
Чӑваш Енри усламҫӑсемпе хулари троллейбуссенче паллаштарма пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халӑх тетелӗнчи хӑйсен странцисенче пӗлтернӗ.
Акци 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Ятарлӑ экрансене 132 троллейбусра вырнаҫтарӗҫ. Акцие хутшӑнакан усламҫӑсем ҫав вӑхӑтра хӑйсем ҫинчен тӳлевсӗр каласа кӑтартма пултарӗҫ.
Видеосене сасӑсӑр хатӗрлемелле, формачӗ — 16:9, пахӑлӑхӗ — FullHD, вӑрӑмӑшӗ — 15 ҫеккунтран ытла мар.

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухӗ. Анчах – Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне кӑна. Шупашкартан кайнӑ чухне маршрут хальхи пекех пулӗ.
Троллейбус микрорайона «Ялав» пурӑнмалли комплекс патӗнчен кӗрсе Шупашкар проспекчӗпе кайӗ, «В. А. Галкин мусӑкҫӑ урамӗ», «Старт урамӗ», «А. М. Токарев мусӑкҫӑ урамӗ», «Г. А. Ефимов поэт урамӗ» чарӑнусенче чарӑнӗ.

Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 60-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайон урлӑ кайӗ.
«Химтехникум – Университет» маршрутпа ҫӳрекен троллейбус Шупашкар еннелле кайнӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона пӑрӑнса кӗрӗ. Кайран ҪҪХПИ посчӗ пулнӑ вырӑнтан тухӗ. Малалла вара хӑйӗн ҫулӗпех кайӗ.
Хальлӗхе маршрут хӑҫан улшӑнассине пӗлтермен.

Паян Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫланӑ.
Вӑл мӗнл маршрутпа ҫӳренипе паллаштаратпӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкартан (пӗрремӗш рейс — 4:53, юлашки — 22:48 сехетре): Женя Крутова ур. — Винокуров ур. — Тӗкӗрщ тӑкӑрлӑкӗ — 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх ур. — Воин-интернационалистсен ур. — Совет ур. — «Вятка» автоҫул — Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ — Калинин ур. — Мускав пр. — Шупашкар: 500 ҫул ур. — М.Горький пр. — Университет ур.
Шупашкартан: (пӗрремӗш рейс — 05:02, юлашки — 22:42 сехетре): Университет ур. — М.Горький пр. — Шупашкар: 500 ҫул ур. — Мускав пр. — Калинин ур. — Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ — Воин-интернационалистсен ур. — Винокуров ур. — Женя Крутова ур. — Силикат ур.

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан тепӗр троллейбус маршрутне уҫма тӳре-шара унчченех шантарнӑччӗ. Ку хӑҫан пуласси паллӑ: 60-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса ҫурлан 1-мӗшӗнче ҫула кӑларӗҫ.
Троллейбус Шупашкарти «Университет» микрорайона ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗпе кайса Ҫӗнӗ Шупашкарти Химтехникумпа ҫыхӑнтарӗ. Маршрут ҫине 20 транспорт кӑларӗҫ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче 61-мӗш тата 62-мӗш трроллейбуссем ҫӳреҫҫӗ.

Ыран, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта ретро-троллейбуспа ярӑнма май пулӗ. 1964 ҫулта линине тухнӑ ЗИУ-5 троллейбуспа хула тӑрӑх хӑйне евӗр экскурси ирттерӗҫ. Вӑл «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран ҫула тухӗ, тек ниҫта та чарӑнмӗ, экскурси 2 сехете тӑсӑлӗ. Троллейбусра апат ҫиме юраманни пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Экскурси тӳлевлӗ. Билет хакӗ — 200 тенкӗ, 7 ҫул тултарман ачасене — тӳлевсӗр. Билета малтан (8352) 44-29-84 телефон номерӗпе саккас туса хумалла.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 55-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса Леонид Шевницын ятне панӑ. Вӑл «Химпром» директорӗ пулнӑ.
Ку маршрут – ҫӗнӗ. Кӑҫал «Химпром» йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитет. Ҫавна май Леонид Шевницын ячӗллӗ 55-мӗш троллейбуса маршрут ҫине кӑларма йышӑннӑ. Ун ҫинче унӑн портречӗ пулӗ.
Троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти тӗп урамсемпе тата тата иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче «Химпромӑн» производствӑри ӑнӑҫӑвӗсене халалласа йӗркеленӗ 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе кайӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус кӑштах маршрутне улӑштарӗ. Троллейбуссем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патӗнчен Эгер бульварне, Ҫӗнӗ автовокзал енне, пӑрӑнмӗҫ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе кайса «Пичет ҫурчӗ» патӗнчен иртӗҫ. Малалла хальхи маршрутпах кайӗҫ.
Маршрут ҫинче 14 троллейбус ӗҫлет. 2 транспорт резервра пулмалла. Аса илтерер: вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти Медицина центрӗпе ҫыхӑнтарать.

Ыран, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Nordtroll NTR-120MT музей троллейбусӗ ҫула тухӗ. Унӑн номерӗ – 1091.
Ку троллейбуса Ҫӗнӗ Шупашкара 1997 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче илсе килнӗ, ҫурлан 26-мӗшӗнче ӑна маршрут ҫине кӑларнӑ. Вӑл – Раҫҫейре тата тӗнчере Nordtrol-120MTr моделӗн юлашки экземплярӗ.
2023 ҫулта ҫак троллейбус музей экспоначӗн статусне тивӗҫнӗ.

Ыран Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май Шупашкарти «Модӑсен ҫурчӗ», «Наци конгресӗ» тата «Дзержинский» урамӗ чарӑнусем патӗнчен иртсе ҫӳрекен общество транспорчӗ 23 сехет те 59 минутчен ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех муниципалитетчен хушшинчи 101с тата 331 маршрутсем часах ҫӳреме пӑрахмӗҫ.
Ҫавӑн пекех 1, 4 тата 8-мӗш маршрутсем ҫинче троллейбуссем ытарах ҫӳрӗҫ. Уяв мероприятийӗсем вӗҫленнӗ май 61 тата 62-мӗш троллейбуссен пӗр пайӗ маршрутсене улӑштарӗҫ.
