
Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ҫуркуннепе ҫуллахи режимпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ график юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Кун пирки Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Кӑҫал ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи регионӗсене самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Ҫав шутра – Сочие, Махачкалана, унсӑр пуҫне тата Калининграда та. Ҫӗршывӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫак хулапа вӑл тӑрӑха та туристсем кӑмӑллаҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорт ют ҫӗршывсене вӗҫекен рейссене уҫасси пирки те калаҫу ирттерет-мӗн. Хальлӗхе хӑш ҫӗршыв пирки уҫӑмлатман та, анчах «Ҫыхӑнура» форумра Бакупа Анталья хулисем пирки сӑмах пырать тесе асӑнса хӑварнӑ.
Ҫуркуннепе ҫуллахи сезонта Мускав, Санкт-Петербург, Сочи, Минеральные Воды, Сургут, Махачкала, Калининград тата Новосибирск хулисем пур.

Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче ака уйӑхӗн 3 тата 4-мӗшӗсенче «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ.
Театр хӑйӗн сайтӗнче ку ӗҫ пирки ҫапларах хыпарланӑ: «пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ, чыспа тивӗҫ, туслӑхпа юрату хӑвачӗ ҫинчен каласа кӑтартакан психологиллӗ драма. Ӑна Раҫҫей Паттӑрне, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тускелте ҫуралса ӳснӗ Николай Петров аслӑ лейтенанта халалланӑ. Раҫҫей ывӑлӗн ҫынлӑхне, тӗрӗслӗхне кӑтартать, тӗрлӗ халӑх ҫынни пӗртӑванла кар тӑни пысӑк вӑй пулнине ӗнентерет.Паттӑрсем вилмеҫҫӗ, вӗсен ячӗ халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать — ҫакӑн ҫинчен ку истори».
Спектакле Раҫҫей Федерацийӗн, Азербайджан, Калмӑк тата Тыва Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев лартнӑ. Ҫутӑ художникӗ — Ильшат Саяхов, художник-постановщик — Георгий Пашин, хусканусен режиссёрӗ — Светлана Яковлева, композиторӗ — Андрей Галкин, режиссёра пулӑшаканӗ — Николай Иванов.

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлакан Театр кунӗ умӗн пирӗн республикӑра XXVI хут ӗнтӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене ҫав кун Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чысланӑ.
Чи лайӑх спектакль ятне Чӑваш академи драма театрӗн «Хуркайӑк ҫулӗ» ӗҫӗ тивӗҫнӗ. Унӑн режиссёрӗ — Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев (сӑнӳкерчӗкре).
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире ҫак спектакльте Чӗкеҫ сӑнарне калӑпланӑ Надежда Зубкова тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ «Дядюшкин сон» спектакльте Мозгляков ролӗнче вылякан Александр Смышляев ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» — Чӑваш пукане театрӗн «Черная курица, или Подземные жители» спектакльне илемлетнӗ Эмиль Капелюш, Юрий Сучков.
«Музыка енчен спектакле чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Мы хотим танцевать» спектакльне илемлетнӗ Александр Гриханкин палӑрнӑ.
«Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Ҫӑкӑр чӗлли» спектаклӗнче Лисук сӑнарне калӑпланӑ Алина Зайцева палӑрнӑ.
«Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» — Чӑваш патшалӑх сӑнавлӑ театрӗн «Праздник непослушания» спектаклӗ, унӑн режиссӗрӗ – Андрей Аверин.

Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хатлавӗ иртнӗ. Халӑх чылаййӑн пухӑннӑ: ҫыравҫӑсем, журналистсем, ӑсчах-литературоведсем, педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем…
Олег Прокопьев ҫак кӗнеке мӗнле ҫурални пирки каласа кӑтартнӑ, хӑш-пӗр сӑввине вуланӑ. Унӑн сӑввисене ыттисен те вулас кӑмӑл ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова, Олег Прокопьевӑн хӗрӗ Салампи, Чӑваш наци вулавӑшӗн вулаканӗ Сергей Пятаков, Муркаш округӗнчи Калайкасси шкулӗн ачисем сӑвӑ йӗркисене вуланӑ. Ҫавӑн пекех унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ: Елена Смородинова, Ольга Лукова, Эдуард Андреев, Алена Алексеева, Любовь Гордеева, Дмитрий Моисеев, Ирина Лампасова, Раиса Казакова-Сейт, «Эткер» фольклор ансамблӗ…
Хӑнасем те тухса калҫнӑ. Акӑ, тӗслӗхрен, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов авторӑн сӑввисем хӑйне евӗр пулнине палӑртнӑ.
Ҫак кӗнекепе Чӑваш наци вулавӑшӗнче паллашма пулать.

