Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...ТанатаКĕтмен венчетТом Сойер темтепĕр курса çӳрениÇăлтăрчăксемПограничниксемТаркăн

Эгоист


Хăйне çеç юратан çынпа ан тупăш —

кураймăн эсĕ ун ăшне кĕрсе.

Ăна хăйне çĕклен мăнаçлă шухăш

мĕнпур енчен-çке илнĕ питĕрсе.

 

Тек сӳтĕлет кунсен черчен чĕркемĕ,

ун ĕмĕрне пăхсассăн çавăрса.

Тăм тивнĕ чечекле вăл лӳчĕркеннĕ

пĕчченлĕх сиввипе типсе, хăрса.

 

Умри сĕтелĕ тӳлăх, пыллă-çуллă

пулсассăн тин вăл тупнă телее.

Анчах та пурнăç ăсĕ тавçăруллă,

хăй сăмахне кайран калать чее.

 

Эгоиста таçтан та эсĕ паллăн:

иртет вăл пурнăç тĕпелне хуçан.

Сас пачĕ пурнăç:

— Сан пекки сахал-им?

Халь телейӳн вăрттăнлăхне уçам.

 

Кăтартрĕ тĕллесе пĕр кĕтесе

(пĕри унта пĕркенчĕкпе ларатчĕ);

— Ку — санăн телейӳччĕ. Хыпарлатчĕ:

ма йышăнмăн ăна эс кин тесе?

 

Пĕркенчĕке сирет те шарламасăр,

йӳтенĕ карчăк курăнса каять.

— Телей-и ку? — тет эгоист шанмасăр, —

Ку — карчăк вĕт! Унпа çухалĕ ят.

 

Унпа епле ман пурăнас-ха нишлĕн? —

тет эгоиос. — Эх, пурнăç, лар та йĕр.

Малалла

Ырă ăмсану


Калаçура час-час çакна илтетпĕр:

пулать хура та шурă ăмсану.

Хура тĕсе мĕн ачаран сивлетпĕр,

шурри вара — тасалăх, вăтану.

 

Шур кĕпепе çӳрен çынра тасалăх

е кăмăллă тирпейлĕх çеç курса,

хисеплĕн пус тайса паратпăр алă —

анчах çӳрет леш вĕчĕ çеç хурса.

 

Кайран калатпăр: чунĕпе хура вăл!

Тус-йышĕ тахçанах çак çĕлене

асăрхаса хак панă: «Пилсĕр явăл!»

Кăтартнă пурнăç унăн чăн сăнне.

 

Апла пулсан, ăмсанăвĕ хура ун:

сăн-пичĕпе çеç капăр манекен!

Суя илемпеле куçа юраймăн —

çур пус тăман çынсен ретне лексен.

 

Шур ăмсану!.. Ку чăвашла та мар-тăр?

Тен, ырă ăмсану калас сăмах

тĕлне килет? Чĕлхеçĕ, ах, каçартăр:

чăваш хуранĕнче кун пек çăмах

 

çуккишĕн вăл пултарĕ хăтăрмашкăн.

Анчах калас тени-çке хĕтĕртет

хитре эпитет чечекне татмашкăн —

мана вăл хĕр кулли пек илĕртет.

 

Ыр ăмсану! Эс шурă-и е симĕс?

Хурасăр пуçсăр, пур тĕсе илсе,

Малалла

Туссене çухатни


Пĕррехинче тăваттăн шкултан таврăнаттăмăр. Гальăпа калаçса Ларисăпа Марта çинчен мансах кайнă, каялла çаврăнса пăхрăмăр, хĕрачасем çук. «Кăштах кĕтсе тăрар-ха», — тесе чарăнтăмăр, кĕтсе илеймерĕмĕр, хĕрачасем йĕп пек çухалчĕç. Малалла утрăмăр, шыв хĕрринче шапа ларать: «Пирĕн туссене курман-и?» — ыйтатпăр унран.

— Мана виçĕ шăна тытса парсассăн калатăп, — тет вăл.

