Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, инсультпа кӗрешмелли кун шутланать. Ку чир никама та тиркемест: ҫамрӑксене те, аслисене те, арҫынсене те, хӗрарӑмсене те. Инкек пӗр-пӗр самантра килсе ҫапать те пӗтӗм пурнӑҫа тепӗр майлӑ ҫавӑрса хурать. Чи кирли, паллах, профилактика. Юн пусӑмне виҫсе тӑни. Хамӑра сыхлама тӑрӑшни. Анчах сыхласа ҫитереймесен те ҫӗнӗрен тата ҫӗнӗлле пурӑнма вӗренес шанчӑк пур.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта, ав, социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗ пур. Унта пульницӑри пек тухтӑрсем сиплемеҫҫӗ, паллах. Анчах хускалман шӑм-шака пӗчӗккӗн итлеттерме вӗрентеҫҫӗ. Майӗпен. Ерипен.

Акӑ, сӑмахран, 53 ҫулти Елена Алексеева. Ку уйрӑма вӑл икӗ ҫул каялла пырса ҫӳреме пуҫланӑ. Инсульт вара 15 ҫул каялла пулнӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн алли майӗпен хускалма пуҫланӑ, чӗркуҫҫи те итлет, ури те лайӑхрах утать. «Унчченхи пек мар, васкарах утма пуҫларӗ», — тет иккен центрӑн пай заведующийӗ Марина Васильева.

Асӑннӑ центр хулари Стрелоксен 324-мӗш урамӗнчи 21-мӗш А ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлес тесен +78352512780 телефонпа шӑнкӑравламалла.

Малалла...

 

Республикӑра

Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт кӗркунне хӗллехи графикпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ терминал рейссене ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 22 сехетчен йышӑнать тата ҫула ӑсатать.

«Аэрофлот» авиакомпани те хӑйӗн расписанине ҫӗнетнӗ. Мускавран килекен самолетсем каҫхине 18 сехетре ҫитӗҫ, 19 сехетре каялла вӗҫсе кайӗҫ.

Ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар та пур. «Азимут» авиакомпани Минеральные Воды тата Сургут хулисене хӗлле те вӗҫме пӑрахмӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкартан самолётсем Санкт-Петербург хулине те вӗҫеҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне «S7 Airlines» компани пассажирсене унчченхиллех Ҫӗнҫӗпӗре илсе ҫитерет.

2027 ҫулта субсидилемелли рейссене те хатӗрлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Унта мӗнле маршрутсем лекессине каярах пӗлӗпӗр.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче аса илӳ кунӗ иртнӗ. Мероприяти паян, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулнӑ. «Ӗмӗре ҫутатакан шӑпасем» ят тесе куҫарнӑ ӑна. Вырӑсла ячӗ вара — «Судьбы, озаряющие век».

Унта пухӑннисем чӑваш сценин пултаруллӑ тӑватӑ ӑстине аса илнӗ. Вӗсем: Валериан Лебедев, Григорий Филиппов, Иван Краснов, Петр Медиков.

Сенкер фойене пухӑннисем асӑннӑ ҫынсем чӑваш ӳнерӗнче епле йӗр хӑварни пирки аса илсе калаҫнӑ.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ театрта унччен ӗҫленисене асра тытас ырӑ йӑла пур. Пурнӑҫран тахҫанах уйрӑлса кайнисен вил тӑприсем ҫине те кайса килеҫҫӗ. чечек хураҫҫӗ, сӑвӑ вулаҫҫӗ, пӗрле ӗҫленисем вара театрта пӗрле ирттернӗ кунсене аса илеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти больницӑсенчен пӗринче ӗҫлекен 33 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 5,7 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Ултав мессенджерсенчен пӗринче ҫуртӑн чатне кӗме ыйтнинчен пуҫланнӑ. Хӗрарӑм ҫав каҫӑпа иртнӗ те патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче хӑйӗн аккаунтне ватни пирки ҫыру илнӗ. Унсӑр пуҫне тата ун патне: «Привет из Киева» (чӑв. Киевран салам), — тесе ҫырса янӑ. Кӑштахран хӗрарӑм телефонӗ ҫине Роскомнадзор ӗҫченӗпе ҫыхӑнма хушса ҫыру килнӗ.

Хӗрарӑм ку ҫырӑва та ӗненнӗ, унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Кайран Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем текен ҫынсемпе те телефонпа калаҫнӑ.

Пурне те ӗненекен хӗрарӑм хӑй пухса пынӑ 5 миллион тенке тата пӗлӗшӗсенчен парӑмла илнӗ 3,7 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе 14 ҫулти хӗре Елена Александровна Даниловӑна шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ кун пирки информацие юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Хӗр килтен кайнӑ чухне хура куртка, сӑрӑ тӗслӗ кофта, хура шӑлавар шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, хура сумка илнӗ. Вӑл мӗнлерех курӑнни – сӑнӳкерчӗкре.

Етӗрне округӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче вара 44 ҫулти Алексей Владимирович Агафонова шыраҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑванӗсене хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен. Ҫав кун арҫын мӗн тӑхӑнни паллӑ мар, хӑйӗнпе пӗрле тӗттӗм симӗс тӗслӗ кутамкка пулнӑ. Вӑл 164 сантиметр ҫӳллӗш, хура ҫӳҫлӗ (шурӑ ҫӳҫсем палӑраҫҫӗ), куҫӗ хӑмӑр.

