Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Авăн уйăхĕАли-паттăрСар ачапа сарă хĕрСинкерĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Лаша


Лашам, пулаймарăн çав эс урхамах,

Пуçна каçăртса çӳреймерĕн, лашам,

Каллех ак тиев — хăлтăркка урапах —

Атя, тапаçлан — эп кăштах пулăшам.

 

Мĕн тейĕн, лашам, чăтмалла-тӳсмелле,

Тиев йывăртан эс пуçна çеç ан ус.

Сан ман пурнăçа та кăштах пĕлмелле:

Эс ман яланхи çывăхран-çывăх тус.

 

Эп пур, сан пекех, ик турта хушшинче:

Сурать, тĕлкĕшет кулленех хул пуççи.

Выртман хĕртĕнсе сар хĕвел ăшшинче,

Хура тар тухсан — типĕтет çил уççи.

 

Пире ĕçе кӳлнĕ — эппин туртмалла.

Халь çак сăрт çине хăпарса çитсенех

Эс утă кăшт çи (ман пирус туртмалла),

Вăй кĕрĕ сана çав утта çисенех.

 

Çул-йĕрĕ ытла та тумхахлă вара,

Çырмийĕ-çатрийĕ — ура пуссанах.

Лараççĕ хăшсем паян ăш йăвара, —

Нихçан та ăнланмĕç мана та сана.

 

Пĕрре анмалла тĕпсĕр пек çырмана,

Кайран пашкаса туртмалла тăвалла.

Лашам, каласам, мĕнлерех çырмалла

Ку пурнăç çинчен ман паян сăвăлла?

 

Сăвви тарама-ха, кун-çул урапи

Малалла

Ямаш вăрманĕнчи ăсансене пурне те хам хыçран ертсе килтĕм


Мĕнле кăна тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем пурăнмастчĕç-ши Ямаш вăрманĕнче! Таврари пур ялсенчи сунарçăсем те унтан тухма та пĕлместчĕç. Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн Ямаш вăрманĕнче сулланса çӳретчĕç. Кун каçа пĕр куян тытмасан та, вĕсем уншăн пĕртте пăшăрханмастчĕç. Ăнсăртран пĕр куянне лектерсен, çав куян тирне сутма тесех Çĕрпӳ пасарне каятчĕç. Миçе мăшăр çăпата çĕтмен-ши, миçе пăт тар усăсăр персе сая яман-ши вăл сунарçăсем! Çакна темĕн пек пысăка вĕреннĕ çын та шутласа кăларас çук. Юлашкинчен, Ямаш вăрманне те çав тар тĕтĕмĕнчен кăвак сăн çапрĕ, вăрман хăйĕн ешĕл тумне çухатса, тĕссĕрленсе кăвакарса юлчĕ. Анчах тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем çапах та вăл вăрмана юрататчĕç, унта вĕсем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех пурăнатчĕç. Уçтук варĕнчи чăтлăхра упасем йышлă çӳретчĕç. Уйпуç варĕ тилĕсен йăви пулса тăчĕ, Патин шурлăхĕнче кăвакалсем пĕлĕт пек вĕçсе çӳретчĕç.

Эпĕ вĕсене çулсерен хисепсĕр нумай тытса пурăнтăм. Çуркунне умĕн вăрманта пĕр кайăк тĕсĕ те тăрса юлмастчĕ, çитес хĕлре сунара ăçта каяс-ха, тесе те час-час шутлаттăмччĕ.

Манăн телее, кĕркунне умĕн вĕсем каллех йышланса çитетчĕç, маншăн вара пĕтĕм тĕнче тепĕр майлă улшăнса кайнă пек туйăнатчĕ.

Малалла

Мухтав сана, иккĕ!


Юрататăп сана, сумлă иккĕ.

Эс ыт мар, яланах эс тĕкел.

Эс вĕç-хĕрсĕр инçет, эсĕ чикĕ,

Юрату çутнă уйăх-хĕвел.

 

Мăшăрпа çеç пĕччен çын малашĕ,

Яланах çывăх тусшăн кĕреш.

Хĕпĕртет епле амăшĕ-ашшĕ,

Сăпкара ярăнсан йĕкĕреш.

 

Мăшăр куçăн, ун хĕмлĕ илемĕн

Хăватне ĕненсе тăр чунтан.

Эс хăрах çунатпа çĕкленеймĕн

Чăн телей тӳпине нихăçан.

 

Кил, юлташлăх, пĕччен шăнса ан тăр.

Ĕмĕр иккĕн пулар-и пĕрле?

Икĕ пит текенни çеç путлантăр,

Иккĕрен вăл суйлатăр пĕрне.

Кăвак тутăр


Иртнĕ вăхăт, ялан манра пурăн.

Харсăр çамрăклăх килнĕ пĕрре.

Кăвак тутăр çинчвн хунă юрă

Тутăр пек вĕлкĕшет чĕрере.

 

Астăватăп: чĕтренчĕ чĕр çулçă,

Таврăнмашкăн чипер çул сунса.

Эпĕ кайрăм вăрçа, тусăм юлчĕ,

Станцăра кăвак тутăр сулса.

 

Эп кăна-и? Ăсаннă пин-пинĕн

Аслă пурнăçшăн вилĕм хирне.

Кăвак тутăр çума эпĕр илнĕ,

Туслăхпа юрату парнине.

 

Тутăр юрă пулса вăрçа кĕчĕ.

Çĕнтерӳ тертлĕ çулĕ çинче

Курайманлăх çеç мар, таса вĕчĕ

Вăл çуратрĕ салтак чĕринче.

 

Çунчĕ вутлă чĕре юратасшăн,

Яланах эп илетĕп аса:

Куçне хупрĕ сар вырăс юлташăм

Савнă хĕрĕ çинчен юрласа.

 

Иртет ĕмĕр, тăнлав ĕнтĕ шурă.

Пурпĕр яшлăх пырать ĕмĕре.

Вăрçăра çунатне сарнă юрă

Кайăк евĕр вĕçет чĕрере.

 

Вăл кун-çул тӳпинче вĕçсе тăтăр.

Çавăнпа, майласа пуç тавра,

Савнă тусăм, çыхсам кăвак тутăр,

Ĕмĕр çамрăк шутлар хамăра!

Алса


Ак туянать пĕри алса.

Самант куç килчĕ хуралса.

Асилӳре — асап, инкек...

...Инçеччĕ вăрçăран кил енĕ.

Ална эс, кăкăр ачи пек,

Питех типтерлĕн пиеленĕ.

 

Кăвар пăта çапать суран,

Куçра — те ункă, те кĕлентĕр...

Салтак паекĕ юлманран

Ăша яманччĕ пĕр хĕлхем те.

 

Ах, çилĕ сивĕ, пăр ураллă.

Ăçта кĕрсе кăштах канас?

Асăрхамасть сана Канаш, —

Кантăкĕсем кӳтсе шуралнă.

 

Пасар та ларнă пасарса.

Сутас тесе салтак мĕн салтĕ?..

Суранлă ал шăнмасть ахаль те,

Çăва патне хăрах алса!

 

Чипер аппа, тавар туян.

Хакне-шывне... пĕр-ик паранкă,

Пĕçернине, хурса парсан та...

Çапла, çименччĕ-ха паян.

 

Аппа çине, эп хам хурланнăн,

Сасартăк пăхрăм тĕлĕнсе:

Ман алсапа питне хупланă,

Йĕрет вăл сассăр, чĕтренсе.

 

Унран камах ыйтмашкăн хăйĕ?

Эп сисрĕм хурлăх пуррине.

Аса илет пулех вăл хăйĕн

Фронтра пуç хунă мăшăрне.

 

Çак саманта епле чун манĕ?

Малалла

Вилĕмсĕр йыхрав


Белорусси, паттăр Беларуç.

Ял-хуласерен кунта çӳрерĕм.

Ĕшенсен те хупăнмарĕ куç,

Каç выртсан та ыйхăм вуç килмерĕ.

 

Пĕр кил-йыш пек туслă пур этем.

Хуçайман чуна палач ĕрлевĕ.

Пур çĕрте те пурăнăç, илем.

Мирлĕ ĕç, сисеп, — кашнин тĕллевĕ.

 

Илтнине хам куçăн курнăран

Хыт хумхантăм, шухăшпа тертлентĕм.

Тарăнланчĕ чĕремри суран,

Курайманлăхпа тулса хĕмлентĕм.

 

Шĕкĕлчерĕ вĕçĕм чунăма

Çуннă ялăн хурлăхĕ, асапĕ.

Ӳт пĕçерчĕ, лекрĕм çулăма...

Эй, Хатынь, сана халь пуç таяп эп.

 

Курнипе те йывăр чăтасси,

Пăчăртать тавран кĕрен ялтравĕ.

Илтĕнет йыхравлă чан сасси,

Вилнисен ку — вилĕмсĕр йыхравĕ.

 

Сив гранит та куççульпе йĕрет.

Мраморта — Хатынь, Ляор та Рудни...

Ялĕ çук. Юпа çеç рет те рет,

Сахал мар вĕсем кунта, куратни.

 

Вĕçĕм-вĕçĕм çын килсе тăрать.

Чечексем кăвар тĕспе çунаççĕ.