Чӑваш Енри пӗр ялта 55 миллион тенкӗпе культура ҫурчӗ туса лартасшӑн. Сӑмах Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗ пирки пырать. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 54,96 миллион тенкӗ.
Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, аукцион ирттересси пирки виҫҫӗмӗш хут пӗлтереҫҫӗ. Унчченхисенче подрядчика тупма май килмен.
55 миллион тенкӗ тӑракан культура ҫуртне Кӗлкешри «Шкул урамӗнчи 22-мӗш ҫурт» адреспа туса лартмалла.
Пӗр хутлӑ ҫуртӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 352 тӑваткал метр пулӗ. Унта 72 вырӑнлах курмалли зал, вулавӑш, гардероб, кружоксен пӳлӗмӗсем тата ытти пӳлӗм пулӗ. Унпа юнашар котельнӑй хӑпартса лартӗҫ.
Ӗҫе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Электрон аукциона ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем Трактор тӑвакансен культура керменне (унта республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ) пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин регионти уйрӑмӗпе пӗрле Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ирттернӗ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек фестивале пирӗн республикӑра 13-мӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче унта тӑватӑ категорири коллективсем хутшӑннӑ: ача-пӑча, клубпа кану ҫурчӗсенчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ аслисен ушкӑнӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсенчи ачасен тата аслисен ушкӑнӗсем.
Сцена ҫине 14 муниципаллӑ округпа 2 хуларан килсе ҫитнӗ, пурӗ 600 ытла ҫынлӑ 30 коллектив тухнӑ.

Ыран, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Театр ӳнерӗн каҫӗ» пӗтӗм ҫӗршыври акцие хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗ 150 ҫул тултарнине халалланӑ.
Чӑваш театрӗнче 18 сехетре ыран «Чӑваш театрӗн легендисем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Театрӑн пӗчӗк сцени ҫинче «Халӑх йӑли — пурнӑҫ йӗрки» мероприяти иртӗ, унта тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе: туйпа, салтака ӑсатнипе, улах ларнипе — паллаштарӗҫ.
18 сехет те 30 минутра сцена ҫинче хитре калаҫма вӗрентекен ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлеме пуҫлӗ. Ӑна Анна Цветкова вӗрентӗ.
19 сехет те 30 минутра «Пӗтӗм тӗнче — театр» экскурси пуҫланӗ. Анна Морозкина экскурсовод кӑсӑклӑ вырӑнсене илсе ҫитерӗ.
21 сехет те 30 минутра чӑваш халӑх артисчӗпе Геннадий Медведевпа тӗлпулу иртӗ.
22 сехет те 30 минутра чӑваш ташшипе ӑсталӑх лаҫҫи пулӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наиль Мингазов ертсе пырӗ.
23 сехет те 30 минутра «Пӗтӗм тӗнче — театр» каҫхи экскурси иртӗ.
Ҫурҫӗр иртни 30 минутра «Чувашский театр сквозь века» документлӑ кино кӑтартӗҫ.
Мӗнпур мероприяти тӳлевсӗр пулӗ. Хутшӑнма ҫак каҫӑпа иртсе регистрациленмелле.

«Даёшь, молодёжь!» сериалта ӳкерӗннӗ Раҫҫей актерӗ Михаил Башкатов Чӑваш Енри шкул ачисемпе тӗл пулнӑ.
Чылай ҫамрӑка килӗшекен паллӑ актер Михаил Башкатов Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкула ҫитнӗ. Кайран вӑл Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулта вӗренекен ачасемпе тӗл пулнӑ.
Михаил ачасемпе литература ҫинчен калаҫнӑ, хӑй мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑллани ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пӗчӗк вӑрттӑнлӑха та уҫнӑ: унӑн сценӑна юратасси театр студине ҫӳренинчен мар, кӑсӑклӑ литература урокӗсенчен пуҫланнӑ иккен. Михаил Башкатов ачасене ыйтӑвӗсене пӗр суймасӑр хуравланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл шӳтлесе илме те манман.

Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш элемӗсен — гербпа ялавӑн — авторӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш ӳнерӗ ҫак ӑстапа нумай енлӗ ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш геральдистне «вут-ҫулӑм чунлӑ ҫын» тесе каланӑ иккен. Ятарлӑ компьютер программисем ҫук чухнех вӑл хӑйӗн шрифчӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш космонавчӗ валли кӑкӑр ҫине хакламалли паллӑна ӳкернӗ, 400 ытла кӗнекене илемлетнӗ, Гагарин кӗперӗн чукун решеткин эрешне ӳкернӗ.
Пулас художник 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче (1949-1951), Шупашкарти ӳнер училищинче (1951-1952), Тбилиссири патшалӑхӑн ӳнер академийӗнче (1958-1964) вӗреннӗ.

Чӑваш Енри студенткӑсем Инна Григорьевӑпа Елена Торговцева Пӗтӗм Раҫҫейри «Я ЛЮБЛЮ РОССИЮ-2026» (чӑв. "Эпӗ Раҫҫее юрататӑп") чемпионатра ҫӗнтернӗ.
Маттур та пултаруллӑ хӗрсем Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ. Иннӑпа Елена конкурса «Шыв айӗнчи хула халапӗсем» проектпа хутшӑннӑ, «Чи лайӑх экскурси маршручӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Проект аудиогид, видеоконтент тата интерактив пулӑшнипе Шупашкарти кӳлмекпе ҫуран утса паллашма май парать.
Палӑртса хӑвармалла: финалта Раҫҫейри 20 ытла регионти ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
