Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ренат Хариса Куҫма Турхан ячӗллӗ преми панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валери Туркай 22.10.2026 21:24 | 193 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Кӑҫал Тутарстан Республикипе пӗтӗм тутар халӑхӗ Тутарстан халӑх поэчӗ, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Ренат Харис 85 ҫул тултарнине паллӑ тӑвать.

Ренат Магсумович Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Каша ятлӑ ялта ҫуралнӑ. Ку ялта сӗм авалтанпа тутарсемпе чӑвашсем пӗрле пурӑннӑ, халӗ те питӗ килӗштерсе пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Пулас поэт пӗчӗк чухнех чӑ?вашла калаҫмА та, ҫырма та пултарнӑ, чӑваш литературине питӗ юратнӑ. Ҫакӑ ӑна кайран чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене тутарла куҫарма питӗ? пулӑшнӑ.

Тутар тата чӑваш халӑхӗсен туслӑхне ҫирӗплетес тӗлӗшпе нумай ҫул вӑй-халне шеллемесӗр, питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Ренат Хариса Чӑваш Ен Правительстви «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса чысланӑ. 2009 ҫулта вӑл Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Кӑҫал вара Ренат Магсумович Хариса Комсомольскисен «Кӗтне» ентешлӗхӗ хӑйӗн Куҫма Турхан ячӗллӗ премийӗпе хавхалантарчӗ. Премие ҫак кунсенче Комсомольскисен ентешлӗхӗн хастарӗсем Валери Туркай, Валерий Гордеев тата Киям Пахалов Хусанти Федерации университетӗнче тутарсен паллӑ поэчӗ тата общество деятелӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ Халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ.

#чӑвашлӑх, #премисем, #тутарсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ялтан // 1863.61.1744
2026.10.22 22:15
Куҫма Турхан кам вара вӑл?Мӗнпе чапа тухнӑ?Укҫине кӑштах Гордеев панӑ пулсан,тен,преми ячӗ нимех те мар тейӗпӗр.
Пăшатан // 3890.75.7259
2026.10.23 10:00
Каша — Кайсарово.

Кунта асанакан ял вара — Елховое Озеро (чăвашла Тутар Каши теççĕ)
Пăшатан // 3890.75.7259
2026.10.23 10:05
Тутар Кашинчи чăвашсен нумайрах пайĕ çывăхри Кунттиккав ялне, лешне никĕслесе, куçса ларнă 1913-мĕш çулта. Тĕрĕс, Елхоое Озеро (Тутар Каши) ялĕнче чăашсем халĕ те, нумаях пулмасан та, пур.
Пăшатан // 3890.75.7259
2026.10.23 10:07
Ренат Магсумович Тутар Кашинче нумаях пурăнман. Мĕншĕн тесен килйишĕ часах урăх яла куçса кайнă.
Мĕтри Ванччă // 2735.35.3842
2026.10.23 11:10
Аван хыпар, ырă та пархатарлă ĕç тăвать Кĕтне каччи Валери Туркай.
Каçал тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Ркаил Зайдуллана та парсан аван пулмалла Турхан премине: кĕнекисем те чăвашла пĕрре çеç мар тухнă, таланчĕ те пысăк, обществăлла ĕçне те сахал мар туса пырать - миçе çул ĕнтĕ Тутарстан çыравçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи, Тутарстан патшалăх канашĕн депутачĕ. Кĕскен каласан, каçалсен савăнмалăх, мухтанмалăх пур унпа.
(Тен, халиччен панă та пулĕ ăна çак премине, тен, эпĕ пĕлмесăр юлнă, ун пек пулсан - каçару ыйтатăп кирлĕ-кирлĕ мар çырса чăрмантарнăшăн).
Пăшатан // 3610.6.2762
2026.10.23 15:15
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем