Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеПахчапа мунча хуҫиСар ачапа сарă хĕрЛаохШевле çутиХĕрес хывнă хĕвел

Сĕтел ури авăнать...


Сĕтел ури авăнать,

Урай хăми авăнать.

Авăнсан та аптрамасть,

Авăнсан та хуçăлмасть.

 

Сикĕр, сикĕр! Сикмелле.

Туйăн туй пек иртмеллĕ.

Мĕншĕн, ара, ташлас мар,

Мĕншĕн, ара, савнас мар?

 

Яштак каччи япăх-им,

Сарă хĕрĕ ятсăр-им?

Тăрăс! Тăрăс! тапар-и,

Çĕн мăшăра мухтар-и?

 

Ав, кĕтесри сар каччă

Çакă хĕре саватчĕ.

Шăлне çыртса ал çупать,

Хĕрне качча ăсатать.

 

Килекенсем — килччĕрех,

Кĕрекенсем — кĕччĕрех.

Туя туй пек тăвăпăр,

Ырă туя пăсмăпăр.

 

Сĕтел ури авăнать,

Урай хăми авăнать.

Авăнсан та аптрамасть,

Авăнсан та хуçăлмасть.

Сарă, сарă çулçăсем


Тӳпере шур уйах тулчĕ,

Чĕтренсе йĕрет йăмра.

Çул çине ӳкет сар çулçă,

Çухалать таçта, умра...

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр ăйне пулăççĕ.

 

Чĕрĕ шыв сапса чĕртместĕп

Çав ултав сăмахсене.

Каялла килме чĕнместĕп —

Ĕненместĕп вĕсене.

 

Эс кайнйшĕн ӳкĕнместĕп

Çирĕпленчĕ кăмăлăм,

Çулçăсем çилпе вĕçсен те,

Халь сывлатăп çăмăллăн.

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр айне пулаççĕ.

Чечек акрăм


Чечек акрăм та,

Чечек акрам та,

Шăтса тухрĕ пуль хытă чул.

 

Пăхаймарăм-и,

Сапаймарăм-и,

Сивĕрех пулчĕ-ши ку çул?

 

Кулас кăмăлăм,

Савнас кăмăлăм

Ма пĕрмай ӳкет чул çине?

 

Эс курмастăн-и,

Эс сисместĕн-и,

Манăн чунăм çуннине?

 

Чечек парăттăм,

Чечек парăттăм,

Шăтайман пулсан, мĕн парам?

 

Эс хаваслă-и?

Пурте лайăх-и?

Сан телейшĕн савăнам.

Маттур Марье


Пĕр карчăкăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр пулнă тет. Аслă ывăлĕ — Йăван, тепри — Илле, хĕрне Марье тесе чĕннĕ.

Пĕррехинче çынсем çак çĕр çине эсрел чури — хура чун килме тухнине пĕлнĕ. Йăванпа Илле унпа çапăçма инçе çула пуçтарăннă. Вĕсем тăванĕсемпе сыв пуллашнă та урхамахсем çине утланнă, йăмăкне амăшне пăхма хушса хăварнă.

Пĕр кун иртнĕ, иккĕ — ывăлĕсем таврăнман. Çур çул та иртсе кайнă — пиччĕшĕсем çаплах çук. Марье усал вăйпа кĕрешме кайма амăшĕнчен ирĕк ыйтнă, анчах лешĕ килĕшмен. Хĕр ăна пур-пĕрех ӳкĕте кĕртнĕ.

Марье инçе çула çурранах тухнă. Утсан-утсан вăл пĕр пĕчĕк старике тĕл пулнă, ăна хăй ăçта кайни çинчен каласа панă. Хĕр усалпа вăй виçме шутланине пĕлсен старик питĕ тĕлĕннĕ, çав вăхăтрах шикленнĕ те. Ара, эсрел таврашне ку таранччен никам та çĕнтереймен-çке.

— Эпĕ çĕнтеретĕпех, — парăнман Марье.

— Эпĕ те сана пулăшăп, хĕрĕм, — тенĕ ватă çул çӳревçĕ. Акă сана пĕр пан улми. Усал çăварне карсан эсĕ ăна çак пан улмие пăрахса пар. Ăна çисен шуйттан чури тинех пăчланĕ.

