
Чӑваш Ен боксерӗ ӑмӑртуран куҫ айӗнчи кӑвакпа таврӑннӑ, анчах – медальпе.
Федор Сидоров Тольятти хулинче иртнӗ «Спартак» спортобществӑн Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл 57 килограмм тайман 19-22 ҫулсенчи спортсменсемпе кӗрешсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Саламлатпӑр ентешӗмӗре!

Ку эрнере Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Вӑл кӑҫал пӗрремӗш хут пулӗ.
Ку шӑматкун, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем бассейна, тренажер залне тата ытти спорт учрежденине тӳлевсӗрех кайма пултараҫҫӗ. Кун пирки спорт шкулӗсемпе физкультура комплексӗсен сайчӗсенче тӗплӗнрех пӗлме май пур.

Чӑваш Ен спортсменки, Лана Прусакова фристайлҫӑ, Швейцарире иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнать.
Лана унта Тӗнче кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшать.
Ӑмӑрту ҫак кунсенче Лакс хулинче иртет. Унта лайӑх кӑтартусем ҫӗнсе илнӗ спортсменсен кӑҫал хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма май килӗ. Вӑл вара нарӑсӑн 6-22-мӗшӗсенче Италири Милан тата
Кортина-д’Ампеццо хулисенче иртӗ.

Анастасия тата Анна Красильникова пӗр тӑвансем Раҫҫейри ӑмӑртусенче темиҫе ҫул ӗнтӗ Чӑваш Еншӗн чупнӑ. Халӗ вӗсем Мускав облаҫӗшӗн ӑмӑртма пуҫлас тенӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Екатеринбургра иртнӗ ӑмӑртура Анна иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Анастасия — виҫҫӗмӗш. Ун чухне иккӗшӗ те Мускав облаҫӗшӗн ӑмӑртнӑ.
Спортсменкӑсем 2003 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Удмурт Республикинчи Грахово ялӗнче ҫуралнӑ, унтах шкулта вӗреннӗ. Кайран вӗсем Шупашкарти Олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗнче Михаил Кузнецов тренер патӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑсталӑха туптанӑ.

Кӑрлач уйахӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар округӗнчи Янӑш ялӗнче 2010-2020 ҫулсенче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игантьева асӑнса волейбол турнирӗ иртнӗ.
Пурӑннӑ пулсан Михаил Васильевич ҫак кун 64 ҫул тултармаллаччӗ. Турнира офциаллӑ майпа уҫнӑ ҫӗре унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна, ывӑлӗ Иван, Шупашкар округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов, ҫывӑх тусӗсем, хальхи тата унчченхи депутатсем хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑна «Итмар» команда тухнӑ. Кӗмӗл медале «Спартак» команда тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Инвал» команда йышӑннӑ.

Спорт ӑмӑртӑвӗсене пӑхма юратакансене паянхи кун чӑннипех те савӑнтарчӗ. Италире иртнӗ Тур де Ски ӑмӑртӑвӗнче Раҫҫейри икӗ спортсмен ӑнӑҫлӑ ӑмӑртрӗҫ. Вӗсем – Дарья Непряева тата Савелий Коростелев йӗлтӗрҫӗсем.
Ту тӑррине хӑпармалла ӑмӑртнӑ чухне Савелий тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнчӗ, Даша – улттӑмӗш.
Ҫапла вара Тур де Скин пӗтӗмӗшле зачётӗнче Савелий Коростелев саккӑрмӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дарья Непряева – вуннӑмӗш.

Чӑваш Енри биатлонистка, Полина Архипова, Раҫҫей первенствинче бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче иртнӗ ӑмӑртура пике 17-18 ҫулсенчи хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Вӑл Тутарстанри спортсменсемпе пӗр командӑра пулнӑ.
Полина Олимп резервӗсен Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗсем — Вячеслав Акимов тата Михаил Ефимов.

2026 ҫулта Чӑваш Енре Сывлӑхпа спорт кунӗсем хӑҫан пуласси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, акци кашни уйӑхрах иртӗ.
Ҫав кунсенче республикӑри спорт тата сывлӑха ҫирӗплетмелли учрежденисене, бассейнсене, тренажер залӗсене тӳлевсӗрех кӗме май пур.
Ҫитес ҫул сывлӑхпа спорт кунӗсем ҫак кунсенче иртӗҫ: кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пушӑн 14-мӗшӗнче, акан 18-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, юпан 17-мӗшӗнче, чӳкӗн 21-мӗшӗнче тата раштавӑн 19-мӗшӗнче.

Чӑваш Енри Наталья Иванова Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи кӑтартусемпе чи лайӑх ача-пӑча тренерӗ пулса тӑнӑ.
Наталья Иванова тренерта 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл – ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ.
Палӑртса хӑварар: конкурсра мала тухассишӗн 114 ял-хулари 171 тренер тупӑшнӑ.

Чӑваш Енри спортсменсем Китайра кире спорчӗ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Алексей Иванов 78 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫсе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 32 килограмм таякан кире пуканне 302 хутчен ҫӗкленӗ.
Борис Глинкин вара ветерансен хушшинче виҫӗ хут тӗнче чемпионӗн ятне илнӗ. Малтан вӑл кире пуканне тӗртсе 201 хутчен йӑтнӑ. Тепӗр кунхине те ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
