл Шупашкарти тӗп хула больницине кайнӑ.

Тухтӑр каччӑна биохими анализӗ тума направлени панӑ, ҫав шутра вирус гепатитне тӗрӗслеттерме те. Диагностика хыҫҫӑн С гепатитпа чирлине ҫирӗплетсе панӑ.

Каччӑна малтан гастроэнтерологи уйрӑмӗнче сипленӗ, кайран ӑна хулари 1-мӗш клиника больницине куҫарнӑ.

Чире каччӑ тату-салонта тату тутарнӑ хыҫҫӑн ҫаклатнӑ иккен.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 60
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та