Хăй сыввишĕн пĕтĕм паттăра

Кашниех чун патĕнче усрать-çке.

Малалла

Йăмăкăма хисеплетĕп, Настьăна та пит саватăп


Коля тахçанах кукашшĕпе кукамăшĕ патне юнашар яла кайса курасшăнччĕ те ак паян çула тухрĕ. Урамра хĕвеллĕ çанталăк, питĕ сивех те мар. «Манран салам кала! Каялла чипер çаврăнса çитмелле пултăр», — кăшкăрчĕ ăна амăшĕ Галина Николаевна аякран.

Часах Коля хăйсен ялĕнчен тухса уй тăрăх юртан тасатнă çулпа малалла утрĕ. Йĕри-тавра шап-шурă, инçех мар вырнаçнă вăрман çеç тĕксĕммĕн ларать. Утать те утать ача, пилĕк çухрăм каймалла унăн.

Тăруках Коля вăрмантан хура мĕлкесем тухнине асăрхарĕ. Хайхисем ун еннелле çывхарнă май яш хăраса ӳкрĕ: умра — кашкăрсем! Çăткăн чĕрчунсем ун çулĕ çинех тухаççĕ. Ним тума пĕлмерĕ каччă. Вăл хир варринче, ялсем инçе, тарса ӳкме çук. Кашамансем çывхарсах пычĕç. Акă пĕри йĕкĕт çине шăтарасла пăхать. Унăн куçĕсем сивĕ, хаяр. Çав вăхăтра тăван культура урокĕсенче вĕрентекен чăваш туррисем çинчен каласа пани аса килчĕ те, юлашки улăм пĕрчинчен çакланса юлас тенĕн, хыттăн, пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ Коля: «Пихампар, чар хăвăн йыттусене!» Хура вăрман енчен сасартăк хаяррăн темле чĕрчун уласа ячĕ. Каччă сасă еннелле пăхрĕ те тем пысăкăш шурă кашаман йывăçсем хушшинчен уя тухса тăнине курчĕ. Ăна асăрхасан ыттисем унталла çаврăнчĕç, хирĕç тем хуравланăн сасă пачĕç, кайран ката еннелле çил пек вĕçтерчĕç. Коля анраса кайрĕ те тăнне çухатрĕ.

Малалла

Тăван чĕлхе


«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн

Хальхи пуян çак тĕнчере?» —

Тесе ыйтсан, сывламăп ассăн,

Эп калăп пат:

ТĂВАН ЧĔЛХЕ!

 

Унпа чĕвĕлтететĕп эпĕ

Ик-виçĕ çулхи ачапа,

Кун-çул пирки хĕрсех пуплетĕп

Хура-шур курнă ватăпа...

 

Атте-анне чĕлхи, çиç ĕмĕр!

Эп сансăр — хăрăк тунката...

Чĕлхе пулсассăн та ЧĔЛХЕСĔР,

Эп СУККĂР, куç пулсассăн та.

Чăваш хĕрарăмне


Чăваш хĕрарăмĕ!

Илемлĕ эсĕ, паттăр, —

Эп пат татса калатăп сăмаха.

Эс мĕн чуль ача çуратса патăн

Çĕршыври çĕр тĕрлĕ халăха!

 

Чăваш хĕрарăмĕ!

Ĕçчен те эсĕ, ырă,

Татах калатăп: сăнупа - чечек.

Тен, çавăнпа нумай çуратрăн вырăс,

Чылай ӳстертĕн пушкăрт та узбек...

 

Тур сывлăх патăр,

Мĕн шăтнийĕ — ӳстĕр,

Çаран çинче хитре кашни çеçке.

Ман темшĕн ытларах курас килет-çке

«Анне! Анне!» тесе чĕнен пепке.

Тар


Ӳрĕк-сӳрĕклĕх, эс тар,

Халĕ кунĕ шăрăх мар.

Чĕпĕтсе тухать ĕç тарĕ,

Кĕпене касать çав тар.

Вăл пире, тен, тарăхтарĕ —

Тарăхмашкăн кирлĕ мар.

Пĕр унра — çын пархатарĕ,

Тарăнрах, юлташ, кастар!

 

Çак тăварлă, йӳçĕ тар

Ĕмĕр-ĕмĕр тăрантарĕ,

Çĕн кăпе те тăхăнтарĕ,

Тивĕç тĕк — чапа кăларĕ!

 

Эй, сăваплă, силлĕ тар!

Нихăçан ан йăлăхтар,

Çĕн хăват ĕçре эс пар,

Пĕр санра çеç пархатар...

Тарăнрах, юлташ, кастар!

■ Страницăсем: 1... 567 568 569 570 571 572 573 574 575 ... 796

Шухăшсем