Хĕр ырă старике тав тунă та малалла чупнă. Кайсан-кайсан вăл пĕр кивĕ çурт патне çитнĕ, алăкран шаккаса шала кĕнĕ. Пӳртре çĕтĕк-çатăк тумланнă Вупăр карчăк хурланса ларнă. Марье ăçта васкани çинчен пĕлсен çавскер савăнсах кайнă. Усал унăн хĕрне те вăрласа кайнă-мĕн. Вупăр карчăк Марьене хăйĕн урхамахне парнеленĕ, хĕç тыттарнă, хăйĕн хĕрне çăлма пил панă.

Малалла

Яш вăхăту иртнишĕн ан кулян...


«Яш вăхăту иртнишĕн ан кулян,

эс юлнă шухăш-кăмăлпа пуян»,-

 

тесе каларĕ мăшăрăм мана,

пуçа пĕксе итлерĕм эп ăна.

 

Аш сăмахпа чуна пусарнăран,

хуллен ăна тытатăп алăран.

 

Ман савнăç куçрĕ унăн кăкăрне,

йăл-йăл кулса пăхатпăр пĕр-пĕрне.

 

Чунра пытаннă çамрăклăх сасси

калать пек хамăр ĕмĕре тавсси.

Мĕншĕн манăн чунра кăмăл тунсăхĕ?..


Мĕншĕн манăн чунра кăмăл тунсăхĕ?

Калама пултараймăп сана.

Ма пусать пĕрмаях шухăш пуслăхĕ?

Пушатасчĕ пăртакçă ăна!

 

Пушатмашкăн май çук, эпĕ — лавçă,

ман тиевĕм ан кайтăр тӳнсе.

Хурлă кун та килсе мана явăçĕ,

ларас çук чун кăварĕ сӳнсе.

 

Инкеке те куçран пăхăп чăрсăррăн,

çирĕп тытăп эп хамăн çула.

Ларас çук ӳлесе эпĕ вăйсăррăн,

Эй, шăпа, эс мана ан тулла.

 

Пур, çук мар ман чунра пурнăç тивĕçĕ.

Эп валеçĕп телей çынсене.

Муталантăр тăшман — нĕрсĕр, сив ĕçĕ

пурпĕр тухĕ-ха тăр шыв çине.

 

Сирĕлинччĕ чунран кăмăл тунсăхĕ,

эп чĕнетĕп сана инçетрен.

Ик чĕрен тахçанхи ырă туслăхĕ

шурăмпуç пек сĕкленчĕ хитрен.

Çурхи уйăх мыскари


Пирĕнтен пĕр шит юлмасăр

уйăх шурĕ тӳпере,

темĕскер шырать пек сассăр,

мĕн ӳкернĕ вăл çĕре?

Пăрахать шумашкăн уйăх,

хамăр кăшт чарăнсанах.

Пурпĕр тупаймасть хăюлăх

вăл пире чĕнме сăмах.

Çĕрĕпех итлерĕ вăрттăн

пирĕн çамрăк сассене.

Кайран питĕ хăвăрттăн

кĕчĕ пĕлĕт хушшине.

Тухрĕ çил, хупсах вăл хучĕ

хура пĕлĕт алăкне.

Уйăхăн шур çӳçлĕ пуçĕ

путрĕ каçăн сĕмлĕхне.

Хураймасть ниçта вăйне çил,

алхасать те ахăрать:

«Çавăн пек, — тет, — манăн несĕл:

Ĕмĕртен йăли пырать!»

Туй тăвать пек çутçанталăк,

авăнса кашлать вăрман.

Куркасем шаккаççĕ, авă,

хире-хирĕç ик юман.

Арканать тӳпе хапхи те:

тулчĕ шăтăк-çурăкпа.

Йăлăнать ват уйăх: «Çитĕ!

Тек çӳремĕп ют çулпа!»

Шурă çӳçĕ сапаланнă

пĕлĕт хушшинче, шалта,

ирĕке тухма васканăн,

чупкалать унта-кунта.

Пĕлĕт алăкне уçмашкăн

тупаймасть вăл хăлăпне,

Йăлăнатъ çиле: Ан ашкăн!

Вĕçертсемччĕ сăлăпне!

ух эппин, тӳпе хуралĕ,

Малалла

Каçхи çаран кăвак пĕве пек хумханатчĕ


Каçхи çаран кăвак пĕве пек хумханатчĕ —

унта хĕрсем шăватчĕç шурă акăшла.

Хура вăрман хыçне хĕвел анатчĕ,

çил çанăран таçта туртатчĕ тантăшла.

 

Çак иртнĕ кун сăнне асилӳре çеç

паян упратăп эп чи хаклă парнелле.

Ман шухăшсем вара каç еннелле

темме ялан салхуллă утсене кӳлеççĕ.

 

Ман ĕмĕр те, эппин, каç еннеллех утать,

хыçа юлать çулсен чарусăр шавлă туйĕ.

Анчах нумайăш манăç кӳллине путать —

пурăннăçем çакна чĕре татах та туйĕ.

 

Упкелешсе чао-час эп ыйтăп: çак-и ăраскал?

Кăтарт-ха унăн чăн сăнне эс, шухăш-тĕкĕр?

Анчах чун сассипе пăлханĕ ман ăс-хал:

алри тулли курка, эппин, пулмарĕ тĕпсĕр?

 

Эп пăхăп анакан хĕвелĕме салху —

каçхи çутта куçра тытса юлма ăмсаннăн.

Туллашĕ кăкăрта çĕкленнĕ тăлăх хум:

çыр хĕррине чупса çитетпĕр-и, тăванăм?

 

Çил хăлхаран тем пăшăлтатĕ пикенсех:

ăçтан çулсен кутамккине сирсе пăрахăп?

Ăна йăтма çулсем иртӳçĕн хĕнтерех —

сана татах пусать, пусать сулмаклăраххăн.

Малалла

Хăмла пахчинче


Кăмăлĕ кăшт кутăн кĕркуннен.

Уяртать пăртак. Пулать кĕç ăмăр.

Киленсе сăна та — ан ĕнен —

Нимĕн систермесĕр тăкĕ ярĕ çумăр.

 

Усăсăр ан ирттĕр кун пачах, —

Ӳркенмесĕр хăвăрт ĕçе тытăн.

Сиплĕ техĕмпе сывлать пахча,

Илĕртет куçа «сип-симĕс ылтăн».

 

Пиçсе çитнĕ сар курланкисем

Йăлтăраççĕ, чăн та, ылтăн тĕслĕ.

Тухăн та уя курма тесе,

Ытараймăн — ăмăртуллă ĕçлĕн.

 

Сарăлать таçтан хăмла пахчи —

Каш-кашлать кас-кассăн вăрман евĕр.

Тăрăшать асли те шкул ачи...

Ытарми вĕсен юрри-пуплевĕ.

 

Алсерен — çемçе курланкăсем.

Хĕр упраç кăтри пек курăнаççĕ.

Юрласа хăмла татаç хĕрсем.

Ĕмĕтре, тен, пил курки тытаççĕ.

Пĕвепе йăмра


Мĕнешквл тулли эс, кив çырма пĕвийĕ, —

Кассăн çил килсессĕн хум яран!

Эс пăхма пит капăр...

Йăлтăркка хум çийĕн

Хур пуххи ишет кунта ялан.

Кукăр суха пуç пвк кутамас тымарлă

Умăнта ӳсет лаштра йăмра.

Вăл — кĕреш пӳ-силлĕ, çатăркка туратлă.

Вĕт тымар мĕн чухлĕ ун тавра!

Миçе хут çак йывăç шалкăм çумăр хыççăн

Хумсене тытса пуль — татасран!

Эх, çакна пĕлместĕн эс, пĕве, ир-каçăн

Çырана хум хыççăн хум яран...

Çук, пĕве, ан курнăç, йăмрара — сан пурнăç.

Çырана анам-и, пĕр сăмах калам:

Тымарсем хăрсассăн, йывăç йăвансассăн,

Шывунтан юлать-ши пĕр тумлам?

■ Страницăсем: 1... 564 565 566 567 568 569 570 571 572 ... 796

Шухăшсем