Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел пульницинче Ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне паллӑ тунӑ. Ҫак тӗлпулӑва 19 пулас амӑшӗ хутшӑннӑ.

Унта хутшӑнакансене ҫемьери атмосферӑна мӗнле йӗркелемелли, мӗнле пулӑшу мелӗсем пурри тата ача ҫураличчен мӗнле хатӗрленмелли ҫинчен каласа панӑ.

Пулас ашшӗ-амӑшӗ икӗ ҫул тултарман ача валли кравать, кӳме, тараса, автомобиль кресли тата ытти пӗрремӗш кирлӗ япаласене вӑхӑтлӑха усӑ курма ахалех парасси ҫинчен пӗлнӗ. Ку ҫемье бюджетне перекетлеме май парать.

Ачасене кӗске вӑхӑтлӑ пӑхма та хӑварма пулать. Ку службӑра профессионал социаллӑ ӗҫченсем вӑй хураҫҫӗ. Ҫак вӑхӑта амӑшӗ тухтӑр патне кайма, кӑткӑс ыйтусене татса пама е кӑштах канса вӑй пухма пултарать.

Пулас амӑшӗсене пулӑшни — медицина пулӑшӑвӗ ҫеҫ мар, ҫемьене шанчӑклӑ туйма май паракан социаллӑ пулӑшу та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_20032
 

Чӑваш чӗлхи

Муркаш районӗнчи «Путене» ача пахчинче «От сердца к сердцу: материнское слово в игре» (чӑв. Чӗререн чере патне: анне сӑмахӗ вӑйӑрӑ) пултарулӑх мастерскойне пуҫтарӑннӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекенсем унта «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика шайӗнчи проекта пурнӑҫа кӗртесси пирки пуҫ ватнӑ.

Аслисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ача-пӑчана чӑваш чӗлхипе тата фольклорпа вӑйӑ урлӑ палалштарма май пур. Мӗн тӑвас тетӗн, халӗ ялсенче те ачи-пӑчине вырӑсла калаҫтарма тапранса кайрӗҫ те чӑвашла вӗрентесси пирки ирӗксӗрех чӑвашла манман воспитательсемпе чӑваш чӗлхи учителӗсен пуҫ ватма тивет тесси ҫеҫ юлать.

Хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ май «Путенери» шӑпӑрлансем юрласа та кӑтартнӑ, халӑх инструменчӗсемпе вылянӑ, чӑвашла ташланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ.

«Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман.

Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ.

Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать.

 

Спорт

Комсомольски округӗнчи «Кӗтне» спорт шкулне «Земство тренерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ҫамрӑк тренер ӗҫлеме килнӗ. Евгений Павлов пулас чемпионсене воспитани пама пуҫланӑ ӗнтӗ.

Хӑй вӑл 10 ҫулта чухне спортпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. Кайран Евгений Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче ӑсталӑхне туптанӑ. Унӑн опытлӑ наставниксем пулнӑ: Владимир Романов тата Денис Егоров.

Профильлӗ пӗлӗве Евгений Павлов Н.В. Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче илнӗ. Диплом илсен вӑл пурнӑҫне тӑван тӑрӑхӗпе, унти спорт аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма шухӑшланӑ. Ҫапла «земство тренерӗ» пулса тӑнӑ.

Евгений Павлов Каҫал тӑрӑхӗнчи ачасене ирӗклӗ кӗрешӳ ӑсталӑхне вӗрентет. Пулас спортсменсемпе вӑл ӑмӑртусене тухса ҫӳрет. «Пӗрремӗш кӑтартусем питӗ савӑнтараҫҫӗ», – тет ҫамрӑк тренер.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче ачапа ҫыхӑннӑ тепӗр пӑтӑрмах пулнӑ. 5 ҫулти арҫын ача самокатпа ярӑнса кӑнтӑр-анӑҫ районӗнчен Президент бульварне пӗчченех ҫитнӗ.

Самокатне йӑтса вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫак ачана курсан пӗр водитель чарӑннӑ. Хайхи арҫын унпа калаҫма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Вӑл полицейскисене чӗннӗ. Вырӑна ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем ҫийӗнчех ача кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьерен пулнине палӑртнӑ.

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл ывӑлӗ ҫухалнине сиснӗ, анчах сехӗрленсе ӳкмен, ӑна хӑй тӗллӗн шырама пуҫланӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть 4 ҫулти арҫын ача амашӗ лавккана кӗрсен самокатпа Чапаев скверӗнчен «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнӑва ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/mvd21
 

Хулара
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи полицейскисем ҫухалса кайнӑ 4 ҫулти ачана тупнӑ.

Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ. Амӑшӗ самокатпа ярӑнакан 4 ҫулти ывӑлне Чапаев скверӗ ҫывӑхӗнче хӑварса лавккана кӗнӗ. Унтан тухнӑ та – ача ҫук. Ӑна хӑй тӗллӗн шыраса тупма хӑтланнӑ – усси пулман.

Телее, хӗрарӑм ҫывӑхра Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем тӑнине асӑрханӑ та вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Полицейскисем нарядсене кун пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех арҫын ачана «Ача-пӑча тӗнчи» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче тупнӑ.

Ачан ашшӗ полицейскисене пулӑшнӑшӑн чунран тав тунӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ку. 4 ҫулти арҫын ача пысӑк чупа-чупс ҫӑтса ярсан амӑшӗ хӑраса ӳкнипе ҫывӑхри пульницӑна чупса кӗнӗ.

Ку Шупашкарти Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин поликлиникинчен инҫех мар пулса иртнӗ. Арҫын ача пысӑк чупа-чупс ӗмсе пынӑ. Ӑнсӑртаран вӑл ӑна ҫӑтса янӑ, патакки аллинчех юлнӑ. Амӑшӗн хӑранипе сехри хӑпнӑ.

Поликлиникӑри тухтӑрсем амӑшне те, ывӑлне те лӑплантарнӑ, кайран хирургпа канашланӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унти тухтӑрсем ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ, йӗркеллех тесе киле янӑ.

 

Персона

Шупашкар округӗнче пурӑнакан Геннадий Алексеев ял ачисем валли футбол клубӗ йӗркеленӗ. Ун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем сюжет ӳкернӗ.

Геннадий Алексеев Ҫатракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ача чухне тренер патӗнче ӑсталӑх туптама ӗмӗтленнӗ. Анчах ялта, паллах, ун чухне ун пек специалист пулман. Аякка ҫӳреме вара унӑн май килмен.

Геннадий ача чухнехи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Хулара чылай ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн вӑл яла таврӑннӑ та ачасемпе тренировкӑсем ирттерме тытӑннӑ.

Геннадий Алексеев ҫурт-йӗр сутассипе ӗҫлет. Спорт уншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ, пурнӑҫ йӗрки тесен те юрать. Ҫӑмӑл атлетикӑпа та, триатлонпа та кӑсӑкланать.

Халӗ ун патӗнче 6 ялти ачасем тренировкӑна ҫӳреҫҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: унӑн тренировкисем тӳлевсӗрех иртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19733
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине Карачура патӗнче дежурствӑра тӑракан ҫул-йӗр инспекторӗ патне пӑшӑрханса ӳкнӗ арҫын чупса пынӑ та салонра унӑн ывӑлӗ аптӑранине пӗлтернӗ: 7 ҫулти ачан тӑрук чӗри тӗлӗнчен ыратма тытӑннӑ. Вӑл йывӑррӑн сывланӑ, тӑн ҫухатма тытӑннӑ.

Инспекторсем пӗр тӑхтамасӑр ачапа амӑшне хӑйсен патруль машинине лартнӑ та часрах Ача-пӑча республика пульницине илсе ҫитернӗ.

Юрать-ха, халӗ арҫын ача сывалса пырать. Амӑшӗ вара ҫав инспекторсем патне тав тума пынӑ, вӗсене хут турӑшсем парнеленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
s://max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
s://max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан яш гаражра вилнӗ.

Ача унта мопед юсама кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫав ача пӗр каҫхине «Ольдеевский» гараж кооперативӗнче техникӑпа аппаланнӑ чухне хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу паракан тухтӑрсем ҫийӗнчех пырса ҫитнӗ иккен, анчах вӗсем яша ҫӑлса хӑварайман.

Гаражра ытти ҫамрӑк та пулнӑ. Тухтӑрсене вӗсем чӗнсе илнӗ курӑнать.

Вырӑна пырса ҫитнӗ тухтӑрсем ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.

Халӗ инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, гаражра мопед юсанӑ чухне яш бензин пӑсӗпе е мопед кӑларакан сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Пакунлисем ку ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaDR_q3vYxc
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 354
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын