Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанПепке çуралсан...Вăхăт таппиПăва çулĕ çинчеКăвайт çутисемҪул пуҫламӑшӗӐшӑ ҫумӑр

Мишша фронта каять


1917 çул пуриншĕн те тертлĕ пулчĕ. Вăрçă чарăнасса кĕтсе илеймерĕç çынсем. Мишшан пурнăçĕ те хĕсĕнсех пычĕ. Амăшĕ укçа-тенкĕпе пулăшаймарĕ, килĕнчен ывăлне çăкăрсăр пуçне нимĕн те парса яраймасть. Юрать хваттер хуçи, Порфирий Петрович, хăй çемйипе пĕрле сĕтел хушшине ларткалать. Сăвă çырма та пăрахрĕ Мишша, ытларах фроятран килекен хыпарсемпе кăсăкланать.

Уесри хăрушсăрлăх комитечĕ А. Абалымова йĕркесĕрлĕхсемпе тата халăх пăлханнипе çителĕксĕр кĕрешнĕшĕн комиссар ĕçĕнчен хăтарчĕ. Ун вырăнне К. Ольшановские, çар çыннине, уйăрса лартрĕç.

Влаçа илнĕ-илмен Ольшановский уес комитечĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта пухăннисем вăл хистенипе ятарлă йышăну турĕç: «Вăрçа тăшмана çапса аркатичченех тăсмалла».

Шкулта учительсем Вăхăтлăх правительство халăхшăн тимленине ĕнентерме пăхрĕç, çынсемшĕн тăрăшнипех вăрçа чармасть имĕш, Çĕршывсен хирĕçĕвне Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем кĕрсе кайни çинчен хыпар çитрĕ. Инçет Америка пирки Мишша вулакаланă-ха, Курие те сахал мар калакаласа панă. «Вĕсене тата мĕн çитмен?» — тĕлĕнет вăл.

Пăтранать Мишшан шухăш-кăмăлĕ. Вĕренӳ пит туртми пулчĕ, шӳтлесси манăçа тухрĕ. Кассăн-кассăн ыйхи вĕçет. Хăйне ӳпкелесе те илет: вăрçăра паттăра тухма май пур чухне кунта выçăллă-тутăллă нушаланмалла.

Малалла

Петĕр ачисем


Петĕр авланчĕ пĕрре çуркунне,

Каларĕ йăвашшăн вара арăмне:

«Анчах ытлашши ачасем кирлĕ мар,

Пырать хăть пĕрре — хăш чухне йăпанма...

 

Чăрмавĕ, темскерĕ — ăçта вĕсемпе!

Пурнар-ха чипер çеç яшпа пике пек».

Анчах Марине тăнламан Петĕре;

Пĕр харăс çуратрĕ ик ывăл — йĕкреш.

 

Мĕн тăвăн?.. Çилленчĕ хай Петĕрĕм ман.

Пĕрне чиперех алла тытрĕ курма,

Хăяккăн куç хыврĕ унтан теприне...

Пăхать те — хавассăн кулать Марине.

 

«Мĕн тăвăн, — тет Петĕр, — пулать вĕт инкек.

Анчах та хитре ачисем... чечек пек...

Ăçтан-ха çакланнă вĕсем ман тĕле?..

Пĕлесч... ман виççĕмĕш пулĕ епле?»

 

Çуралчĕ ак виççĕмĕш... Петĕр пăхать:

Ак ку-мĕн татах та хитре курăнать: —

Куç-пуçĕ шăрçа пек, пит-куçĕ — çырла!..

«Пĕлесчĕ, тепри мĕнлерех-ши пулать?..»

 

Нумай çулсем иртрĕç... Ман Петĕр пурнать.

Кĕçех ун вуниккĕмĕш, хĕр çуралать.

«Вунвиççĕмĕш пулеччĕ, тен, лайăхрах,

Анчах та эп мар, Марине айăпра...

 

Малалла

Тĕнчемĕрĕн яланлăх ĕмĕтне...


Тĕнчемĕрĕн яланлăх ĕмĕтне —

Тăнăçлăха — шанчăксăра ямасăр,

Эсир упратăр чунăр хăватне,

Çав аслă хăвата пĕтме памасăр.

