Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.2 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хор

Культура

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем Трактор тӑвакансен культура керменне (унта республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ) пуҫтарӑннӑ.

Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин регионти уйрӑмӗпе пӗрле Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ирттернӗ.

Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек фестивале пирӗн республикӑра 13-мӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче унта тӑватӑ категорири коллективсем хутшӑннӑ: ача-пӑча, клубпа кану ҫурчӗсенчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ аслисен ушкӑнӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсенчи ачасен тата аслисен ушкӑнӗсем.

Сцена ҫине 14 муниципаллӑ округпа 2 хуларан килсе ҫитнӗ, пурӗ 600 ытла ҫынлӑ 30 коллектив тухнӑ.

 

Культура
 «Надежда» хор. Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ.
«Надежда» хор. Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ.

Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хорсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Музыка конкурсне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ ирттернӗ.

Конкурса асӑннӑ учрежденире виҫӗ уйрӑмӗнчи виҫӗ хор хутшӑннӑ: Валентина Телей ертсе пыракан «Калинушка», Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Алексеев етсе пыракан «Палан» тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пыракан «Надежда». Вӑл ушкӑнсене ватӑсемпе сусӑрсем хавхаланса ҫӳреҫҫӗ.

Центрта хӑй вӑхӑтӗнче хорсен конкурсне ирттернӗ-ха, халӗ ҫав ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма йышӑннӑ.

Музыка конкурсӗнче пӗрреӗш вырӑна «Надежда» хор тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — «Калинушка», виҫҫӗмӗшӗнче — «Палан».

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче «Его величество орган» (чӑв. Мӑнаҫлӑ орган) органпа симфони музыкин концерчӗ иртнӗ.

Унта Раҫҫей халӑх артисчӗ, чаплӑ органист Рубин Абдуллин тата Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх симфони капеллин оркестрӗпе хорӗ хутшӑннӑ.

Концертра Иоганн Себастьян Бах, Василий Калиниников, Джулио Каччини тата Отторино Респиги хайлавӗсем янӑранӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Мадригал» академи камера халӑх хорӗ «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи ята тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне ҫапла хисеплӗ ят парасси калкан приказа ҫӗршывӑн Культура министерстви кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ.

«Мадригал» хора 1984 ҫултанпа РФ тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫсей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Хор обществин пайташӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Халӑх коллективӗ ята ушкӑн 1988 ҫултах тивӗҫнӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ черетлӗ сезона чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӗ.

«Чечеклен тата юрла, манӑн Чӑваш Ен» программӑна Герман Лебедевӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Юрий Жуковӑн, Юрий Кудаковӑн тата ытти пултаруллӑ ӑстан хайлавӗсене кӗртӗҫ. Куракансене ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи композицийӗсемпе те, ҫӗнӗ постановкӑсемпе те савӑнтарма палӑртаҫҫӗ.

Премьерӑна Кирилл Кассович илемлӗх ертӳҫи, ансамблӗн тӗп балетмейстерӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов хатӗрлеҫҫӗ. Сцена ҫине ансамблӗн мӗнпур цехӗн ӑстисем (пурӗ 50 артист) тухӗ.

Ыран, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ансамбль хор, оркестр тата балет ҫӗнӗ пултарулӑх сезонне епле хатӗрленнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене уҫӑ репетици вӑхӑтӗнче кӑтартса парасшӑн.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та