
Шупашкара Беларуҫри артистсем килӗҫ. Унти Витебск хулинчи Якуб Колас ячӗллӗ наци академи театрӗ Чӑваш Ене «Безумный день, или Женитьба Фигаро» камитпе ҫитӗ. Ӑна Пьер Огюстен де Бомарше пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Сӑмах май каласан, ку пьеса тӑрӑх Моцарт композитор опера та хатӗрленӗ (либретто авторӗ — Лоренцо да Понте).
Витебск артисчӗсем лартнӑ спектакль те куракансен кӑмӑлне каймалла. Артистсем Шупашкара авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче килӗҫ.
Театр 1921 ҫулта уҫӑлнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Беларуҫри иккӗмӗш патшалӑх театрӗ шутланнӑ. Унӑн труппине Мускаври Беларуҫ драма студийӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксенчен пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче театра Уральск хулине, унтан Орехово-Зуевӑна куҫарса кайнӑ, 1944 ҫулхи юпа уйӑхӗнче театр каялла Витебска таврӑннӑ. Ун чухне ӑна Беларуҫ халӑх писателӗн Якуб Коласӑн ятне панӑ.

РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева сцена ҫине тухнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ.Ку вӑл 65 ҫул чӑннипех те сумлӑ, тивӗҫлӗ дата. Чӑн-чӑн професси сцени ҫинчи кун-ҫул вӑл. Пӗр-пӗр эстрада артисчӗ эп 5 ҫултан сцена ҫинче тесе каланӑ йышши мар. 1961 ҫулта Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнчен вӗренсе тухса профессилле артист пулса тӑнӑранпах вӑл куракансене хӑйӗн тапса тӑракан ӑшӑлӑхӗпе, сценӑна юратнипе, кашни сӑнара чӗре витӗр кӑларнипе тыткӑнлать. Кулӑшла роль-и вӑл, е чуна ҫурасла ыраттаракан йывӑр шӑпаллӑ ҫын-и — пурне те Нина Яковлева ӗнентерӳллӗ калӑплать.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль кӑтартнӑ. Унта Нина Яковлева тӗп роле, Ҫирахви карчӑка, вылять. Спектакль умӗн артиста театр директорӗ Елена Николаева ӑшшӑн саламланӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Надежда Кузьминана «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Надежда Кузьмина 1973 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тукач ялӗнче ҫуралнӑ. Питӗр хулинчи театр ӳнерӗн патшалӑх академийӗнчен 1995 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл пукане театрӗн факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Алла диплом илсен Элӗк хӗрӗ Чӑваш патшалӑх сӑнавлӑ драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ.

Шупашкара Чӗмпӗрти артистсем килнӗ. Пушӑ алӑпа мар – спектакльпе.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи В.М.Леонтьев ячӗллӗ пукане театрӗ Чӑваш Ене гастрольпе ҫитнӗ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче «Зайкина избушка» спектакль кӑтартнӑ.
Ку спектакль Пӗтӗм тӗнчери пуканесен «В Гостях у Мойдыся» фестивальте чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗн ятне илнӗ. Мӗн пирки-ха вӑл? Тавҫӑрулӑх тата туслӑх хӑравҫӑ туйӑмне ҫӗнтерме тата тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешме пулӑшни пирки.
Спектакаль кӑтартнисӗр пуҫне кӳршӗ регионти артистсем пӗчӗк куракансемпе эксклюзивлӑ ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, унта пукансене мӗнле «итлеттермелли» пирки каласа кӑтартнӑ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Козлов тата Марина Салинӑпа Артем Петров актерсем пулӑшнипе ачасем пуканесене «итлеттернӗ», кулиса хыҫӗнчи пурнӑҫпа паллашнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Крымри Керчь хулинче иртекен халӑхсен хушшинчи «Боспорские агоны» антика ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшӑнма тухса кайнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: унта чӑваш сценин ӑстисем «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ. Асӑннӑ спектакльте Чӗкеҫ сӑнарне калӑпланӑ Надежда Зубкова артисткӑна «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире палӑртнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗсем ӗнер Крыма тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем унти Керчь хулинче пулӗҫ. Чӑваш артисчӗсем ҫула гастроль тӗллевӗпе тухнӑ.
Чӑваш сценин ӑстисем Крымри ҫав хулара халӑхсен хушшинче иртекен «Боспорские агоны» антика ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшанӗҫ. Унта чӑвашсем «Хуркайӑк ҫулӗ» (Материнское поле) эпикӑллӑ драма кӑтартӗҫ. Чӑваш артисчӗсем Керчьри сцена ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухӗҫ.
Аса илтерер: ку моноспектакль кашни киле кӗрсе инкек хӑварнӑ вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫинчен. Режиссёрӗ — Борис Манджиев. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Ӑна чӑвашла Марина Карягина куҫарнӑ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Артем Барабанов ТНТ каналпа кӑтартакан «СашаТаня» камитлӗ сериалта ӳкерӗннӗ.
Пирӗн ентеше 10-мӗш сезонри 26-мӗш серири эпизодри рольте курма пулать. Палӑртса хӑварар: Артем Шупашкар хулинче пурӑнать, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 10 ҫул ӗҫлет. Ку таранччен вӑл 30 ытла роле калӑпланӑ. Куракансем ӑна ытларах «Карлсон», «Муму» тата «Ночь перед Рождеством» спектакльсенчи рольсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Артем Мускава ӳкерӗнме ҫӳрет. Халӗ ав унӑн фильмографийӗнче Раҫҫейре пысӑк рейтинг ҫӗнсе илнӗ проектсенчен пӗри пур.

Паян, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енре артистпа сывпуллашнӑ. Сергей Баранов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, вӑл Шупашкарти музыка училищинче преподаватель пулса тӑрӑшнӑ.
Сергей Алексеевич — пысӑк шайри профессионал музыкант пулнӑ, хӑйӗн ҫак ӑсталӑхне ҫамрӑксене панӑ. Сергей Баранов училищӗре преподавательте тӑрӑшнӑ май пултаруллӑ музыкантсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ.
Хисеплӗ артистпа сывпуллашма унӑн ӗҫтешӗсем, тӑванӗсем, вӗренекенӗсем пынӑ.

Пысӑк пахалӑхлӑ хайлавсемшӗн тата ӑслӑлӑх, литература тата ӳнер енӗпе никӗс шайӗнчи тӗпчев ирттернӗшӗн республикӑри темиҫе ҫынна кӑҫал уйӑхсерен патшалӑх стипендине парса тӑрӗҫ. Кашнине — 7200-шер тенкӗ.
Сумлӑ йышра ҫаксем: Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко тата коллективӑн дирижёрӗ Александр Возяков, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Александр Демидов тата Надежда Зубкова, Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗн артисчӗ Евгений Евграфов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори кафедрин профессорӗ Лев Ефимов, Василий Кошкин ҫыравҫӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артист-вокалисчӗ Сергей Кузнецов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алексей Леонтьев, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн анатоми кафедрин профессорӗ Лариса Меркулова, Валентина Милославская художник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культурин кафедрин профессорӗ Виталий Родионов, Лолита Чекушкина композитор, Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Диана Яковлева, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫин ҫумӗ Зоя Яковлева.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Светлана Дмитриева 55 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
Пулас сцена ӑсти Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Николай Терентьев драматургӑн тӑван ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер ачаранпах театр тӗнчипе кӑсӑкланнӑ. Шупашкарта М.С. Щепкин ячӗллӗ Мускаври аслӑ театр училищине вӗренме яма ҫамрӑксене суйлаҫҫӗ тенине пӗлсенех пике унта вӗҫтернӗ. Пурӗ 15 ҫамрӑка суйласа илнӗ. Йыша Светлана Владимировна та лекнӗ. 1993 ҫулта алла диплом илнӗренпех Шупашкарти Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет.
