Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кăнтăртан вĕçсе килсен сар кайăк,
Савăнса кашлать хура вăрман.
Сывлăш уçă, ĕçлеме те лайăх,
Кун пек чух пĕлместĕн ывăнма.
Çурхи сывлăш чĕрене вăй пачĕ,
Ешерет умра хĕвеллĕ май.
Чечекре колхозăн капăр сачĕ,
Улмуççи, чие унта нумай.
Кăкрисем умне татса тиреççĕ
Сар хĕрсем шур çемĕрт çеçкине.
Кăмăлтан хавасланса итлеççĕ
Шăпчăксен хĕрӳллĕ юррине.
Юрласа хире тухать сухаçă,
Çĕн сухаçă — çамрăк тракторист.
Калчасем çăра шăтса тухаççĕ,
Ир-ирех юрра ярать тăри.
Савăнса çынсем ĕçе пикеннĕ,
Вĕсене хĕвел лăпкать хуллен.
Тăван ял чечекленет илемлĕн,
Хитререх вăл курăнать куллен.
Килĕрен итлетпĕр ирĕн-каçăн
Инçетри Мускавăн сассине.
Урамрах çут çăлтăрсем çунаççĕ,
Çутатаççĕ лăпкă каçсене.
Çуркунне! Хĕрсе юрлать сар кайăк,
Савăнса кашлать кăтра вăрман.
Мĕн тери илемлĕ пурнăç, лайăх —
Кун пекки вăл ĕмĕрне пулман!
Малтан çакна никам та асăрхаса илеймен-ха. Кукăртурта ялĕнче пурнăç пĕр майлах шуса пынă. Хайхи пĕррехинче Катăк йĕм Лариванĕ, яланхи пекех, картишне тухатъ те выльăх-чĕрлĕхне арпа тăкса парать. Мăйракаллă сурăхĕпе шăши тĕслĕ ĕни, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи васкаса ыткăнса пыраççĕ ун патне. Катăк йĕм пăхăр чĕлĕмне тивертет, техĕмлĕн паклаттарма тытăнать. Таврара шап-шурă çĕнĕ юр. Сывлăш уçă. Кăшт уçăлкаласа тăрам-ха, тет Лариван. Тăрать-тăрать те вăл çапла картишĕнче, сасартăк ăна тĕнчере темĕскер çитмен пек туйăнса каятъ. Хальчченхинчен темĕскер катăкрах пек. Мĕн амакĕ ку?
Лариван канăçне çухататъ, шухăша каятъ. Чĕлĕмĕ те сӳнсе ларатъ. Унтан, темле майпа-çке, кĕçех асăрхать Катăк йĕм: çерçисем çук. Чив-чив-чив туса арпа патĕнче сиккелекен, карта çумĕнчи çапăсем çинче тĕкĕсене тăраткаласа ларакан çерçисем ниçта та курăнмаççĕ. Чăнах, ĕмĕртенпе ялта пурăннă çерçисем тăмăч çухалнă. Вăт тамаша! Ниçта та çук. Лариванăн ăш-чикĕ хускалчĕ, чĕркуççийĕ лĕнчĕрех кайрĕ. Аллинчи чĕлĕмĕ те юр çине ӳкрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Тен, пĕр-пĕр инкек-синкеке мар-и? Тен, кĕçех çĕр чĕтренмелле мар-и ку вырăнта, вулкан тухмалла мар-и? Катăк йĕм васкасах кӳршĕри Сĕрĕм Михали патне каçрĕ.
Малалла
Укăлча умĕнче шурă хурăн,
Укăлча умĕнче сирĕн кил.
Хурăнсен айĕнче савнă вырăн,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.
Улăх урлă, хир-вăрмансем урлă
Варкăшса иртет-и ачаш çил,
Саншăнах эп çепĕç юрă юрлăп,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.
Вăйăра та, çывăрма выртсан та
Ман умра — шур хурăн, сирĕн кил.
Кирек те ăçта кăна пулсан та,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.
Тен, унта та пур-тăр шурă хурăн,
Кăтрине лăпкать пуль ачаш çил?
Кунта акă саншăн çунса пурăн —
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.
Кĕрлесе тăрать Кипек пасарĕ.
Çав ĕнтĕ, шăв-шавсăр пасар çук.
Тем чухлех юр-вар е кишĕр-çарăк.
Ак сĕнет пĕр арăмĕ сар çу.
Хăй каларăш, çăвĕ шутсăр тутлă.
Ик çур уйăх чĕресре, кур-ха.
Нӳхрепрен кăларнă тин, пухутлă, —
Турра шĕкĕр, сутлăх та пур халь...
Калаçать инке хавассăн питĕ.
Кĕлетки ун — йăрăс хыр вулли.
Шурăм пуç пек çуталать сăн-пичĕ,
Сар çу евĕр ирĕлет кулли.
Ан шутлах тем, эп сывларăм ассăн.
Куç илми пăхуçăн сан çине.
Шурă питлĕ аппана курсассăн
Аса илтĕм хамăн аннене.
Сан пекех сăпайлă та хитреччĕ,
Сăмахпа пĕлместчĕ такăна.
Пĕр тытсассăн — виççĕшĕн ĕçлетчĕ.
Пурăнатчĕ пирĕншĕн кăна.
Сахал мар вăл курнă, терчĕ-хурĕ
Пулнă-çке.
Пĕлетĕн-и, аппа,
Вăл мана вĕрентрĕ те çын турĕ
Çу сутса пуçтарнă укçапа.
Парăм, парăм... Ах, мĕнпе-ши татăп?
Тав сăмахĕ калăп хамăнне.
Паян эпĕ сăввăмра мухтатăп
Аннесен сар çу пек кăмăлне.
Шĕшкĕлĕхе кĕрсессĕн, сарă мăйăр
Татмасăрах ӳкме тăрать çĕре.
Эсир ăна пат ӳкерсе ан кайăр,
Çĕре ӳксессĕн, йывăç та çĕрет.
Çиме тăрсан, хуллен кăна катсамăр:
Епле сĕтеклĕ сар çу пек тĕшши!
Çĕр мăйăр çисенех пулатăн самăр
Тесе чăваш ахаль каланă-ши?
Çĕр мăйăр çирĕн тĕк чĕре хăватлă,
Пĕр мăйăр пысăкăш ларать сар çу.
Чăваш çанталăкĕ пит тараватлă,
Пирте нихçан та шĕвĕлти хурт çук!
Шĕшкĕлĕхе кĕрсессĕн, мăйăр татăр
Чашки-чашкийĕ туличчен ялан.
Чăваш мăйăрĕнчен илен хăватăр
Тăван çĕршыв хăвачĕ пулмалла.
Чăваш куккукĕ авăтсан вуниккĕ,
Ян-янраса каять çурхи вăрман.
Хăвна вара нихçан туймастăн шиклĕн,
Кунта кашни юман — çумри тăван.
Атте тесе ят панă ахальтен-им
Çĕр çул çĕкленнĕ çирĕп юмана.
Юман вăл — паттăр. Юман паттăр тенĕ
Кĕрешӳри хастар, маттур çынна.
Кĕрнеклĕ те кĕреш чăваш юманĕ
Виççĕр çултан кая лара пĕлмест.
Асаттесен аслашшĕсен тăванĕ
Паян та чăрсăр тымарне çĕртмест.
Вуниккĕ авăтсан чăваш куккукĕ,
Калас килет: «Эс авăт виççĕр хут.
Ун чухлĕ пурăнма пире шут çук-и,
Куккукăм, авăт! Кирлĕ мар, тен, шут?»
 Эсир хуркайăксен сассине илтнĕ пулсан та, хăйсене курман. Эсир вĕсене курма та пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем пит çӳлтен вĕçсе каяççĕ.
Çапла пулсан та эпĕ хуркайăксене тытса курнă. Пĕрне кăна мар, ушкăнĕ-ушкăнĕпех, пĕрне тартмасăр тытнă.
Хуркайăксем кунта пурăнмаççĕ. Хăшĕсем — вĕсем çурçĕрти пăрлă тинĕссенче, теприсем тата кăнтăр енче пурăнаççĕ, теççĕ. Анчах çак суя халлапсене эпĕ пĕрне те ĕненместĕп, мĕншĕн тесен хуркайăксем ăçта пурăннине эпĕ хам та пĕлместĕп.
Маншăн çакă кăна паллă. Хуркайăксем çулсеренех пирĕн ял урлă çуркунне вĕçсе каяççĕ. Вĕсем пĕчченшерĕн мар, пĕр-пĕрин хыççăн карталанса, ушкăнпа, питĕ çӳлтен вĕçсе каяççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ, эсир вĕсен сассисене илтнĕ пулсан та, хăйсене патĕнчен курма пултарайман.
Çапла пĕр çулхине яланхи пекех çуркунне çитрĕ. Яланхи пекех пулсан та, вăл çуркунне хуркайăксем тĕлĕшĕпе ăраснарах пулчĕ: пирĕн ял çинчен кунсерен çирĕмшер те вăтăршар ушкăн хуркайăк ирте-ирте каятчĕ. Пăхаттăмччĕ те шалтах тĕлĕнеттĕм:
— Мĕн чухлĕ какай манăн çăвара кĕмесĕр сая каять! — тесе юлаттăм.
Эпĕ кăна мар, ытти сунарçăсем те вĕсем çине питех ăмсанса ăшă куçпа пăхса юлатчĕç; пурин те вĕсене тытсă тутанса пăхас килетчĕ. Хуркайăксен сассине илтсенех, пăшалĕсене йăтса тухатчĕç те, умлăн-хыçлăн пеме тытăнатчĕç. Анчах та ушкăн хуркайăкран пĕри те çĕре ӳкместчĕ.
Малалла
 Çамрăк ĕмĕр çил пек иртрĕ,
шухăшсем çеç юлчĕç,
асăнмалăх пулчĕç мар-и
ыр курнăçусем?
Эсĕ утрăн çумăр витĕр —
хурăнсем ал сулчĕç.
пăшăлтатрĕç пит шелленĕн:
«Татăлчĕç çулсем...»
Яш кунсем иртсе кайнишĕн
пăхмăп пурпĕр хурлăн,
ман пата эс, нишлĕ шухăш,
çывхарма ан хăй.
Сулхăн сăнлă каç килсессĕн,
асăмра эс юрлăн,
чечекленĕ ман тавралăх —
ӳсĕ çамрăк вăй.
Шăрăхран та хăрамасăр,
вăрманти çăлкуçĕ
хăй çулне йĕрлет хаваслăн
курăк айĕнче.
Çамрăк чун çăлкуç пек мар-и?
Шухăшпа ан хуçăл.
Чун çăлкуçĕ типмесессĕн,
пурăн çĕр çулччен!
Эс çумра час пулмасан çеç,
тусăм — çăлтăр куçăм,
туяпа çӳрет пек ватлăх
пӳлĕмре пĕччен.
 «Çапкаланчăк» фильма кăтартатчĕç ун чух,
клубалла çумăр айĕн чупатчĕ яш-кĕрĕм.
Эс кĕрен кĕпепеччĕ — санран хитри çук!
Куçупа йăл кулса калаçаттăн пит чĕррĕн.
Эс мана алăран тытса лартăн шăпах,
пăлхантарчĕ пире аякри Инди фильмĕ.
Кур, епле этеме тӳртĕн тăнă шăпа —
ах, ытла та тӳнтер ăраскалĕ ун килнĕ...
Йĕп-йĕпе йывăçсем хунарсен çутипе
йăлкăшатчĕç, темскер калаçатчĕç именнĕн.
Шăппăн утрăм санпа эп вĕсен хӳттипе
Сулхăн каç шухăшне тĕпчесе хыт киленнĕн.
Кĕркуннеччĕ. Çилпе чăлханса çулçăсем
çĕр çине вĕлтĕр-вĕлтĕр ӳкетчĕç пит шăпăрт.
Кĕркунне сулхăнне сиснĕрен пуль, çынсем
чĕрне вĕççĕн утса çухалатчĕç пек хăвăрт.
Çумăр çурĕ çаплах. Алран ал çавтăнса,
сăрталла эпир чупрăмăр шухăшсăр, шухă.
Аякри асилӳ çеç халь юлчĕ тăрса,
вăхăта эс чарса калаймастăн: ан шу-ха.
Вăхăта эс чарса калаймастăн: тăхта,
çамрăк ĕмĕр иртет, çаврăнса кăшт пăхар-и?
«Çапкаланчăк» кино эпĕ куртăм татах —
Малалла
 1
Тĕксĕмленчĕ тӳпен кăн-кăвак океанĕ,
манăн шухăш çилкеçĕ çул тытрĕ унта.
Эп пĕлетĕп: ялан юлăп сан асунта!
Пирĕн ĕмĕр çути ма ахаль сапаланĕ?
Санпала хам кунсен çурлине пайламан-и?
Антăхсах çинĕрен, çуркаланчĕ тута:
иртрĕ çу — халь кĕр кунĕ çӳрет-çке тулта,
эп пĕрех ун çурхи илемне шыраканĕ.
Кăлăхах-и? Эппин, иккĕлле шухăшпа
каçсерен ма тухас шанчăк кăчăк туртмасăр
сассуна та упран сарлака улăха?
Манăн шухăш силкеçĕ мĕнле тупăшпа
таврăнать-ши тесе эп сывларăм та ассăн,
куртăм хĕрлĕ утрав пек çиçен уйăха.
2
Куртăм хĕрлĕ утрав пек çиçен уйăха:
çĕр çинчи ман тĕнче ун çинех пуль йăлт куçрĕ.
Хăйĕн вăрттăнлăхне çамрăкланнă чун уçрĕ, —
курăнман пусмапа ун патне улăхать.
Халиччен те пĕлсе хакламан туслăха
тупассишĕн чунтан ăнтăлса эпĕ усрăм
йывăрланнă пуçа: кăмăла çеç, тен, хуçрăм?
Сан сассу хускатмарĕ кунти шăплăха.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 572 573 574 575 576 577 578 579 580 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...