
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн тата асӑннӑ ҫӗршывпа ӗҫпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ку чӑннипех те ырӑ хыпар. Шупашкартан Минска каяс тесен малашне хамӑр ҫӗршыври пысӑк хуласем урлӑ ҫӳреме тивмӗ.
Ҫӗнӗ авиарейс утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Минска пассажирсене «Аэрофлот» компани турттарӗ. Лоукостерсемпе танлаштарсан унӑн хакӗ кӑшт пысӑкрах та, апла пулин те тӳрӗ рейс уҫни питех те паха.
«Аэрофлот» компанин самолечӗсем Шупашкартан Минска эрнере икӗ хутчен вӗҫӗҫ: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен. Самолет ҫула ирхи 6 сехет те 15 минутра тухӗ. Апла пулсан асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулине иртерех ҫитсе унта кунӗпех курса ҫӳреме май килӗ.

Ырантан Шупашкартан Махачкалана тата Калининграда самолетпа вӗҫме май пулӗ. Рейссене «Аэрофлот» авиакомпани пурнӑҫлӗ.
«Шупашкар – Калининград» рейс эрнере 4 хут пулӗ: ытларикун, кӗҫнерникун, эрнекун тата вырсарникун. Рейс Шупашкартан 23:15 сехетре вӗҫсе тухӗ те Калининграда 01:45 сехетре ҫитӗ.
«Шупашкар – Махачкала» рейс эрнере 3 хут пулӗ: тунтикун, юнкун тата шӑматкун. Вӑл Шупашкартан 23:50 сехетре тухса Дагестана 02:40 сехетре ҫитӗ.
Ҫапла ырантан Шупашкарти аэропорт талӑкӗпех ӗҫлеме тытӑнӗ. Махачкалапа Калиниграда рейссем юпа уйӑхӗччен вӗҫӗҫ.

Австралири Сидней тата Канадӑри Калгари университечӗсен тӗпчевҫисем самолет аварийӗ вӑхӑтӗнче ҫынсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа эвакуациленнине тӗпченӗ.
Вӗсем Airbus A320 самолет ҫинче 27 тӗрлӗ лару-тӑрӑва йӗркелесе пӑхнӑ. Тӗп пӗтӗмлетӳ ҫакӑн пек пулнӑ: 60 ҫултан иртнӗ пассажирсем нумай пулни тата вӗсем салонра епле ларни эвакуаци хӑвӑртлӑхне питӗ вӑйлӑ витӗм кӳрет. Ватӑ ҫынсене пула самолетран хӑвӑрт тухса тарма йывӑртарах пулнӑ.
Тӗнчере йышӑннӑ йӗрке тӑрӑх, хӑрушлӑх самантӗнче пассажирсен лайнертан 90 ҫеккунт хушшинче тухса шӑвӑнмалла. Анчах та 152 ҫын (вӗсенчен 30-шӗ ватӑ ҫын) салонра пӗр тикӗс ларсан, эвакуаци валли 141 ҫеккунт кирлӗ пулнӑ. Пенсионерсем ӑнсӑртла ларса тухнӑ чухне вара тухса тармалли вӑхӑт тата вӑрӑмрах — 218,5 ҫеккунт иртнӗ.

«Аэрофлот» компани кӑҫал Шупашкартан Калининграда эрнере тӑватӑ хутчен ҫӳреме пуҫлӗ. Унччен самолётсем эрнере икӗ хутчен ҫеҫ вӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ маршрута пӗлтӗр пуҫласа уҫнӑччӗ. Ҫынсем ӑна кӑмӑлласа йышӑннӑ.
Шупашкартан Калининграда самолётсем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Рейссем кӑҫалхи юпа уйӑхӗчченех пулӗҫ.
Самолет Шупашкартан 23 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ те Калининграда тепӗр кунне ирхи 1 сехет те 45 минута ҫитӗ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 30 минут иртӗ. Каялла Калининградран самолёт ирхи 2 сехет те 35 минутра тухӗ, Шупашкара 6 сехет те 55 минута ҫитӗ.
«A320» аэробуссем Шупашкартан ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫсе кайӗҫ, Калининградран тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫсе килӗҫ.

Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ҫуркуннепе ҫуллахи режимпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ график юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Кун пирки Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Кӑҫал ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи регионӗсене самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Ҫав шутра – Сочие, Махачкалана, унсӑр пуҫне тата Калининграда та. Ҫӗршывӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫак хулапа вӑл тӑрӑха та туристсем кӑмӑллаҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорт ют ҫӗршывсене вӗҫекен рейссене уҫасси пирки те калаҫу ирттерет-мӗн. Хальлӗхе хӑш ҫӗршыв пирки уҫӑмлатман та, анчах «Ҫыхӑнура» форумра Бакупа Анталья хулисем пирки сӑмах пырать тесе асӑнса хӑварнӑ.
Ҫуркуннепе ҫуллахи сезонта Мускав, Санкт-Петербург, Сочи, Минеральные Воды, Сургут, Махачкала, Калининград тата Новосибирск хулисем пур.

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Шупашкартан Махачкалана самолет вӗҫме тытӑнӗ. Билетсене перевозчик сайтӗнче сутма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паянхи кун билет 7 пин тенкӗрен пуҫласа тӑрать.
Рейссене «Аэрофлот» пурнӑҫлӗ. Самолет Шупашкартан Махачкалана эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗ: тунтикун, юнкун тата шӑматкун. Рейс ҫӗрле ҫула тухӗ: 23 сехет те 50 минутра. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 40 минутра Дагестана ҫитӗ. Махачкаларан вара ытларикун, кӗҫнерникун, вырсарникун вӗҫсе килӗ. Рейсра Airbus A320 самолетсем пулӗҫ. Вӗсен икӗ класлӑ компановка: «Эконом» тата «Бизнес».
Палӑртса хӑварар: Махачкалана пӗрремӗш рейс 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлнӑ.

Ҫак кунсенче пӗлӗтре сасӑсем илтсен ан хӑрӑр: республикӑра планпа килӗшӳллӗн вӗҫевсем иртеҫҫӗ.
Аэронавигаци оборудовнине тӗрӗслес тӗллевпе пушӑн 16-21-мӗшӗсенче Шупашкар округӗн ҫийӗн Ми-8 вертолет, БПЛАсем, ҫӑмӑл моторлӑ Cessna-172 самолет вӗҫме пултарӗҫ. Нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук, ку инкеклӗ лару-тӑрупа ҫыхӑнман, ҫавӑнпа лӑпкӑ пулӑр.
Пӗтӗм вӗҫев саккунпа килӗшӳллӗн иртет, ӑна РФ Хӳтӗлев министерстви тӗрӗслесе тӑрать. Вӗҫев вӑхӑтӗнче пӗлӗтре сасӑсем пулма пултараҫҫӗ.
Ыйтусем пулсан 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пултаратӑр.

Сочирен Шупашкара самолет иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ вӗҫсе килеймест. Унӑн ӗнер, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, Адлертан кӑнтӑрла хыҫҫӑн 12:55 сехетре сывлӑша ҫӗкленмелле пулнӑ. Рейса паян каҫчен тытса тӑраҫҫӗ. Ҫапла хыпарланӑ «Ҫыхӑнура» порталта.
Хальхи вӑхӑтра электрон табло ҫинче самолет паян 21:35 сехетре вӗҫсе тухать тесе кӑтартнӑ. Сочири аэропортра 100 ытла самолет рейсне тытса чарнӑ. Ахӑртнех, ку беспилотниксем тапӑнас хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ.

Ӗнер каҫ енне асар-писер тӑман тапранса кайнине пула Шупашкартан самолётсем те вӗҫсе каяйман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Мускава каймалли икӗ рейс та ҫула тухайман.
Сургутран Шупашкара вӗҫсе килсе Минеральные Воды хулине 20 сехет те 50 минутра каяканнине темиҫе хутчен те урӑх вӑхӑта куҫарнӑ. Кайран вара паян ирхине 8 сехетре ҫула тухассине пӗлтернӗ.
Авиакомпани ҫынсене каҫхи апатпа (бургерпа) тивӗҫтернӗ, хулари хӑна ҫурчӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Унта трансфер йӗркеленӗ. Самолет паян кӑнтӑрла иртсен ҫеҫ ҫула тухнӑ.

Мускавра ҫанталӑк япӑхланнӑран Шереметьево аэропорчӗ вӑхӑтлӑха самолетсене йышӑнма чарӑннӑ.
Авиакомпани расписание улшӑнусем кӗртет. Пассажирсем рейссем пулнипе пулманни пирки контакт-центрсенче тата авикомпанисемпе аэропортӑн коммуникаци каналӗсемпе пӗлме пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, паян ирхине «Победа» авиакомпанин рейсӗ Мускава (Шереметьево) вӗҫмен, пӗр сехет ҫурӑ тытӑнса тӑнӑ.
