
Чӑваш Енри спортмсенка Анастасия Красильникова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, хӑйӗн рекордне те ҫӗнетнӗ. Вӑл Хусанта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑнса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Анастасия чӑрмавлӑ 3 пин ҫухрӑма 9 минут та 29,40 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал Хусанти 10 ҫухрӑмлӑ марафонра ҫӗнтернӗ, Раҫҫейри команда чемпионатӗнче 3 пин ҫухрӑма чупса мала тухнӑ тата ҫав дисциплинӑрах Раҫҫей Кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Енӗн маунтинбайк енӗпе пӗрлештернӗ команди Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вӗсем ҫӗршыври 13 командӑна парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускав облаҫӗн команди тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Мусаври спортсменӗсем йышӑннӑ.
Командӑран уйрӑмах ҫак спортсменсене палӑртмалла: кросс-кантрире 21 ҫухрӑма парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Элина Семенова тата пӑхӑр медале тивӗҫнӗ Алина Карлова, 25 ҫухрӑмлӑ дистанцире 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ Никита Петров.

Чӑваш Енри спортсменка Мальвина Петрова Суздальте 84 ҫухрӑм чупса ҫӗнтернӗ.
Дистанцие вӑл 9 сехет те 41 минут та 51 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: ҫулсерен иртекен Golden Ring Ultra Trail 100 (GRUT) трейлинг фестивале 8 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Мальвина финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Ку дистанци GRUTри йывӑр трассӑсенчен пӗри шутланать, унта опытлӑ трейланнерсем хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Ен йӗлтӗрпе роллер ҫулнетумалли контракта пӑрахӑҫланӑ. Ӗҫ хакӗ 1 миллиард тенке таран тӑнӑ. Ҫав ҫула туса пӗтерме те вӑхӑт ҫитнӗ, анчах Республикӑн перлехи заказчик служби Мускав облаҫӗнчи «Геолайн Технологии» обществипе контракта татнӑ.
Ҫула маларах Росстройконтроль тӗрӗсленӗ те кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Аялти сий татӑк-татӑкӑн ишӗлет иккен.
Унта, сӑмах май каласан, килес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫӗршыв шайӗнчи биатлон ӑмӑртӑвне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл хыпара Раҫҫейӗн биатлонистсен союзӗ 2025-2026 ҫулсенчи календарь планне тӗпе хурса хыпарланӑччӗ.

Чӑваш Енри спортсменка Дина Александрова Мускавра иртнӗ «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗ. Вӑл 15 ҫухрӑма 50 минут та 57 ҫеккунтра парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Дина — вӑтам тата вӑрӑм дистанцисене чупакан спортсменка. Вӑл кросс енӗпе Раҫҫей чемпионкин, Раҫҫей спорт мастерӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Дина кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче иртнӗ марафонра та ҫӗнтернӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗшӗн ӑна «Москвич» машина парнеленӗ.

Шупашкарти «Спартак» стадиона укса тӳлесе кӗмелле. Чупма юратакансем унччен тӳлевсӗрех кӗнӗ, чун каниччен чупма пултарнӑ. Халӗ вара 1 сехетшӗн 130 тенкӗ тӳлемелле.
Ҫӗнӗ йӗрке ута уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Стадиона чупма пырас тесен малтан регистрациленмелле тата укҫа тӳлемелле иккен.
Чӑваш Ен прокуратури стадион укҫа тӳлеттерме йышӑнни саккунпа килӗшӳллӗн пулса пынипе пыманнине тӗрӗслеме йышӑннӑ.

ШӖМре ӗҫлекен Ксения Васильева Пӗтӗм тӗнчери «Шурӑ каҫсем» марафонра ҫӗнтернӗ. Вӑл 20-22 ҫулсенчи спортсменкӑсемпе ӑмӑртнӑ. Ксения 42 ҫухрӑм та 195 метра 3 сехет те 1 минут та 38 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Маршрут Санкт-Петербурги паллӑ вырӑнсем патӗнчен иртнӗ. Марафона 50 ытла ҫӗршыври 20 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: Ксения ачаранах спортпа туслӑ, вӑл триатлона, служба биатлонне тата ҫӑмӑл атлетикӑна юратать.

Людмила Михуткина ветерансен хушшинче иртнӗ ӑмӑртуран виҫӗ медальпе таврӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай округӗнчи спортсменка Беларуҫ Республикинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ чемпионатра тупӑшнӑ.
Вӑл 75-79 ҫулсенчи хӗрарӑмсен йышӗнче ӑмӑртнӑ.
Пирӗҫ ентеш пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине виҫӗ хутчен тӑнӑ. Вӑл 100 метр чупса, сӑнӑ ывӑтса тата 5 пин метра хӑвӑрт утса ҫӗнтернӗ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти ҫамрӑк специалистсем Ӗҫлекен ҫамрӑксен канашӗсен республикӑри туризм слётне хутшӑннӑ. Мероприяти Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базин территорийӗнче иртнӗ. Слёта хутшӑнакансем палаткӑсенче пурӑннӑ.
«Пире ун пек пурӑнма килӗшрӗ. Ҫанталӑк сивӗрех пулни те хӑратмарӗ», - каласа кӑтартнӑ социаллӑ центрта секретарь пулса ӗҫлекен, маларах асӑннӑ слёта хутшӑннӑ Ксения Николаева. Слёт икӗ кун пынӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче иртнӗ.
Слёта Ксения Николаева, Ольга Паневина, Милена Туровец, Анжелика Сигаева специалистсем тата Сония Дунаева юрисконсульт хушӑннӑ.

Спортсменсем Атӑл урлӑ ишсе каҫнине курас килет-и?
Шупашкарта «CHEBSWIM-2025» ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта профессионал спортсменсем тата ишме кӑмӑллакансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем 2200 метр парӑнтарӗҫ.
Палӑртса хӑварар: хальччен Артур Димитриевӑн рекордне ҫӗнетекен пулман. Вӑл – тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Артур Атӑл урлӑ 29 минут та 52 ҫеккунтра ишсе каҫнӑ.
