
Шупашкарта пӗр кунта икӗ ачана ҫапса кайнӑ. Инкек нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Президент бульварӗнчи инкекре 16 ҫулти хӗрача шар курнӑ. Вӑл чӗркуҫҫине ыраттарнӑ тата пуҫ мимине чӗтретнӗ. «Kia Rio» водителӗ урах пулнӑ.
Хусанкай урамӗнчи инкекре «Лада гранта» 9 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ача сулахай урине ыраттарнӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ урах пулнӑ.

Шупашкарта пиччӗшӗпе шӑллӗ магнит ҫаврашкасем ҫӑтса янӑ, иккӗшне те операци тума тивнӗ.
Малтан больницӑна 8-ти арҫын ачана илсе килнӗ: вӑл хӑснӑ, унӑн хырӑмӗ ыратнӑ. Тухтӑрсем унӑн хырӑмӗнче темӗнле япаласем пуррине палӑртнӑ, операци тусан 44 магнит ҫаврашка кӑларнӑ.
Тепӗртакран ашшӗ-амӑшӗ 4-ри шӑллӗне те больницӑна илсе килнӗ. Операци тусан унӑн хырӑмӗнчен те магнит ҫаврашкасем кӑларнӑ, пӗтӗмпе – 10.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ачасене Ҫӑварни уявлама чӗнет. Аса илтеретпӗр: кӑҫал Ҫӑварни эрни нарӑсӑн 16-22-мӗшӗсенче иртӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче театрта Ҫӑварни уявне халалланӑ программа пулӗ. Унпа килӗшӳллӗн шӑпӑрлансем «Умка», «Снегурочка», «Проделки козы-дерезы» постановкӑсене курма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех ачасем патне хӑнана Ҫӑварни сӑнарӗ килӗ, театрализациленӗ представлени те пулӗ.

Улатӑр хулинче пӗр водитель машинӑпа ача ури ҫине пырса кӗнӗ. 69 ҫулти водитель йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл машина умӗнче шуҫса ӳкнӗ ачана асӑрхаман имӗш.
Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Улатӑрта пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш «Chevrolet» машина урапи айне пулнӑ. Ҫул хӗрринче тӑнӑ чухне ача шуҫса ӳкнӗ, машина вара ун ури урлӑ каҫса кайнӑ та чарӑнса та тӑман.

Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнисенчен ытларахӑшне Михаил тата Мария ят панӑ. Ҫапла пӗлтерет Чӑваш Енри Юстици ӗҫӗсен служби.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш уйӑхра ҫуралнӑ ачасене ытларах Михаил, Матвей, Роман, Мария, Ева, Варвара ятсем панӑ. Сайра тӗл пулакан ятсем ҫаксем пулнӑ: Булат, Иоанн, Арслан, Ильвина, Варсава, Мелания.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 6 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ.

Раҫҫейре «Амӑшӗн капиталӗ» программа пур. «Ашшӗн капиталӗ» программа та хута яма сӗннӗ
Унпа килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ашшӗсене 2 миллион тенкӗ парасшӑн. Общество палатин пайташӗсем ку темиҫе ача ҫитӗнтерекен ашшӗсемшӗн самай пысӑк пулӑшу пулнине палӑртаҫҫӗ. 2 млн тенке ҫемьере 3 е ытларах ача ҫуралсан парасшӑн.

Шупашкарти В.А. Архипов генерал-майор ячӗпе хисепленекен кадет шкулӗнче вӗренекен ачасем ҫанталӑк сиввине пӑхмасӑрах урама тухса тӑнӑ.
Вӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫапла майпа аса илтереҫҫӗ иккен. Акцие республикӑн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗпе пӗрле ирттернӗ.
Граждан урамӗнче вӗсем плакатсемпе урама тухнӑ.
Паян Шупашкарта 27 градус сивӗ пулнӑран 1–9-мӗш класс ачисене килтен вӗренме ирӗк панӑ.

Улатӑр округӗнчи Киря поселокӗнче пулнӑ пушарта кил хуҫи хӗрарӑмӗн 13-ри хӗрӗ шар курнӑ. Ачан аллисем пиҫсе кайнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.
Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Специалистсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗр юсавсӑр пулнӑран тухнӑ.

Паян Шупашкарта 33-мӗш автобус ҫул ҫитмен 3 ача ҫине пырса кӗнӗ. Ку Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑну патӗнче 17:13 сехетре пулнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 64 ҫулти водитель ҫанталӑка пула хӗрлӗ светофор умӗнче вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗреймен те ҫул урлӑ каҫакан хӗрачасем ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсене медпулӑшу панӑ.

«Волна» (чӑв. Хум) ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли уйлӑхра хушма корпуссем хӑпартса лартасшӑн. Ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫламалли меслетпе тума палӑртнӑ. Ҫавна май корпуссене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Ӗҫе епле организаци пурнӑҫлассине нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 80 миллион та 220,2 пин тенкӗ.
Уйлӑхра ҫӗнӗрен 4 корпус туса лартасшӑн.