Икĕ шăна тытма пултартăмăр, виççĕмĕшне тытаймарăмăр. Вăл çилленсе кайрĕ те пире читлĕхе хупса хучĕ. Виçĕ кун та виçĕ каç лартăмăр — пĕр апатсăр, пĕр шывсăр. Юрать-ха пирĕн тĕле шăши тупăнчĕ, хĕрхенсе кăларса ячĕ. Ăна тав турăмăр та малалла утрăмăр. Çул çинче хамăр та сисмен, пĕр шăтăка кĕрсе ӳкрĕмĕр. Икĕ пуçлă çĕлен патне лекрĕмĕр, вăл тапăнма пуçларĕ. Кĕтесре 2 юр кĕлетки ларать. Вĕсем пире шеллерĕç пулас. «Сĕтел çинче кĕленче пур, унта — асамлă шыв. Çав кĕленчене çĕмĕрĕр те шывне çĕлен çине сапăр», — терĕç. Галя çĕленпе çапăçнă хушăра эпĕ кĕленчене çĕмĕртĕм, çĕлене шывпа сапрăм, вăл вăйсăрланчĕ, вара унăн 2 пуçне те касса татрăмăр. Ларисăпа Марта юр кĕлеткесем самантрах пирĕн туссем пулса тăчĕç. Çак кунран пуçласа туслăх татах та çирĕпленчĕ. Пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр.

Каяс текен — кайтăр...


Каяс текен — кайтăр,

Кала, купăсна.

Тĕнче-и-мĕн ансăр,

Кĕместĕп асна:

«Вĕтĕр-вĕтĕр ташлама

Вĕтĕ çынсем мар эпир.

Вĕчĕрхенсе пурăнма

Вăхăчĕпе манăпăр».

 

Каяс текен — кайтăр,

Çунмас çулăмпа.

Тĕнче-и-мĕн ансăр,

Тĕнчи — çумăнта:

«Çунса-хыпса пурăнма

Çунан кăвайт мар эпир.

Çунса-ĕнсе çухалма

Çулталăкчен манăпăр».

 

Каяс текен — кайтăр,

Чĕнмес каялла.

Тĕнче-и-мĕн ансăр —

Сулатăп алла:

«Калла-малла выляма

Катăк чĕлĕм мар эпир.

Кайнă çыншăн макăрма

Килес çулччен манăпăр».

Лăпкă кӳлĕ, тарăн кӳлĕ...


Лăпкă кӳлĕ, тарăн кӳлĕ,

Ан хумхан эс кăшт çилпех.

Саншăн мар вăл килнĕ пулĕ,

Тен, çӳрет хăй çулĕпе?

 

Саншăн мар ун-кунăн хутлĕ,

Йĕрĕ, шăхăрĕ çĕрле.

Çула май пек çеç вăл шӳтлĕ...

Ун çулне тек ан йĕрле...

 

Тарăн кӳлĕ, лăпкă кӳлĕ,

Çыр хĕрри, ак, саншăн çех.

Вăл санпа мĕн ĕмĕр пулĕ,

Эс унпа ан хирĕçех.

Пĕр чĕлхе тупрăмăр


Эпĕ вĕрентекен. Ачасене ӳкерме, çырма, вулама, шутлама вĕрентетĕп.

Пĕррехинче урока мулкачпа пакша килчĕç, вĕсем шкулта вĕренесшĕн иккен. Эпĕ тăрăшса пăхма сăмах патăм.

Пĕрремĕш урок — математика урокĕ.

— Пĕр панулми çумне тепĕр панулми хушсан миçе пулать? — тесе ыйтрăм.

— Икĕ кишĕр, — тет мулкач.

— Икĕ мăйăр, — тет пакша.

— Çук, тĕрĕс мар. Тĕрĕс хуравламасан сире панулмипе хăналамастăп!

— Икĕ панулми! — кăшкăрса ячĕç иккĕшĕ те харăс.

Тĕрĕс хуравшăн иккĕшне те панулми патăм.

Тепĕр урок — рисовани урокĕ.

— Илемлĕ ӳкерсен сире кишĕрпе тата мăйăрпа хăналатăп, — хавхалантартăм вĕсене, сĕтел çине панулми кăларса хунă май. Мулкачăн кишĕр, пакшан мăйăр çиес килчĕ пулас, хитре панулми ӳкерсе те хучĕç.

Эпĕ хам сăмаха тытрăм, кашни хăйне килĕшекен çимĕçе суйласа илчĕç.

Çак кунран пуçласа вĕсем кашни кунах шкула çӳреме пуçларĕç. Вĕсем чăн-чăн художник пек ӳкерме те тытăнчĕç. математикăна та лайăх пĕлекен пулчĕç.

Иккĕленӳ


Шăнса хытнă алла тăсса эп тăратăп.

Вĕçсе ӳкрĕ унта вĕлтĕрти юр пĕрчи.

