Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти тухтӑрсем уксус ӗҫнӗ хӗрарӑма ҫӑлса хӑварнӑ. 70 ҫулти ватӑ уксуса ӑнсӑртран ӗҫнӗ имӗш. Тухтӑрсене вӑл ҫапла ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм 70 процентлӑ уксуса пӗр апат кашӑкӗ ӗҫнӗ-мӗн. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтеонӗ тӑрӑх, хӗрарӑм чутах вилмен: унӑн ҫӑварӗ, апат ҫулӗ пиҫсе кайнӑ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑаӗ паракан тухтӑрсем хӗрарӑмӑн хырӑмлӑхне тасатса, интенсивлӑ инфузиллӗ терапи туса ирттернӗ.
Шурӑ халатлисем ҫине тӑни сая кайман: уксус ӗҫсе шар курнӑ хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма рултарнӑ. Малашне унӑн питӗ тимлӗ пулмалла: пули-пулми шӗвеке ӗҫмелле мар, кашни япалана хӑй вырӑнне тӗплӗн лартса упраиалла. Сывлӑхран пахи ним те ҫук – темле ӗҫес килсен те пули-пулми шӗвеке ӑша ямалла мар.