 

Эсир упратăр пиллĕ çынлăха,

Çав пиллĕхе хĕрӳ ĕçре тупатăр.

Пулать хăш чух — кĕретĕр çылăха,

Хыт ӳкĕнсе çав çылăхран тухатăр.

 

Чун хăватне палăртакан йĕрсем

Ман сăвăра та палăрать — сисетĕп.

Кĕвĕлесе куллен ӳстернĕçем,

Эп хам та тӳпене çити ӳсетĕп.

 

Пĕтмерĕм зпĕ — Турă пăрахмарĕ.

Халаллă шанчăкăн вăйĕпеле

Манри вăйсенĕн ырă пархатарĕ

Çĕклерĕ ман сасса çӳлрен-çӳле.

 

Поэзийĕм вара, тӳпе пил янăн,

Кĕрлерĕ ирĕклĕн, тасан-тасан:

Чун кĕввипе эп сирĕнпе — тăванлă.

Хăвачĕпе те сирĕнпе — тăван...

Хăçан вăл пулнăччĕ çапла...


Хăçан вăл пулнăччĕ çапла:

Куç умĕнчех çуралнă пек —

Тĕнче, унăн çути? Кала,

Чĕрем, эп маннă пĕтĕмпех.

 

Чун кăна марччĕ пуль, кашни

Сисев тымарĕ таранччен

Кисреннĕччĕ эп, юн куçни

Туйнатчĕ çав тымарсенче.

 

Вара çывхарчĕ канлĕх те:

Чун тăнăçрĕ. Вăл, çӳллĕ чун, —

Кĕтрет çутийĕ те кĕтрет.

Çӳллĕреххи, тен, урăх çук.

 

Вăл кĕвĕллĕ кĕвве куçать,

Тĕнче ăс-тăнĕн сассипе

Чăн тӳпери пек калаçать.

Тĕнче çути — чуна сипет.

 

Тен, çав майпа, илем туйса,

«Эп» тенĕ халăн çутине

Таса саспа сăмах туса

Янратрăм килĕшӳллĕн эп?

Астумастăп халь, хăçан...


Астумастăп халь, хăçан

Хумлăн-хумлăн вĕри си

Ман юна хĕрӳн куçать —

Мĕн кĕвви, мĕскер сасси?

 

Кĕрлесе те янраса

Çавăрать пуçа вара.

Малтанхи хут, пуçласа,

Çавăрать те çавăрать.

 

Чун кĕвви пуль, ун сасси

Музыка пулса каять?

Хум çапать пек, вĕри си

Вăй вылять пек — чун туять.

 

Иртрĕç хурлăх хушшипе

Ытарайми самантсем —

Пĕтĕм ĕмĕр тăршшĕпе

Илтĕнсе тăрас сассем...

Ахăр самана


Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шăхасана хăрушă хыпар çитрĕ. Шкул ачисен хăлхине те пырса кĕчĕ вăл, Вулăс пуçлăхĕпе чиркӳ çыннисем шикленсех ӳкрĕç. Земство начальникĕ Шалавин кăмăлне пытараймарĕ, тарăхнипе кăшкăрсах ячĕ:

— Пулемет çитмен! Пу-ле-мет! Акă мĕн кирлĕ пулнă вĕсене.

 

* * *

Шкул заведующийĕ Афанасьев ĕçе тунсăхлăн пырса кĕчĕ. Унпа пĕрле — Воскресенский пуп, вăл та питĕ кичем.

Ачасене зала пуçтарчĕç. Анчах хальхинче «Боже, царя храни» гимна юрлаттармарĕç. Кăшт тăхтасан вĕсене патшана вырăнĕнчен кăларнине, вăл хăй ирĕкĕпех влаçа халăх аллине панине пĕлтерчĕç. Ку Петербургри рабочисемпе большевиксен ирсĕр ĕçĕ имĕш. Малашне патшасăр пурăнасси пурне те хăратать иккен. Вăхăтлăх правительство тунă-ха, унăн пуçлăхĕ — Керенский. Вăл министрсене уйăрса лартнă ĕнтĕ.

Иван Афанасьевич ачасен шухăшне пĕлме кăмăл турĕ.

— Кам тухса калаçасшăн? — ыйтрĕ вăл.

Ик-виçĕ ача алă çĕклерĕ.

— Титов Григорий сăмах илет, — пĕлтерчĕ Иван Афанасьевич.

Титов нумай шухăшласа тăмарĕ, тӳрех политикăна кĕрсе кайрĕ:

Малалла

Алăсем


Эп чылай çынна ал тытнă.

Чăмăртанă киленсех

Çĕр ĕçченĕн ĕçре хытнă

Аллине силле-силлех.

 

Акăш тĕкĕ евĕр кăпăш

Алă лекнĕ тепĕр чух.

Çук ăна вăрçмашкăн шухăш,

Ятламашкăн кăмăл çук.

 

Харпăр хăйĕн ĕç. Ку — паллă.

Тумалли ĕçсем хистеç.

Ĕç тумашкăн панă алă

Ал çупса ан лартăр çеç.

 

Çупрăмăр пĕр харăс, шавлăн,

Пит пулмарĕ пархатар.

Халĕ те ун евĕр алă

Ĕç патне пырасшăн мар.

 

Ал-ура ĕçре çеç ыртăр —

Çакăн пек тĕллевĕм халь.

Мĕн тери çупсан та хытă,

Тек илеймĕпĕр медаль.

Хăват


Кашни çырман пур ик çыран.

Çав ик çыран вăл — ик тăван.

Çав ик тăван пĕр ĕç тăвать —

Ак ма хухмасть çырман хăват.

 

Тӳпешĕн тунсăхлан чуна

Ахаль-им панă ик çунат?

Çунат пĕр харăс сулăнать —

Тӳпе хăлачĕн çул ăнать.

 

Этемĕн пысăк ăраскал.

Пур унăн вăйлă мăшăр ал.

Тытать вал пĕр ĕç ик алла,

Ĕçпе утать çын малалла.

Юрă


И калам-и, калам-и?

Элкеш хĕрпе пĕр ирпе

Сĕве хĕрне тухрăмăр,

Сĕрен кĕпер куртăмăр,

Савни сӳтрĕ, çип турĕ,

Çитмĕл тĕспе тĕр турĕ.

Çавăнпа та ун тĕрри —

Çутă сĕрен кĕперри.

 

И, калам-и, калам-и?

Элкеш хĕрпе — сар хĕрпе —

Çӳл ту çине ухрăмăр,

Хĕвел шевли пухрăмăр.

Элкеш хĕрĕ тĕр турĕ,

Йăл кулăран йĕр турĕ.

Тĕрри-тĕрри — хĕр кулли,

Хĕвел кулли, йăл кулли.

 

И, калам-и, калам-и?

Элкеш хĕрпе — савнипе —

Туйралăхпа утрăмăр,

Илен кайăк куртăмăр.

Элкеш хĕрĕ тĕр турĕ,

«Асăнмалăх — ил», — терĕ.

И-и, тĕрри капăрри —

Кайăк сикки, чун юрри.

Пирĕн яла пырса кĕрсен


Пирĕн яла пырса кĕрсен —

Калла тухма пĕлĕр-и?

Çутă аслă урамĕсен

Вĕçне тухса пĕтĕр-и?

 

Çӳллĕ çуртсем тĕлне çитсен —

Хулари пек темĕр-и?

Йăл-йăл çунать кантăкĕсем —

Хула çути темĕр-и?

 

Вĕçсĕр-хĕрсĕр хирпе иртсен —

Юрламасăр чăтăр-и?

Тăван халăх ĕçĕпелен

Савăнайса тăмăр-и?

 

Пирĕн колхоз садне çитсен —

Вăй картине кĕмĕр-и?

Çут орденлă хĕрсемпелен

Выляс, кулас темĕр-и?

 

Чипер хĕрсем ăшшăн пăхсан —

Савни теес килмĕ-и?

Пирĕн яла пĕрре пырсан —

Татах килес темĕр-и?

■ Страницăсем: 1... 568 569 570 571 572 573 574 575 576 ... 796

Шухăшсем