Ҫак ҫынсем пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 Искрич (Виктория).

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Нимӗҫ овчарки Тирада Шупашкар хулинче ҫухалнӑ электровелосипеда тупма пулӑшнӑ.

Арҫын ача велосипеда Гайдар урамӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче кӑкармасӑрах хӑварнӑ. Каялла таврӑннӑ та – ҫук. Ӑна тупма кӗҫӗн инспектор-кинолог Тирада ятлӑ йытӑпа килнӗ. Инҫех кайма тивмен – велосипеда кӳршӗ ҫуртри подъездра тупнӑ. Хӗрарӑмӑн ӑна вӑрлас шухӑш пулман. Вӑл ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тӑракан велосипеда тухса пӑрахнӑ тесе шухӑшланӑ та хӑйӗн валли илсе кӗнӗ.

Сӑмах май, Тирада велотехникӑна пӗрре мар тупма пулӑшнӑ. Кӑҫал вӑл курьерӑн велосипедне шыраса тупнӑ. Ӑна ӳсӗр ҫын вӑрланӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлӑ телефон туянас тенӗ те ултавҫӑ аллине лекнӗ. 29 пин тенкӗ тӑракан телефон вырӑнне ун патне рис ярса панӑ.

Арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер унӑн картти ҫине 29 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Посылка чӑнах та килнӗ. Анчах ӑна уҫсан, ахӑртнех, чутах кайса ӳкмен. Унта рис пулнӑ.

Телефон сутуҫи ҫыхӑнӑва тухма пӑрахман. Хӗр чӑнах та телефон ярса панине ӗнентернӗ, уҫҫи-хуппине тупма пулӑшу службипе ҫыхӑннӑ.

Халӗ полицейскисем тӗрӗс мар тавар ярса панӑшӑн кам яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Ҫурт-йӗр
cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑмӑн хваттерне сутса ярӗҫ. Вӑл кредитпа вӑхӑтра татӑлса пыман иккен.

Хӗрарӑмӑн парӑмӗпе ҫыхӑннӑ гражданла ӗҫе хулари Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухнӑ. Тавӑҫпа суда тухаканни – «Альфа-Банк» акционер обществи. Банк кредит парӑмне шыраса илесшӗн, банкра салукра шутланакан хваттере сутса ярасшӑн пулнӑ.

Хӗрарӑм банкран потребитель кредичӗ илнӗ. Парӑм илнӗ чух вӑл хӑйӗн хваттерне салука панӑ. Парӑма вӑхӑтра тӳлесе пыманран банк суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӗрарӑм ҫулталӑкра виҫӗ хутран кая мар парӑма тӳлемесӗр пурӑннӑ. Банк унпа йӗркеллӗ калаҫса татӑлма хӑтланса пӑхнӑ-ха, анчах усси пулман.

Кредит парӑмне тӳлесе татма хӗрарӑмӑн хваттерне сутса ярас тенӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикинче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, республика ҫыннисене Чӑваш наци музейӗнче тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче кӗтеҫҫӗ.

Наци музейӗнче хӑнасем вӑхӑт ҫулҫӳревне тухӗҫ: пӑхӑр ӗмӗрӗнчи тӑм савӑт-сапаран пуҫласа гобеленсем таран. Ҫавӑн пекех сехет механизмӗсен вӑрттӑнлӑхӗсем пирки хатӗрленӗ куравпа паллашӗҫ, ӑсталӑх класне хутшӑнӗҫ.

Ӳнер музейӗнче 14:00-16:00 сехетсенче автор ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ, 16:00-18:00 сехетсенче вара Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗн шӑпӑрланӗсем юрӑсемпе савӑнтарӗҫ. Ҫав кунах музейра куравсемпе паллашма май пулӗ.

Палӑртса хӑварар: «Ӳнерсен каҫӗ» акципе килӗшӳллӗн иртекен мероприятисене «Ҫемье» наци проекчӗн Пушкин карттипе кӗме май пулӗ.

 

Республикӑра
На.связи порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
На.связи порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре вак укҫа ылмаштармалли акци иртӗ. Вӑл паянтан, юпа уйахӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫланнӑ. Акци чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

«Монетная неделя» (чӑв. Вак укҫа эрни) ята панӑ пӗтӗм ҫӗршыври акци вӑхӑтӗнче банксем, магазин-партнёрсем вак укҫана хут укҫапа ылмаштарӗҫ е банкри счет ҫине комисси тӳлемесӗр куҫарса парӗҫ.

Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Перекет банкӗ, Россельхозбанк, «Кузнецкий» банк, НБД-Банк, Газпромбанк, ВТБ, Альфа-Банк, Барс Банк, ҫавӑн пекех «Пятерочка» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗн магазинӗсем хутшӑнӗҫ.

Вак укҫана йышӑнакан точкӑсем 77 адреспа вырнаҫнӑ: Улатӑрта, Канашра, Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Шупашкарта, Вӑрнарта, Кӳкеҫре, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Элӗкре, Патӑрьелте, Йӗпреҫре, Комсомольскинче, Красноармейскинче, Муркашра, Пӑрачкавра, Тӗрлемесре, Вӑрмарта, Шӑхасанта, Шӑнкӑртамра, Елчӗкре.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 1149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй