
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ташӑ эрешӗсем» хореографи пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IV фествиаль-конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Конкурса ҫулсерен Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ тата Куславкка ентешлӗхӗ йӗркелесе ирттерет. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи коллективсем хутшӑннӑ, ҫав шутра Тутарстанри, Мари Элти тата Чулхула облаҫӗнчи.

Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче ирттерме тытӑннӑ «Чӑваш романӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви конкурса кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерет. Хальхи пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пынӑ.
Романа сарма пулӑшас тӗллевпе ирттерекен конкурса пынӑ ӗҫсене пахаланӑ хыҫҫӑн тӳресем Анатолий Хмытӑн «Хазара» алҫырӑвне суйласа илнӗ. Вӑл ӗҫе кӗнеке издательстви ҫитес ҫул пичетлесе кӑларӗ.

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Валентина Ситова артисткӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
Валентина Петровна — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки, Раҫҫей патшалӑх премийӗн лауреачӗ.
Пулас артистка 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Патӑрьелте ҫуралнӑ. Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑранпах театрта тӑрӑшать.
Юбилей каҫӗнче «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакль кӑтартӗҫ.

«Культура.РФ» порталта чӑвашла спектакль курма май килӗ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 18 сехетре «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драма кӑтартӗҫ. Ӑна culture.ru сайтра курма пулӗ.
«Ҫуллахи шӑрӑх, ялти шӑплӑх, юлхаввӑн та вӑраххӑн тӑсӑлакан вӑхӑт, вӑрӑм та кӑмӑллӑ калаҫусем тата... вӗресе тӑракан туйӑмсем, хӗрӳллӗ юрату... Чӗрене ҫунтаракан, кураканӑн чунне те хыпса илесле ытла та вӗри юрату!..» — ҫакӑн пек ҫырса кӑтартнӑ спектакль пирки культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр билет туяннипех спектакль те пӑхма, театрпа паллаштаракан экскурсире пулса курма та май пурри пирки пӗлтерет.
«Пӗтӗм тӗнче – театр» экскурсипе пӗрле спектакль валли пӗр билет туянма пулать иккен.
«Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сире чаршав хыҫӗнчи асамлӑ тӗнчене кӗрсе курма, бутафори, декораци, тумтир хатӗрлекен цехсенче пулма, залсене, тӗп сценӑна тӗрлӗ ҫӳллӗшрен пӑхса тӗлӗнме йыхравлатпӑр!
Экскурси хыҫҫӑн вара «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑллӑ-ташӑллӑ камит пӑхса киленме май пур!» — хыпарланӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Улӑпа ташӑра сӑнарлакан программа хатӗрлет.
«Сказ о земле чувашской» / «Чӑваш тӗнчи» ҫӗнӗ программа никӗсӗнче — тӑван халӑхӑмӑрӑн халапӗсенчи мӑнаҫлӑ паттӑр сӑнарӗ. Атӑл тепӗр енне пӗр утӑм тусах каҫма пултарнӑ ҫавскер, Аҫтахана та ҫӗнтернӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ тата илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко ҫӗнӗ программӑна художниксемпе, писательсемпе тата композиторсемпе туслӑ ҫыхӑну тытса йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ концерт программи куракан патне юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫитӗ.

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 15 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашский тезаурус. Рождение легенды» (чӑв. Чӑваш тезарусӗ. Легенда ҫурални) курав уҫӑлассне эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филлоги енӗпе тӑрӑшакан ӗҫченӗсем, «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» кӗнеке авторӗсем Э.Е. Лебедев, В.Г. Родионов, И.П. Лукина, ҫавӑн пекех вӗрентӳ, культура ӗҫченӗҫем, краеведсем хутшӑннӑ.

Чӑваш артисчӗсем Йошкар-Олара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Театральные встречи на Вознесенской» фестивальне хутшӑннӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унта «Аманнӑ шӑпа» спектакльпе хутшӑннӑ. Ҫав ӗҫе, театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, жюри пысӑка хурса хакланӑ.
Алман Арсланов сӑнарне калӑпланӑ Николай Сергеева артиста ятарлӑ наградӑпа чысланӑ, Григорий Федоров «Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире ҫӗнтернӗ, Светлана Андреева «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑрнӑ. Спектакль режиссёрне Борис Манджиева «Чи лайӑх режиссура» номинацире чысланӑ.

Паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Михаил Юрьев (Нямань) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Вӑл — писатель, поэт, драматург, литература критикӗ, библиограф, журналист, тӑлмачӑ, СССР журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫӗ культура ӗҫченӗ.
Михаил Иванович Етӗрне уесӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче (халӗ вӑл Красноармейски тӑрӑхне кӗрет) ҫуралнӑ.
Ҫамрӑклах «Хатӗр пул» журналӑн яваплӑ секретарӗ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. 1941 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна «Чӑваш коммуни» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, анчах вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна унта илсе кайнӑ. Унтан таврӑнсан та хаҫатра тата пичетпе ҫыхӑннӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Чӑваш тӗррин музейӗнче «Тутарсем патӗнче – хӑнара» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта тутар культурипе, йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашма пулать.
Экспозицисене аякран, Тутарстанри Елабугӑри музей-заповедникран, илсе килнӗ. Тӗслӗхрен, музейра тутарсен наци тумӗсене курма пулать. Унта коранӑн хӑйне евӗр копийӗ те пур. Ӑна кушак ҫурин ҫӑмӗнчен хатӗрленӗ киҫтӗкпе ӳкернӗ.
Курава 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫитсе курма май пур. Музея Пушкин карттипе те кӗртеҫҫӗ.