Шеллесе-ши ăна, антăхса йăлăнатăп:

Ан ирĕл, ан ирĕл, кур кăштах кун çути.

 

Пăшăлтатнă сасса,

тен, хăй майлă ăнланчĕ,

Тен, чунри кăвар-ши телейĕн туйса,

Алăрах, алăрах, самантрах вăл шывланчĕ,

Сăхса кĕчĕ ӳте вăл, асаплăн кулса.

 

Ăнланмарăм вара:

те салхуллă ун чух тăмаллаччĕ,

Алăрах куçне хупрĕ-çке-ха юр пĕрчи?

Те, хаваслă кулса, малалла утмаллаччĕ.

Эпĕ чĕрĕ, ман юн та вĕри!

Шурă-шурă кăвакарчăн


«Шурă-шурă кăвакарчăн,

Ма вĕçетен пĕр-пĕччен?..» —

Тенине эп астăватăп

Чăваш халăх юрринчен.

Ахаль мар ун пек юрланă,

Пулнă, пулнă вăл сăлтав.

Тăлăха нумай хăварнă

Урнă вăрçă, курнă çав...

«Шурă-шурă кăвакарчăн,

Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?..» —

Кукамай çапла юрлатчĕ

Чунĕ хытă кӳтнĕрен.

Шурă-шурă кăвакарчăн,

Тен, хăй пулнă кукамай.

Юрăпа кăшт йăпансассăн,

Чунĕ каннă хăйне май.

Упăшки те... эс куратăн,

Пĕр хыпарсăр... тупăнман.

Шурă-шурă кăвакарчăн

Эсех мар-ши, кукамай?!

Аннене çамрăклатрăм


Манăн асамçă пулса аннене çамрăклатас килсе кайрĕ. Мĕнле çамрăклатас-ши? Ларатăп çапла шутласа. Хам та сисмен, каç пулса ларнă. Пăх та кур, пĕлĕт çинче пĕр çăлтăр та çук. Ăçта тарса çухалнă-ши?

Эп ăна-кăна шутласа тăнă хушăра ман пата çăлтăрсем хушшинчен çутă уйăх анчĕ та манпа калаçма пуçларĕ. Малтанах хăраса кайрăм.

— Ан хăра, — тет вăл мана. — Çăлтăрсем хуралнă, вĕсене тасатма пулăш-ха.

Килĕшрĕм. Вăл мана хăй çине лартрĕ те, пĕлĕт çине вĕçсе кайрăмăр.

Çитсенех ĕçе пуçăнтăмăр. Чылай тăрмашни сая каймарĕ — çăлтăрсем çутатма тытăнчĕç. Уйăх та кулса ячĕ, мана тав сăмахĕ каларĕ. Вăл мана хăйĕн пĕр чулне катса пачĕ. Тепĕр чулпа пĕрле (вăл Хура тинĕс тĕпĕнче выртать тет) иккĕшĕ темĕнле асамлăх та тума пултараççĕ иккен.

Уйăх мана Хура тинĕс çине антарчĕ, эпĕ тӳрех тинĕсе кĕрсе ӳкрĕм. Пĕр чăрмавсăрах ишме тытăнтăм. Шывĕ асамлă-мĕн, çавăнпа унти сывлăш та çĕр çинчи пекех.

Унччен те пулмарĕ — ман умра пĕчĕк лаша тăрать. Вăл мана хăйĕн амăшĕ тинĕс çурăкĕсенче хĕсĕнсе ларни, унтан тухайманни çинчен пĕлтерчĕ, пулăшу ыйтрĕ. Эпĕ, паллах, килĕшрĕм, ун амăшне туртса кăлартăм. Пĕчĕк лаша тав сăмахĕ вырăнне мана тинĕс патши патне илсе кайрĕ.

Малалла

Кĕсменсĕр кимĕ юхрĕ...


Кĕсменсĕр кимĕ юхрĕ

Каласа пĕтереймен сăмах пек,

Ĕненме пăрахнă этем пек,

Хăравçă кулă пек.

 

Нихçан каялла таврăнми,

Курăни-курăнми,

Никама пулăшма хăяйми

Кĕсменсĕр кимĕ юхрĕ.

 

Пурнăç пек шавлакан, пăтранан тинĕсре

Кĕсменсĕр кимĕ уссăр юхрĕ.

■ Страницăсем: 1... 561 562 563 564 565 566 567 568 569 ... 796

Шухăшсем